Чунĕ кайăк пек вĕçет
Зоя Сывлăмпи /Алексеева/ малтанхи сăввисене шăпах «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра пичетлерĕ. Кайран калавсем çырма пуçларĕ, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларчĕ. Чун ыйтнипе çыраканăн кашни йĕркинче - кулленхи пурнăçĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, пăшăрханăвĕпе савăнăçĕ.
Акă унăн черетлĕ саккăрмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. «Юрату ахрăмĕнче», тĕслĕхрен, «Ман чунăм кайăк пек вĕçет!», «Тĕрлет ирхи шуçăм асам тĕррине...», «Сывлать халь çăмăллăн сенкер тÿпе!» сыпăксем пур. Мĕнле ытарлă каланă!
Çак эрнере Зоя Леонидовна юлташĕсене хăйĕн пултарулăх каçне пуçтарчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь ял тăрăхĕн гимнĕпе пуçланчĕ уяв. Унăн сăмахĕсене шăпах кĕреке хуçи хайланă. Хĕрлĕ Чутай район ентешлĕх ертÿçи Александр Самылкин ял-йыш ячĕпе Зоя Сывлăмпие асăнмалăх сехет парнелерĕ. Ăна сăвăçăн сăнĕпе илемлетнĕ. «Сехечĕ питĕ кирлĕ, эх, вăхăт парнелекен çук», - шÿтлесе те илчĕ хĕрарăм. «Çăлкуç» хыççăн «Урпаш» фольклор ушкăнĕ тухрĕ сцена çине. Вĕсем те хăйсен ентешне хавхалантарма килсе çитнĕ. «Унăн сăввисем пирĕн майлă, Хĕрлĕ Чутайла...» - мухтанса та илчĕç хăнасем.
Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марина Карягина поэзи нумай фестивалĕнче пулнă. Çакă, паллах, ытти тăрăхри сăвăçсемпе çыхăну йĕркелеме май парать. Хăшне-пĕрне патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшни ыттисемшĕн курăмлă. Пирĕн патри сăвăçсен тÿлевсĕр ĕçлеме тивет. Çапах кĕнеке кăлармашкăн май тупаççĕ калем ăстисем.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи Зоя Сывлăмпие халалласа темиçе сăвă шăрçаланă. Чăн юлташ кăна çапла хавхалантарма пултарать.
Муркаш районĕнчи «Юнкă» пултарулăх ушкăнĕ те хăйĕн репертуарне Зоя Сывлăмпи сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсене кĕртнĕ. Чăвашлисене вырăсла та куçарнă.
Çеçпĕл Мишши музейĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Сас» пултарулăх ушкăнне те куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Çак йышра та пирĕн юлташсемех: Антонина Андреева, Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан...
Елена Османова шăрантаракан «Анне ăшши» юрă та халăхра сарăлчĕ. Унăн авторĕ Зоя Сывлăмпи хăй те тусĕпе пĕрле кăмăлтанах юрларĕ.
Людмила Бахмисова сăвăç юратăва сăнлакан йĕркесем тыткăнланине пытармарĕ. Пĕтĕм чун-чĕрепе саваканăн ăшĕнче çавраçил хуçаланать пуль çав...
Эпир те Зоя Леонидовнăпа пĕрле савăнатпăр. Саламлатпăр ăна! Ан иксĕлтĕрччĕ унăн пултарулăхĕ!
Марина РОМАНСКАЯ.
Комментари хушас