Патша сачĕ майлах

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви çулленех республикăри чи хăтлă та симĕс вырăна палăртас тĕллевпе конкурс ирттерет. Кăçал жюри членĕсем 46 ĕçе пăхса тухнă. Конкурса Куславкка районĕ, Канаш, Шупашкар хулисем хастар хутшăннине асăнса хăварас килет. Çав вăхăтрах Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсем, Çĕнĕ Шупашкар хули айккинче юлнă - конкурса пĕр ĕç те ярса паман.

Çĕнтерÿçĕсене 5 номинаципе палăртнă. Мала тухнисене хавхалантармашкăн республика хыснинчен 582,6 пин тенкĕ уйăрнă. Куславкка районĕнчи Энтри Пасарĕнчи Петровсен хуçалăхĕ, тĕслĕхрен, кил таврашне илемлетес тĕлĕшпе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллашсанах çак тăрăха çитсе килме шухăш çуралчĕ. Мĕнпе уйрăлса тăрать-ши Петровсен хуçалăхĕ?

Атьăр апла - кĕрсе курар. Надежда Никоновна каланă тăрăх, ку лаптăка 3 çулта йĕркене кĕртнĕ. Малтан çакăнта çырма пулнă, çум курăкĕ ашкăрнă. Петровсем тăрăшнипе вара тавралăх паламалла мар улшăннă. Мана патшасен садне аса илтерчĕ çак вырăн. Улма-çырла йывăççисем çимĕç пама пуçланă. Чечек тĕсĕсене шутласа та кăлараймăн.

Хапхаран кĕрсенех талпиçен вырăн тупнă. Ăна та ятарласах лартман - хăех шăтса тухнă.

Апла тăк усал-тĕсел алхасаймĕ çакăнта. «Дизайнерсем унпа тавралăха илемлетме усă кураççĕ», - ăнлантарать Надежда Никоновна.

Барбарис хĕп-хĕрлĕ çырлипе илĕртет. Вăл канфет тутиллĕ. Иçĕм çырли те пиçсе çитнĕ. Яппун айви тутланман-ха. Шултра пилеш пĕрре те йÿçĕ мар. Çавнашкалах темĕн тĕрлĕ чăрăш çитĕнет çак килте.

Кĕпер çинчен пĕвери пулăсем лайăх курăнаççĕ. Вĕсене вăлтапа та тытма пулать.

Ларса калаçмалли вырăн та хăтлă. Унта шыв та кĕртнĕ, таса марри юхса тухать. Ниçта пăрăнмасăрах шашлăк е урăх тĕрлĕ апат пĕçерме меллĕ.

Шыв пĕр бакĕ слона çаврăннă, теприне иçĕм çырли хупланă - аякран курăнмасть те. Каскăран уяр тунă. Акă курăр-ха - курăк хушшинче тăмана ларать. Инçех мар пакша кĕлетки курăнать. Хăтлăх кĕртекен çак теттесем шăп та лăп хăйсен вырăнĕнче.

Лайăххин чикки çук теççĕ вĕт. Сад варринче кĕçех фонтан ĕçлеме пуçлĕ. Ăна туса пĕтернĕпе пĕрех. Надежда Никоновна хапхаран кĕрсен хутлă-хутлă арка тăвасшăн. Бетон вырăнне брусчатка сарасшăн.

Сăмах май, картишĕнче кăна мар, кермен пек çуртĕнче те чечек нумай унăн. Илемлĕ, «республикăри чи хăтлă та симĕс вырăн» тесе çирĕплетсех калама пулать.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.