Этем тĕнче уçлăхне тухнăранпа кăçал 54 çул иртрĕ пулин те пĕтĕм тĕнчене чăннипех тĕлĕнтернĕ çак пулăм халăхăн ăс-хакăлĕн тата ăслăлăхĕн чи пысăк ÿсĕмĕ евĕр яланлăхах кĕрсе юлчĕ пирĕн пурнăçа.
Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсем янăраççĕ, зала кашни утăмне пичет çапнăн пусса ялав тытнă çар çыннисем кĕреççĕ... Чăнах, пулăмĕ ытла та яваплине кура çан-çурăм тăрăх темле çÿçенчĕк туйăм та чупса иртет...