Çемье телейĕ
"Ун пек çемьене Етĕрне районĕнче кăна мар, Чăваш Енре те тупаймастăр. Вулкан пек ĕçлеççĕ. Хĕвел çине мар, пĕрехмай сехет çине пăхаççĕ. Ара, ĕçлекеншĕн вăхăт хаклă. Кирлĕ пулсан ĕнисене хамах суса пулăшатăп терĕм. Çук вĕт, пĕр уйăха Абхазие канма кайнăскер 9 кунранах каялла вĕçтерсе çитнĕ", - тет Пăчанарта ?Етĕрне районĕ% пурăнакан Никифоровсен кÿрши Юрий Петрович Кириллов. Чăнласа каланă хушăра шÿтлесе те илнине кура Мария Алексеевна Никифорова та сăмахран ÿксе юлмасть: "Ара, мĕншĕн пирĕн хĕвел çине пăхмалла? Вăл хăй пăхать-иç. Абхазире ĕç пулнă пулсан, тен, ытларах та пурăнаттăмччĕ".
Марияпа Николай Никифоровсем ытла çамрăк мар пулин те вăйпиттирен тухман-ха. Чăннипех те ĕçсĕр пурăнаймаççĕ, выльăх йышлă усраççĕ. Анчах Кăкшăм культура çурчĕ çумĕнчи хор ушкăнĕнче юрлама та, театра, концертсене тухса çÿреме те, кăнтăра канмашкăн кайса килме те ĕлкĕреççĕ. Тепĕр чухне çулла ĕç нумаййине кура Мария Алексеевнăн ялтан темиçе эрнелĕхе инçете хăпса тухас та килмест. Мăшăрĕ кун пек чух ăна канма хăваласах ярать темелле е хăйпе пĕрле илсе тухать. Выльăх йышлă усранăран кил-çурта пач хуçасăр хăвараймăн. Çавăнпа çулла Абхазие е ытти хулана малтан Мария Алексеевна кайса килет, кĕркунне ĕçрен пушансан мăшăрĕ çул тытать. Вĕсен ырă кÿрши Юрий Петрович Кириллов ?çитес кăларăмсенче унпа тĕплĕнрех паллаштарăпăр% шăпах Абхазири Пицунда курорт хулинче пурăнать. Чăваш Ене çулласерен килсе çÿрет. Çавăнпа Никифоровсем кăнтăр енне тăванĕ патне кайнă пек пуçтарăнаççĕ.
Тăваттăмĕш разрядри повар хăй вăхăтĕнче вун-вун пуç тĕрлĕ йышши выльăх усраса ĕмĕр ирттерессе шухăшламан та. Ĕçе юратса пурнăçланине кура, тен, пĕр-пĕр кафе е столовăй заведующийĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах Мария Никифорова паян нимĕншĕн те ÿкĕнмест. Выльăх пăхассине те çав тери йывăр ĕç вырăнне хумасть.
Никифоровсем урăх пурнăçа курман тетĕр-и? Мария Алексеевна ачисем пĕчĕк чух бюджет организацийĕнче те ĕçлесе пăхнă, пĕчĕк шалăвăн пĕр пайĕ çул çÿресех пĕтнĕ. Ушкăнпа Мускава, Чулхулана та тухса кайнă. "Çук, çемьепе пурăннине нимĕн те çитмест", - тет вăл. Пĕчĕк ялта чаплă ĕç тупаймăн, кунти çынна яланах выльăх çăлать, тăрантарать. Çемье енчĕкне тупăш кĕмесен Никифоровсем темиçе вите выльăх усрамĕччĕç. Ĕлĕкхипе танлаштарсан халĕ вĕсем йыша самай чакарнă-мĕн. Малтанхи çулсенче сысна кăна 100 пуçа çитнĕ. Паян та витере "Ландрас", "Большая белая", "Дюрок" ăратсем нăриклетеççĕ, анчах йыш сайраланнă. "Дюрок" ăрат ашĕ юлашки çулсенче пит сутăнмасть. Пуссан тирĕ çинчи хура пăнчăсем сисчĕвлентернĕрен пулĕ", - ăнлантарать кил хуçи хĕрарăмĕ. Çавăнпа ăна питĕ сахал хăварнă. Çамрăкрах чухне сысна çурисене сутма çемье Чулхула облаçне хăех çÿренĕ. Халĕ ытларах ятарласа туянма çула тухакансене парса яма тивет.
Ĕнесене те ăратлăха кура усрама тăрăшаççĕ. Ашпа сĕт ытларах параканни - тĕп вырăнта. Паянхи кун сăвакан 4 ĕне сĕчĕ çамрăк выльăха, çемьене тăрантарма та, сутмалăх та çитет. Уйăхне 1 тонна таран сутăнать. Шел, усламçăсем пуçтаракан сĕт хакĕ кăçал пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех. Хальхи вăхăтра 13,5 тенкĕпе сутăнать, хĕлле те хак пысăк пулман.
Самăртакан выльăх шутĕнче сыснасăр пуçне вăкăрсем пур. Сиплĕ сĕтшĕн качакасем те усраççĕ. Карта çумĕпе иртекен сукмак çинче индокăвакалсем, ахаль кăвакалсем нартлатаççĕ...
"Ку йыша çитĕнтерес тесен чăннипех çĕр çывăрмасăр ĕçлеме тивет пулĕ. Ара, утти-улăмне, тыррине мĕн чухлĕ хатĕрлемелле", - каллех калаçăва йыхравлатăп эпĕ кил хуçи хĕрарăмне. Терт-асап пирки хальхинче сăмах пуçаратех пулĕ тетĕп хамăн ăшăмра. "6 га çинче утă çулса илетпĕр. Килте трактор пур. Çитмен чухне выльăх апатне туянатпăр. Тырă хакĕ те малтанхи çулсенчен пит ÿснĕ тесе калаймăн. Курттăммăн туяннăран хакла лармасть. Çĕрулмипе кăшмана килти çĕр çинчех çитĕнтеретпĕр.
Халĕ каçхи 10 сехетрех ĕçрен пушанатăп. Хăвăрт тĕттĕмленнĕрен ĕнесем касуран час таврăнаççĕ", - терĕ çеç вăл йăл кулса.
Çапла таврана каç сĕмĕ çапиччен хĕрарăм 4 ĕнине алăпа сума, сĕте тирпейлеме ĕлкĕрет. Амăшĕ унта е кунта кайнă чухне ĕнесене ывăлĕсем сунă. Кирлĕ чухне халĕ те сума пултараççĕ: ятарлă аппаратпа та, алăпа та. Ывăлĕсен ĕçченлĕхĕнчен, ырă кăмăлĕнчен те тĕлĕнеççĕ кÿршисем. Ялта чухне мĕн тумаллине никам хушмасăр йăлт пурнăçлаççĕ. Кăçал Никифоровсен çуртĕнче умлăн-хыçлăнах икĕ туй кĕрленĕ, аслă ывăлĕсем авланнă. Чи асли ялхуçалăх академийĕнче ветеринара вĕренсе тухнă хыççăн тепĕр професси илес тенĕ: программист пулма хатĕрленет. Вăталăххи геодезист специальноçне алла илнĕ те салтака кайнă. Кĕçĕнни ялхуçалăх академийĕнче менеджмент-маркетинг енĕпе пĕлÿ пухать.
Чăннипех тивĕçлĕрен тепĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене мухтамасăр чăтаймасть. Сăпайлă Никифоровсенчен эпĕ кун пирки пĕр сăмах та илтмерĕм. Ял çыннисем, кÿршисем мухтарĕç ывăлĕсене. Ачасен ĕçченлĕхне ялйыш курса хакланинчен сăваплăраххи çук та пулĕ.
Ирина НИКИТИНА.
Комментари хушас