Кĕпĕрнаттăрсене тыткăнланă «Илем»
Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Кайри Шĕнерпуçри культура çурчĕ çумĕнчи 33 çул каяллах йĕркеленнĕ «Илем» фольклор ушкăнĕ авалхи - çĕр çул каяллахи - чăваш юррисене шăрантарни пирки илтнĕччĕ-ха. Чун чăтмарĕ, ял çыннисен пахчари кĕрхи ĕçсем вĕçленме ĕлкĕрейменнине пĕлетăркачах çак кунсенче вĕсемпе курса калаçма ятарласа çула тухрăмăр.
Аваллăха сума сăвакансем
Кăшман кăларма пăрахсах чăваш кĕписем тăхăнса ялти культура çуртне вĕçтерсе çитрĕç Кайри Шĕнерпуçсем. Хуткупăсне, параппанне, тăмрине тата музыка ытти инструментне туртса кăларса илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарма тытăнчĕç.
«Тур лашийĕ пулас çук та,
Тур лашийĕ пулас çук.
Пулсан та пуçне ухас
çук та,
Пулсан та пуçне ухас çук.
Сарă хĕрĕ пулас çук та,
Сарă хĕрĕ пулас çук.
Пулсан та хитре кулас
çук та,
Пулсан та хитре кулас çук...» - ян та ян кайрĕ юрă. Тĕлĕнмелле илемлĕ те уçă сасăллăскерсене итлесе тăранма та çук. Авалхине çеç мар, хальхи эстрада тата çармăс халăх юррисене те шăрантарчĕç. «Илем» репертуарĕнче юрăсен шучĕ те çук. Вĕренме пуçлани те нумай. «Пирĕн те мĕншĕн кулянас?» ĕлĕкхи юрă та кĕçех сцена çинче янăрама пуçлĕ.
- Федор Гаврилов пухса хатĕрленĕ юрăсен пуххипе усă куратпăр ытларах. Унти сăмахсем чăн та чун-чĕрене пырса тивеççĕ. Анне такмакĕсем те асра. Авалхи юрă-кĕвĕре - чăн-чăн чăвашлăх тымарĕ, вĕсемсĕр епле-ха? - калаçăва хутшăнчĕ чылай çул район хаçатĕнче корреспондентра ĕçленĕ, халĕ фермерта тăрăшакан Вениамин Смелов купăсçă. Купăсçă çеç те мар вăл, репертуарти мĕнпур юрă-кĕвве илемлетекенĕ. Унсăрăн пĕр репетици те иртмест. «Кайри Шĕнерпуç» ял гимнне те вăлах çырнă. Тайăр Тимккин хурлăхлă та тарăн шухăшлă «Каçхи сасă» сăвви тăрăх та юрă хывма тытăннă.
Паян фольклор ушкăнне 16 çын çÿрет. Чи асли - Зоя Мартынова. Вăл 80 çулта. Ăна никам та 8 теçеткене çитнĕ тесе калаймĕ. Сцена çынна çамрăклатать тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Вăл юмахри сăнарсене, çутçанталăк илемне пир çине куçарма ăста. Унăн тĕрри-эрешне районти куравсене те илсе каяççĕ. Чăваш кĕписене те хăех çĕлет Соня аппа. Сăмах май, фольклор ушкăнне çÿрекенсенчен кашниех çĕлеме-тĕрлеме маçтăр. Хăйсен ăсталăхне çамрăксене те вĕрентсе хăварасшăн вĕсем. Чăваш йăли-йĕркине, аваллăха сума сунипе те çыхăннă çакă.
Спонсор пулăшăвĕ
Вырăнти «Промкомплект» пĕрлĕх те «Илем» ушкăна асăрханă, юрри-кĕввине ытарайманран пысăк пулăшу панă кăçал. Вăл уйăрнă укçа-тенкĕпе купăс, фотоаппарат, тăмра тата музыка ытти инструментне туяннă вĕсем. «Тĕлĕнмелле иртрĕ кăçалхи Çăварни. Капăр тумланса ял урамне тухрăмăр. Хамăр калама çук хĕпĕртенĕ. Кашнин аллинчех - музыка инструменчĕ. Ял халăхĕпе пĕрле хĕл сиввине пăхмасăрах кунĕпе юрларăмăр-ташларăмăр», - чунне уçать ялти культура çурчĕн пуçлăхĕ, «Илем» ушкăн ертÿçи Эльвира Анатольевна. Сăмах май, вăл кăçал республика «Муниципалитет учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ» конкурсĕнче çĕнтернĕ, 50 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.
Хăнасене тĕлĕнтернĕ
«Илем» 33 çул хушшинче кÿршĕ ялсемпе районсене кăна мар, Мускава, Тутар, Мари республикисене çитнĕ. Шупашкарсене те хăйĕн пултарулăхĕпе пĕрре кăна мар савăнтарнă. Республика кунĕнчи Акатуйра пĕлтĕр чаплă туй кĕрлеттернĕ. Тутарстанри Нурлатра Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен уявĕнче пулнине, унта хăйсене ăшшăн йышăннине хавхаланса каласа кăтартрĕç. Чĕнсен татах та каяс шухăшлă аякри тăвансем патне. Çĕрпÿ ярмăрккинче те вĕсене кашни çулах хапăл туса йышăнаççĕ-мĕн.
Икĕ-виçĕ çул каялла Шуршăлти культура çуртне килнĕ Атăл тăрăхĕнчи кĕпĕрнаттăрсем те вĕсен пултарулăхĕнчен тĕлĕннĕ.
- Пирĕнтен уйрăлаймаççĕ, сăн ÿкереççĕ, хушпу тенкисене тыта-тыта пăхаççĕ. «Халех республикăна кăлармалла, пурте пĕлччĕр çак ушкăн пирки, тĕлĕнмелле вăйлă, сассисем еплерех уçă...» - тенĕ хăнасем кайран, - пĕлтерет культура çурчĕн пуçлăхĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Э.Николаева.
Туслăх пĕрлештерет
Авалхи чăваш туйне те кăтартаççĕ «Илемсем». Ăна туллин, шăп ĕлĕкхилле сăнлама тăрăшаççĕ. Паллакансем ыйтнипе ушкăнпа хăйсен тăрăхĕнчи туйсене те пĕрре мар кайнă. Халăх лайăх йышăннине кура спектакльсенче те выляççĕ «Илемсем».
Мари Республикинчи Кокшамар ялĕнчен кубокпа таврăннă вĕсем. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, кайран çармăссем хăйсем те килсе курнă. Кайри Шĕнерпуçсен тараватлăхĕпе ăшă кăмăлĕ, уйрăмах туслăхĕ тĕлĕнтернĕ, тыткăнланă вĕсене.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа клуб умĕнче палăк уçнă кăçал. 90 киллĕ пысăках мар ялта çак пархатарлă ĕç валли 69 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Никам та айккинче тăрса юлман. Хăрушă вăрçă кашнин чÿречинченех пырса шакканă-çке. Ялта инкек, хуйхă-суйхă пулать-и - Кайри Шĕнерпуçсем пурте пĕрле кар тăраççĕ, йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшма васкаççĕ. Пĕр-пĕринпе туслă пулсан çеç çут тĕнче хитререх иккенне, пурнăç малалла кайнине ăнланаççĕ вĕсем.
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисемпе сывă таврăннисем валли палăк пулман пирĕн ялта. Хыпарсăр çухалнă атте халь мана çакăнта выртнăнах туйăнать, - паянхи кун та ашшĕ янă виç кĕтеслĕ çырусене упракан Соня аппа куççульленчĕ.
Ку ялтан 77-ĕн вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен 34-шĕ çеç сывă таврăнайнă. Çĕнтерÿ кунĕнче паттăр салтаксене халалласа клуб тавра 77 туя лартса хăварнă кăçал. Вĕсем пурте чĕрĕлнĕ.
Юрлама çеç мар...
Фольклор ушкăнне çÿрекенсем сцена çине Сĕнтĕр тăрăхĕнчи чăваш тумĕпе тухаççĕ. Çи-пуç енчен питĕ пуян вĕсем, хăйсен укçи-тенкипе çĕнĕрен çĕнĕ кĕпе çĕлеççĕ. «Пĕр тум йăлăхтарать», - теççĕ ушкăнрисем. Сцена çине тухма капăр тум çĕлекен ылтăн алăллă Наталья Андреева çĕвĕçĕ ĕçне çеç мар, тухья-хушпу ăсталама та маçтăр.
Кайри Шĕнерпуç артисчĕсем пĕр-пĕр уява хатĕрленнĕ май - кашни кунах, ытти чухне эрнере виçĕ-тăватă хут каçсерен репетицие пухăнаççĕ-мĕн.
- Тавах Эльвира Анатольевнăна. Вăл пире пĕр вырăнта ларма памасть. «Çук» тесе калама чĕлхе çаврăнмасть, юрамасть те. Сцена хавхалану кÿрет, килте кичемленсе лармастпăр, ал-ура, сыпăсем ыратни çинчен те манса каятпăр, - çирĕплетеççĕ капăр тумлă инке-аппасем.
- Мăшăра та пĕрле илсе çÿреме тытăнтăм. Халь репетицие манран малтан тухса вĕçтерет, - каласа кăтартать Сĕнтĕр ене Вăрнар тăрăхĕнчен качча килнĕ Вера Думилина.
Халĕ «Илемсем» Ваттисен кунне хатĕрленеççĕ. «Чăваш хĕрарăмĕнчен» килнине пĕлсе ахаль çеç пуçтарăнмарĕç ялти культура çуртне, чăн-чăн концерт йĕркелерĕç. Юхрĕ те юхрĕ юрă.
«Ÿкнĕ сарă çулçă урăх ешермест,
Иртнĕ çамрăк ĕмĕр каялла килмест...» - «Илемрен» уйрăлсан та илемлĕ кĕвĕ çул тăршшĕпех асран тухмасăр пычĕ. Сĕнтĕр тăрăхĕнче чăвашлăх, атте-анне чĕлхи кĕрлесе, янраса тăни чуна хăпартлантарчĕ.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.