Ĕçĕн пархатарĕ пысăк
Хальхи экономикăна аталантарас, обществăра ĕçе тата ĕç çыннине хисеплессине çирĕплетес, конкурентлă ырă условисем йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. ЧР Министрсен Кабинетне рабочи профессийĕсен хисепне çĕклес, çамрăксене экономикăн чăн секторĕн отраслĕсене тата социаллă сферăна явăçтарас, предпринимательлĕхе аталантарас, ĕçре çĕнĕлĕхсене тата пултарулăха çул парас, ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕллевлĕ мероприятисен планне хатĕрлеме тата çирĕплетме хушрĕ вăл. Çав вăхăтрах Михаил Васильевич вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, организацисене пĕрлехи ĕçе хастар хутшăнма сĕнчĕ.
Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Хушăвне паллă çынсем мĕнле хаклаççĕ-ха?
Николай ГЛУХОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Çак Хушăва эпĕ питĕ лайăх тесе хаклатăп. Вăл ĕçлекен çынна ырă енчен кăтартма май парать, хавхалантарать. Çитес çулталăк республикăна хальхи экономика лару-тăрăвĕнче аталанма пулăшĕ, ĕçе тата ĕç çыннине ытларах хисеплеме вĕрентĕ, ĕçлемешкĕн лайăх условисем туса парĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн мĕнпур вăхăт ĕçре иртет, киле çывăрма çеç таврăнатпăр. Пурнăçра ахаль, нимĕн тумасăр ларакан çеç йăнăшмасть пуль, ĕçре лайăххи те пулать, çав вăхăтрах йывăрлăхĕ те сиксе тухать, çапах та, кирек мĕнле пулсан та, çын ĕçпе илемлĕ.
Алина ИВАНОВА, Европа тата тĕнче чемпионки:
- Çитес çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнине тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Эпир, ял ачисем, мĕн утма пуçласанах ĕçлеме тытăннă пуль. Паллах, хальхи çамрăксем пăртак урăхларах, ашшĕ-амăшĕнчен хатĕррине кĕтеççĕ. Эпир ÿснĕ чухне вăхăчĕ урăхларах пулнă. Тĕрĕссипе, ĕçсĕр мĕнле пурăнмаллине пĕлместпĕр те. Кану кунĕсенче те ахаль лармасть пирĕн халăх, пахчара вăй хурать, дачăна çитсе килет тата ытти те. Чăваш хĕрарăмĕ пирки каламастăп та, вăл авалтан иртен пуçласа каçчен тар тăкма хăнăхнă, арçынпа пĕр тан ĕçленĕ. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ тесе каланипе килĕшес те килмест тепĕр чухне. Ялтисем те, хуларисем те пĕрешкел. Республикăра ĕçчен çын нумаййи, чăваш халăхĕ ÿркенменни савăнтарать. Ĕçлемесен нимĕнле ăнăçу та пулмасть, çавăнпа нихăçан та пĕр вырăнта ларма юрамасть. «Ахаль лариччен кĕрĕк арки те пулин йăвала», - тенĕ ваттисем.
Никифор НАУМОВ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Çак Хушăва алă пусни ырă кăмăл кăна çуратать. Çут тĕнчере ĕç - чи пысăк хуçа. Ачана ĕçе вĕрентсе çитĕнтерсен пурнăç малалла каять. Çакă патшалăхшăн та, халăхшăн та çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ĕç майне пĕлекенсем кĕпер те хываççĕ, çурт та хăпартаççĕ, пахча та лартаççĕ. Вăлах халăха туслаштарать.
«Микихвер, юратнă хĕрÿ ĕçлеме пĕлтĕр, вара пурнăçу ăнса пырĕ», - авланиччен ăса вĕрентнĕччĕ анне. Турă мана шăпах çавăн пеккипе паллаштарчĕ. Хăш чухне арăм манран ытларах ĕçленĕшĕн аванмарланатăп та. Çав вăхăтрах вăл мана нихăçан та сивĕ сăмах каласа курман.
Андрей КУЗНЕЦОВ, Сĕнтĕрвăрри ентешлĕх ертÿçи:
- Çак шухăша, паллах, ырламалла. Ĕç çыннин çулталăкĕнче лайăххине анчах кĕтĕпĕр. Ял халăхĕ валли ĕç вырăнĕсем кирлĕ. Вăй питтисем пысăк укçа шыраса таçта аякка ан çÿреччĕр. Ачи-пăчипе, мăшăрĕпе юнашар пурăнччăр вĕсем. Тата çемьене тăрантармашкăн тивĕçлĕ шалу тÿлемелле. Укçа-тенкĕ ыйтăвне тÿрех татса пама йывăр - çакна кашниех ăнланать. Çавăнпах ял тăрăхĕнче пурăнакансене грант укçипе пулăшсан тем пекехчĕ. Чунран тăрăшакансене хавхалантарни те витĕмлĕ.