Комментари хушас

2 Авăн, 2015

Пуçлăхсем вĕсен юррисене чĕркуçленсе ларсах итлеççĕ...

Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти культура çурчĕ çумĕнчи «Сăр Ен» фольклор ушкăнĕ тарăн шухăшлă, авалхи чăваш юррисене шăрантарни çинчен темиçе çул каяллах илтнĕччĕ. Хăйсемпе курса калаçма та ĕмĕтленеттĕмччĕ. Ку тинех пурнăçланчĕ.

Йăмра касрăм, кимĕ турăм
Сăр шу тăрăх, ай, çÿреме.
Тораттинчен туя турăм
Тăван патне, ай, çÿреме.
Торпассинчен тора турăм

Кăвак çÿçе, ай, турама, - юрласа кĕтсе илчĕç çĕрулми кăларма пăрахсах Культура çуртне чăваш кĕписем тăхăнса пынă Урапакассисемпе Пĕрçырлансем тата Палтайсем. Фольклор ансамбльне шăпах çак ялсенчен çÿреççĕ.

Савни шурă кĕпÿна та
Сăр шывĕпе çурăн-и?
Сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă
Мăнкун каç çуралтăн-и? - ян та ян кайрĕ юрă сасси. Тĕлĕнмелле уçă саслăскерсене итлесе тăранма та çук. «Сăр Ен» репертуарĕнче 50-60 юрă таранах. Вĕсене йăлтах ялти ватăсенчен çыра-çыра илнĕ.

-1986 çулта мана фольклор енĕпе вĕренме Шупашкара ячĕç. Кашни каç ачана кăкăр ĕмĕртме килеттĕмччĕ. Çав вăхăтрах ялти ватăсемпе тĕл пулма та вăхăт тупаттăмччĕ, авалхи юрăсене пухаттăмччĕ. Вĕсем пĕрре юрласа парсанах астуса юлаттăмччĕ. Ачалăхра эпĕ йывăç тăрринче пайтах юрăсем итлесе ларнă. Сăмахĕсем йăлт асăмра юлнă. Унтан çийĕнчех сцена çине тухма çипуç пуçтарма тытăнтăм. Ватăсем арчисенчен килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕписене кăларчĕç. Юрлас кăмăллисем Урапакассинчен 17 çын пуçтарăнчĕç. Çапла фольклор ушкăнĕ йĕркеленсе кайрĕ. Ольга Хмелевăна та, Маринăпа Петр Ефимовсене те ăна пуçаракансен йышне кĕртмелле. Ушкăна Сăр шывне тата Сăр /Сарри/ паттăра халалласа «Сăр Ен» ят патăмăр. Концертсенче эпир хамăр тăрăхри йăла-йĕркене - улах ларни, салтак ăсатни, Çимĕкре вăййа тухнине, туй ирттернине - туллин кăтартма тăрăшатпăр. Паян фольклор ушкăнне 12 çын /пурте пенсионерсем/ çÿрет. Вĕсем - Раиса Рыбакова, Юлия Тихонова, Евдокия Ксенофонтова, Лидия Мазунина, Юлияпа Иван Ефимовсем... - паллаштарать Юлия Тихоновна. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.