Календула

Çулла пирĕн йĕри тавра симĕс аптека ешерет. Сиплĕ ÿсен-тăранран хатĕрленĕ имлĕхсем чире пуçламăш тапхăртах чарса лартма май параççĕ. Чир паллисене асăрхасанах сипленме май пуррипе лайăх та ешĕл аптека. Пирĕн пахчасенче хăй тĕллĕнех шăтса ÿсекен, куçа илем, сывлăха тĕрек кÿрекен чечек - календула /ăна ноготки тесе те калаççĕ/ - пирки сăмахăм.

Çак илемлĕ те ансат чечек мĕнле кăна чиртен сипленме пулăшмасть пулĕ? Вăл июль уйăхĕнче чечек çурма тытăнать те кĕркуннечченех илемĕпе савăнтарать. Кĕркунне вăррине сапса хăварать те тепĕр çуркунне чăшăлах шăтса тухать календула. Тăпрана та тиркемест, кÿршисене те сивлемест. Купăста е кишĕр, кăшман е çарăк хушшинчен унăн ылтăн куçĕсем çăвĕпех хĕм сапаççĕ. Кирлĕ чухлĕ татса пуçтармалла та чечеке вăрăланмалăх кăштах хăвармалла. Шăтнă калчана çуркунне ытти çумкурăкпа пĕрле тăпăлтарса пăрахмалла мар. Хăйне пурăнтарнăшăн сире чечек сиплĕх парнелĕ.

Календулăна чечекре чухне пуçтармалла. Медицинăра унпа анлă усă кураççĕ.Вăл чир микробĕсемпе кĕрешет, ыратнине ирттерет, сурана тÿрленме пулăшать. Унра флаваноид, каротиноид, салицил йÿçекĕ нумаййипе ăнлантараççĕ ăсчахсем календула сиплĕхне. Çавăн пекех унра тĕрлĕрен витаминсем, микроэлементсем пур.

Шăнса пăсăлсан, коньюктивитран, стоматитран, çăварти ытти чирсенчен календула отварĕпе сипленни витĕмлĕ.

Пыр шыçсан, ангина, грипп чухне пыра чÿхемелли отвар рецепчĕ. 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ чечеке 1 стакан вĕрекен шыва ямалла. Çулăм çинчен тÿрех илмелле те хупласа вăтăр минут лартмалла. Ăшă çак шĕвекпе çăвара, пыра тăтăшах чÿхесе тăмалла /кунне 8-9 хутчен/. Пĕр апат кашăкĕ отвара пĕр кашăк шывпа хутăштарса кунне 6-7 хутчен ĕçмелле. Çак меслет пырти фурункуллă ангинăна та сыватать. Грипп алхаснă чухне календула чейне кунне 4 хутчен çуршар стакан ĕçмелле. Маларах çырса кăтартнă пек хатĕрленĕ шĕвеке 50 грамм отвара çавăн чухлех шыва ямалла, пĕр чей кашăкĕ пыл хушмалла - вируса хирĕç чей хатĕр.

Сăмса хăвăлне чиртен тасатмашкăн асăннă шĕвеке кăштах шывпа хутăштарса усă курмалла. Кунне 2-3 хутчен шыва ал лаппи çинчен сăмсапа туртса илсе тасатмалла.

Календулăна пÿрене, шăк хăмпипе çулĕсене тасатма, вар-хырăм ĕçне лайăхлатма та усă кураççĕ. Маларах çырнă меслетпех отвар хатĕрлемелле, кунне 3 хутчен апат умĕн çур сехет пек маларах 60-70 грамм ĕçмелле. Вăрах вăхăт сипленмелле. Календула пÿрери хăйăра, таса мар йăлмакана кăларать. Пÿрере чул пулсан ку меслетпе сипленме юрамасть. Тухтăрпа канашламалла.

Календула шывĕ пуç ыратсан, шăмă чирĕсенчен те сиплет. Ура лаппин пуç пÿрни пысăкланма пуçласан календула чечекĕн настойĕ пулăшать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.