Archive - Юпа 2015 - Хыпар

юпа 16th

16 Юпа, 2015

«Пĕр черкке эрех ярса пар çеç - сана бюрора сÿтсе яватпăр»

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, парти обкомĕн йĕркелÿ-парти ĕçĕн пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă Анатолий Дмитриевич БОРЦОВА республикăра лайăх пĕлеççĕ. Иртнĕ çулла 85 çул тултарчĕ. Унăн ĕçри опычĕ килес ăрусемшĕн те усăллă.

16 Юпа, 2015

Пултарулăхне халăх хаклать

Йывăç лартсан, çурт хăпартсан, ывăл ÿстерсен этем пурнăçри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă теме пулать теççĕ халăхра. Çакăнпа çеç çын хăйне телейлĕ тесе шутлĕ-ши? Хырăма тăрантас тесе ĕçлени те, хăв çавăрнă йăвара çемье йĕркелесе ача-пăча ÿстерни те пурнăç ыйтнă май йĕркеленсе пыраççĕ.

16 Юпа, 2015

Пурнăç Шурă тата Хура. Çĕмĕрле

Виçĕмкун, Пукрав кунĕнче, Çĕмĕрле мана хĕвеллĕ, хитре çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Манăн Шупашкартан 110 çухрăмра вырнаçнă çак хулана килен хăна куçне мĕн лайăххи тата мĕн начарри курăннине сăнламалла. Ара, пурнăç шурăпа хураран тăрать-çке. Илемли, пахи, чапли ыттисене те хавхалану кÿрет, тĕслĕх илме хистет, хури вара... Ăна вара май пур таран пĕтерме, сахаллатма тăрăшмалла. Хулана кĕрсенех: «Салам Шумерля Çемерлĕ», - тесе çырни куç тĕлне пулчĕ. Ку - вандалсен ĕçĕ. Чăвашла тĕрĕс çырма пĕлмеççĕ пулсан та - кукăртса хунă, ав. Щербаков урамĕпе иртсе хуланалла кĕретĕп.

16 Юпа, 2015

Тара параççĕ. Уссине курăпăр-ши?

Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн республикăн Чĕрчун тĕнчин обCекчĕсемпе вĕсем пурăнакан вырăнсене хÿтĕлекен, тĕрĕслекен, чĕрĕлĕхпе усă курас ĕçе йĕркелекен патшалăх службине пĕтереççĕ. Унăн умĕнчи тĕллевсене ÿлĕм пурнăçлама ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине шанаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ унăн çĕнĕ штатне, çав шутра чĕрчунсене хÿтĕлекен пайне çывăх вăхăтра çирĕплетет. Служба хăйĕн тивĕçне унччен пурнăçлать. Владимир КУЗЮКОВ ертÿçĕ «Хыпар» журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравларĕ.

16 Юпа, 2015

Чăн сăмахшăн асап е хĕсĕрлесси çитсессĕн…

Кулăш ăстин пурнăçĕ пĕртте кулăшла пулман

Ну, юлташсем, сире эп пĕр истори каласа парам. Эпĕ ăна хамăн кукша пуçран шухăшласа кăларман. Манăн ватăлнă пуç мими ăна шухăшласа кăларма пултарас çук.

Иван МУЧИ, «Мĕскĕн Упанкка» кулăшла калав пуçламăшĕ.

16 Юпа, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 16-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине С. Мусаевăн «Эпир вулама пĕлместпĕр-ха!...» карикатурипе илемлетнĕ. "Саккуна пăхăнмасан" рубрика йăлана кĕнĕ йĕркепе вулакана саккунпа туслă пурăнма чĕнет. Асăннă темăпа çырнă корреспонденцисем 2-мĕшпе 3-мĕш страницăсенче вырăн тупнă.

юпа 15th

15 Юпа, 2015

Хастар кадетсен çитĕнĕвĕ

Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан çар çыннисем, Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕсем хăйсем çуралса ÿснĕ, мăшăр çунат парнеленĕ тăрăха час-часах килеççĕ. Çамрăксемпе паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ.

15 Юпа, 2015

Вĕсем - «Тантăш» тусĕсем!

Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш шкулĕнче вĕренекен йĕкĕреш Катьăпа Ксюша Кирилловăсем тата Саша Павлова - уйрăлми туссем. Хĕрачасем пурте тăваттăмĕшĕнче ăс пухаççĕ, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Уроксем хыççăн виççĕшĕ те пĕрле килелле тухса утаççĕ. Паян та Йăлмаччана утăмларĕç юлташсем.

15 Юпа, 2015

Дипломсемпе, тулли кăмăлпа!

Беларусь Республикинчи «Зубренок» сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕнче XVIII çамрăк çăлавçăсемпе пожарнăйсен слетне Шупашкарти 37-мĕш шкулта улттăмĕш класра вĕренекен Яна Чернова, 2-мĕш гимназире çиччĕмĕш класра ăс пухакан Илья Бариновпа Катя Потапова та кайма тивĕçрĕç.

Pages