Чĕрем вут пек çунать, куçăм хĕрелсе шывланать

15 Юпа, 2015

Ывăлĕшĕн паракан пособи укçине паян та куççуль витĕр илчĕ Нина Георгиевна Сергеева. Пÿрте кĕрсен те алли çаплипех чĕтрерĕ, куçĕ хуралса килнĕрен вăйĕ пĕтнине туйрĕ, кресло çине ларчĕ. Нухрата сĕтел çине хучĕ... Хаш та хаш сывларĕ вăл ассăн, пĕрре укçи çине, тепре ывăлĕн сăнÿкерчĕкĕ еннелле хурлăхлăн тинкерчĕ.

­ -

Эх, ывăлăм, Саша... Капла сана укçапа ылмаштарнă пекех пулса тухрĕ-çке... Тĕрĕссипе, пире çак нухрат ним тума та кирлĕ марччĕ, ним тума та... Пире эсĕ хаклăрахчĕ, эсĕ çеç... Анчах телейĕмĕр-сем пулаймарĕç çав пирĕн. Салтака пыл çулĕпе кайса çу сукмакĕпе таврăнма пил патăмăр та, анчах эпир шухăшланă пек пулса тухаймарĕ... Чечня вăрçинче пуç хунăран киле цинк тупăкпа таврăнтăн... Ашшĕ-амăшĕнчен кунтан хăрушши мĕн пултăр ĕнтĕ, ача-а-а-ам? Сана аса илсен... куç куççульпе тулать. Хам ĕмĕт-шухăшра тем чухлĕ чĕнсен те, мĕн чухлĕ кĕтсен те, ĕмĕрне те, нихăçан та киле таврăнаймăн. Хаваслă сассупа чуна килентерес чухне халĕ чĕрене шăплăх типĕтет, - тесе Нина Георгиевна каллех иртнĕ вăхăта куçĕ умне кăларчĕ.

Ашшĕ те: ывăлĕ те – Саша

Алла диплом илсен Нина Георгиевна Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел шкулне ĕçлеме килнĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми вăй хунă. Çак ялтах Турă çырнине, колхозра тăрăшакан ĕçчен те пултаруллă Александр Кронидович Сергеевпа тĕл пулнă, çемье çавăрнă. Шартлама сивĕре, 1981 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче, телейлĕ çемьере ывăл çуралнă. Ача валли ят шырасси йывăрлăх пулман вĕсемшĕн.

- Пĕлтĕр иккĕмĕш сыпăкри юратнă пиччем, Саша, ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ. Апла ăна асра тытса унăн ятне хурас, çитменнине авă мăшăрăм та Саша ятлă,- тенĕ Нина Георгиевна.

...Улттăри Саша, вăл кунхине юлташĕсемпе савăнса выляканскер, кăнтăрлахи апата васкаса çитнĕ. Амăшĕ янтăланă апата хыпаланса çинĕ те, каллех урама хăпăл-хапăл тухса чупнă.

Тавралăх каç енне сулăннă, кĕçех уйран тусан вĕçтерсе кĕтÿ те яла таврăннă. Сергеевсен ывăлĕ çеç киле килмен. Сехĕр-леннĕ Нина Георгиевнăпа Александр Кронидович ăна шыраса ăçта кăна çитмен-ши? Садсемпе çырма-çатрана, улăх-çарана, пĕве хĕррисене, кÿршĕсем патне çитсе килнĕ, усси пулман... «Ах, темле инкек çеç сиксе ан тухтăрччĕ», - тенĕ ниçта кайса кĕрейми хуйхăрса. Ял çыннисенчен пĕри Сергеевсем мĕн шыранине пĕлсен:

- Паçăр чугун çул еннелле икĕ шĕвĕркке утнине курнăччĕ. Çавсем пулмарĕç-ши? Пĕлместĕп ĕнтĕ, палламастăп та, - тенĕ вăл.

Ачишĕн кулянса çĕрĕпе куç хупман Сергеевсем. Тепĕр кунхине вара хăйсен ял çынни икĕ ача çавăтса урама кĕнине асăрханă та чĕрисем пĕçерсе кайнă. «Ну, пĕçерккĕ паратăп пĕрре, каламасăр таçта ашкăнса çÿренĕшĕн», - шухăшланă Нина Георгиевна Сашăна тарăхса. Шăп çав вăхăтра асламăшĕ, Гера Сергеевна Ельмакова, пĕремĕк-печени илсе хыпаланса чупса тухнă.

- И-и-и, юратнă мăнукăм, хырăму та выçрĕ пуль çĕркаçа... Мĕн тери пăшăрхантăмăр саншăн... Юрĕ, иртнине манар, чи савăнмалли - чĕрĕ-сывă таврăнтăн. Атя, çи-ха, çи пылаккисене, - тесе Сашăна пуçĕнчен шăлнă.

Хунямăшĕн сăмахĕсене илтсен Нина Георгиевнăн тарăхăвĕ самантрах сирĕлнĕ. «Чăн та, мĕншĕн ятламалла-ха манăн ăна? Турра шĕкĕр, сывă çитрĕ киле. Енчен те таврăнман пулсан? Çук, кун пирки шухăшлас та килмест», - тенĕ пăшăлтатса.

Тĕрĕссипе вара акă мĕн пулса иртнĕ. Кÿршĕ ачи пуйăспа килекен хăйĕн аппăшне кĕтме каясси пирки хыпарланă, Сашăна та йыхравланă. Утнă икĕ тус чарăнăва, анчах темле сăлтава пула аппăшĕ хуларан килеймен. Шăпăрлансем нумай шухăшласа тăман, пуйăса ларса Шупашкара вĕçтернĕ. Çитнĕ те хула урамĕпе тĕлли-паллисĕр утнă. Кĕçех троллейбуса ларнă. Нихăш чарăнăвĕнче тухма пĕлейменскерсем çĕрле вунпĕр сехетченех ярăннă. Троллейбус çÿреме пăрахсан темиçе хутлă çурта кĕрсе пĕр алăкран шакканă. Кинеми алăка уçнă, ачасене курсан пĕр тĕлĕнсе, пĕр хăраса кайнă.

- Эккей, çак вăхăтра кам хăваласа кăларса янă сире? - тенĕ хайхисене шăтарасла пăхса.

- Эпир аташса кайнă-ха, хырăм та выçă, - пулнă хурав.

Ырă кăмăллă кинеми вĕсене çĕр каçма кĕртнĕ, çăвăнтарнă, апатлантарнă та таса вырăн çине вырттарнă. Кунĕпех «çулçÿревре» пулнă арçын ачасем самантрах тарăн ыйха путнă. Тепĕр кунхине кĕтмен «хăнасене» кинеми вокзала çавăтса утнă. Шăп унта вĕсем патне пĕр арçын пырса тăнă.

- Чимĕр-ха, пирĕн ял ачисене ăçта илсе каятăн? Шупашкара тата епле лекнĕ вĕсем? - сасартăках кăсăкланнă хайхис-кер.

Хĕрарăм мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă... Кайран вăл арçынпа ачасене ырă çул сунса, алă сулсах ăсатнă...

Анне: мана ударниксен йышне кĕртсем...

Саша ĕçчен çитĕннĕ. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшне кил-тĕрĕшре пулăшнă. Шкула та ир кайнă, çиччĕ те тултарайманскер пĕлÿ çурчĕн сукмакне такăрлатма тытăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш классенче вĕсене амăшĕ вĕрентме тытăннă. Темпе те кăсăк-ланакан арçын ача нумай вуланă. Çавна пулах куçĕ те кăшт вăйсăрланнă. Пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пынă, анчах математикăпа йăлтах пулса пĕтмен унăн. Çавăншăнах чĕрĕкшĕн «3» паллă тухнă. Пĕр кунхине Саша амăшĕ патне пынă та куçран пăхса:

- Анне, тархасшăн, пĕррехинче ударниксен йышне кĕрт-ха мана. Çав «3» палла ан ларт ĕнтĕ, - йăлăннă пĕчĕкскер юратнă çынни умĕнче.

Нина Георгиевнăна ку сăмахсем килĕш-мен.

- Ачам, эпĕ килте саншăн чăнах та анне, шкулта вара - педагог. Ан ман, вĕренекенĕн вĕрентекенпе йăпăлтатма юрамасть. Лайăх паллă илес тесен урокра учителĕн кашни сăмахне ăша хывмалла, тăрăшмалла, - ăс панă амăшĕ ывăлне.

Пуçне чиксе айккинелле пăрăннă Саша, урăх ку калаçăва нихăçан та тапратман вăл...

Ĕç укçине вăхăтра паманран Сергеевсем те хĕсĕк пурнăçпа пурăннă. Ĕнтĕ çемьене тепĕр икĕ пепке Таньăпа Анюта та килнĕ. Йывăрлăха вĕсен ывăлĕ чунтан ăнланнă, çавăнпа нихăçан та ăна-кăна илсе пама анратман. Шахмат вăййине мĕн тери юратнă Саша! Пĕр ăмăртура вара çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, çакăншăн ăна тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе хавхалантарнă. Килне те хăпартланса пырса кĕнĕ арçын ача.

- Анне, анне! Мĕн тери чаплă япалапа чысларĕç мана! Ĕнтĕ шурă хут çине тем те ÿкерĕп: кăвак пĕлĕте те, симĕс йывăçсене те, сарă хĕвеле те. Анне, манăн тахçанах ÿкерес килетчĕ, анчах килте укçа çуккине пĕлсе тăратăп та... кăранташсем пирки сăмах та тапратмарăм, - тесе тути йăл кулнă ачан.

Амăшĕн куçĕ куççульпе тулнă. Ассăн сывланă та:

- Ах, хăçан укçа-тенкĕллĕ пулăпăр-ши? - тенĕ пăшăрханса.

...Вăхăчĕ пĕчĕккĕн шунă. Анчах Сергеевсем çаплипех çителĕклĕ пулайман. Саша вара тăххăрмĕш класра совхозра ĕçлесе тонна çурă тырă ĕçлесе илнĕ. Çакăншăн мĕн тери савăннă вăл!

- Анне, анне, ытлашши ан кулян-ха, пурăнкалăпăр пĕчĕккĕн. Кур-ха, эпĕ кăçал аттерен те нумайрах тупăш туса илтĕм вĕт. Чим, пĕррехинче тăраниччен пылакки те çисе курăпăр-ха, - чунтан хăпартланнă çамрăк.

Какай, кукăль, пÿремеч таврашне мар, печение, канфета, торта, пĕремĕке мĕн тери юратнă Саша! Çĕнĕ çулта панă кучченеçе самантрах çисе янă вăл. Унтан йăмăкĕсене тилмĕрнĕ.

- Виçĕ печени те пулин парсамăр, тархасшăн, - йăлăннă хĕрачасем хăйсен пайне çиме тытăнсан.

Пиччĕшне чунтан юратакан йăмăкĕсем, паллах, вăл мĕн ыйтнипе тивĕçтернĕ.

- Хамăрăн та сахал-ха, юрĕ, пире анне яланах пуррине çурмалла пайлама вĕрентнĕ, - тенĕ хĕр пĕрчисем хутаçĕсене ун умне лартнă май.

Аслă классенче вĕреннĕ чухне каччă дзюдо секцине çÿреме тытăннă. Районта кăна мар, республика ăмăртăвĕсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Ара, 1 метр та 92 сантиметр çÿллĕш каччă спортсăр пурăнайман çав. Пÿрт алăкĕнчен те пĕшкĕнсе кĕрсе çÿренĕ вăл. Çывăрнă чухне урисем краватьрен тухса кайнă, утиялĕ те уншăн кĕске пулнă.

Пĕр кунхине çывăракан ывăлĕ патне пырса тăнă амăшĕ. Кăшт çеç сисĕнмелле чĕтренкелесе илекен куç харшисем çине юратса пăхнă.

- Тин кăна пĕчĕкчĕ эсĕ, ывăлăм... Кур-ха, мĕн тăршшĕ ÿссе кайрăн, вырăну çине те вырнаçайми пултăн, - тесе шăппăн пăшăлтатнă.

Е тата киле кам та пулин шăнкăравласа:

- Саша кирлĕччĕ те, - тесе ыйтсан Нина Георгиевна вăхăтлăха шăпланнă.

- Пирĕн килте икĕ Саша, пĕри - пĕчĕкки, тепри - пысăкки. Хăшĕн патнеччĕ-ши эсир? - кăсăкланнă яланах.

«Пĕчĕкки» вара вăл - ашшĕрен те çÿллĕ, тĕреклĕ ывăлĕ пулнă...

Эпĕ кайăп салтака

Саша алла аттестат илсен Шупашкара çул тытас ĕмĕтлине палăртнă.

- Хулара вĕренес килет, çитменнине юлташăмсем те унтах пĕлÿ илеççĕ, - тенĕ.

- Ытлашши инçе каяссишĕн мĕншĕн ăшталанмалла? Ара, укçа-тенкĕ çукки ура хурать вĕт-ха, ывăлăм. Акă, Çĕрпÿ те хулах вĕт. Унтан ытла тата мĕн кирлĕ? - ассăн сывланă амăшĕ.

- Анне, эс Çĕрпĕве хула тетĕн-и? Ан тĕлĕнтер-ха, унта час-час урам тăрăх чăх-чĕп, ĕнесем те çÿренине курма пулать-çке. Шурă Шупашкар вара... ĕмĕтри хула. Йăлтах илемлĕ те капăр. Çывăхрах - Атăл шывĕ хумханать. Çулласерен унта киленме пулать, - хăй шухăшне самантрах палăртнă Саша.

Яш, паллах, амăшĕнчен иртеймен, Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумне çул тытнă. Уйрăмах çул укçине юратнă асламăшĕ парса тăнă ăна.

- Лайăх вĕрен, ачам, çĕршыва юрăхлă çын пул. Пирĕн йăх ятне ан яр. Яланхиллех вĕрентекенсен сăмахĕсене ăша хывса пурăн. Эпир вара сана кашни канмалли кун чăтăмсăррăн кĕтĕпĕр, - тенĕ асламăшĕ мăнукне укçа тыттарнă май.

Пĕрремĕш курс хыççăн Саша амăшне хăй ирĕкĕпе салтака каяс шухăшлине пĕлтернĕ.

- Пĕр класрисем çар ретне тăчĕç ĕнтĕ, эпĕ вĕсенчен мĕнрен кая? - тенĕ çирĕппĕн.

- Салтака ан кай тесе каламастăп-ха эпĕ, анчах санăн вăхăт çитмен-çке. Эсĕ юлташусенчен кĕçĕн вĕт, хăв улттăра шкула кайнине мантăн-им халĕ тата? Ара, техникумĕнчен вĕренсе тухса алла диплом ил-ха малтан, - ÿкĕте кĕртесшĕн пулнă Нина Георгиевна тĕпренчĕкне.

- Анне, ан тархасла, хам шухăшран пăрăнмастăпах...

1999 çулхи декабрь уйăхĕ. Ыран ăсату каçĕ тенĕ кун амăшĕ ывăлне сакайĕнчен тăварланă хăяр, помидор илме антарса янă. Кĕленчесене йăтса тухсан Саша сасартăках:

- Анне, пĕлетĕн-и, манăн салтака каяс килмест. Темшĕн чун туртмасть пек, мĕншĕн çапла - хам та калама пултараймастăп, - тенĕ сÿрĕккĕн.

- Ах, ывăлăм, унччен итлемерĕн мана... Ĕнтĕ повестка та килнĕ, кая юлтăн, - тенĕ амăшĕ ассăн сывласа.

...Сергеевсем ывăлĕ патне Тольяттие кайса килес ĕмĕтпе пурăннă.

- Эх, укçа çукки мĕн тери ура хурать. Çитĕттĕмĕр те çав ывăлăмăр патне, анчах... - куляннă мăшăр чĕререн.

Çапах çине тăнă вĕсем, машина та тупнă. Кивçен укçа Аля кумăшĕнчен илнĕ. Нина Георгиевна тĕпренчĕкĕ, пылак çеç çиме юратнине шута илсе, çĕрĕпе торт, печени, пĕремĕк пĕçернĕ.

Çар чаçне çитсен ывăлне чĕнсе кăларнă. Саша вĕсене курсан мĕн тери савăннă! Сергеевсем ывăлĕпе пĕр кун ирттернĕ. Тепĕр кунне пусăрăнчăк кăмăлпа тĕпренчĕкĕнчен уйрăлнă.

2000 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕ. Сергеевсен килĕнче телефон шăнкăртатнă. Нина Георгиевнăн йăмăкĕ-мĕн.

- Эсир паян хăна кĕтместĕр-и? - кăсăк-ланнă хайхискер.

- Çу-у-ук. Мĕншĕн апла ыйтатăн? - тĕлĕннĕ вăл.

- Кĕçех сирĕн пата ывăлăр Саша çитет, кĕтсе илме хатĕрленĕр, - тенĕ.

Курма килнĕ Сашăна хисеплесе така пуснă, шÿрпе пĕçернĕ, тутлă мунча хутнă. Тăванĕсем те хапăлласах пуçтарăннă. Август пуçламăшĕнче каллех курма килнĕ салтак тăван тăрăха.

- Чечняна тухса кайиччен килсе курас терĕм, - тенĕ вăл кашнине ăшшăн ыталанă май.

- Ах... - теме çеç пултарнă амăшĕ.

Тăван тăрăхра пурăннă хыççăн каялла кайма пуçтарăннă Саша. Ăна ăсатма пурте чарăнăва тухнă. Автобусĕ палăртнă вăхăта çитейменрен Сергеевсем пăшăрханма тытăннă:

- Капла чаçе ĕлкĕрейместĕн вĕт-ха эсĕ? Мĕн пулнă-ши транспорчĕпе тата?

- Автобусĕ ан васкатăр çав... Манăн пĕрре те каяс килмест тăван ялтан, - тенĕ каччă шухăша путса.

Чечняран пĕрремĕш çыру илсен амăшĕ конверта хыпаланса уçнă та васкаса унти йĕркесене вулама тытăннă. «...Пире вакунсене лартрĕç те, алăкĕсене хупрĕç. «Любэ» ушкăн юррисене ярса пачĕç, çул тăршшĕпе итлесе пытăмăр. Чиперех çитрĕмĕр. Кунта кăнтăрла туслă халăх пек курăнать. Каç пулсан - хăрушă. «Ырă» кăмăллисемех усала çаврăнаççĕ. Маншăн кулянма кирлĕ мар, эпĕ чиперех...»

Хăрушă хыпар

Чечняри хăрушă лару-тăрăва пĕлсе тăракан салтак амăшĕ кашни кун Турăран пил ыйтнă. «Пирĕн ывăл чул çине ÿксен, мамăк çине ÿкнĕн пултăр. Эй, Турăçăм, тарăн Атăл уншăн чĕркуççи таран çеç пултăрччĕ. Ярсам ăна сывлăх, чăтăмлăх. Усал-тĕселтен, чир-чĕртен, ирсĕр çынсенчен сыхласам. Илтсем ман кĕллĕме, Турăçăм, çăмăллатсам унăн пурнăçне».

2001 çулхи февраль уйăхĕ. Пĕр хушă чирленĕ хыççăн каллех шкула ĕçлеме тухнă Нина Георгиевна. Ачасене урок ăнлантарнă вăхăтра пÿлĕме директор кĕрсе тăнă:

- Нина Георгиевна, вăхăтлăха ман пата пырăр-ха, - тенĕ те çавăн пекех хыпаланса тухса кайнă.

«Укçа параççĕ пулĕ-ха, тем пекехчĕ. Чирлесе эмелне те чылай илмелле пулчĕ. Капла нухрачĕ паян шăп та вырăнлă», - тесе директор пÿлĕмне кĕрсе тăнă. Анчах унта мăшăрне, йăмăкне, тăванĕсене, военкома курсан шалтах тĕлĕннĕ. Пурин çине те шăтарасла пăхнă.

- Нина Георгиевна, усал хыпара илт-меллех пулать сирĕн... Хăвăра алăра тытăр, тархасшăн... Ывăлăр, Саша, хĕрÿ çапăçура ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă... - текен сăмахсем вĕрентекене анратсах янă...

Çав вăхăтрах çиччĕмĕш класра вĕренекен Сашăн йăмăкне чĕнсе килнĕ, хăрушă сăмахсене илтсен хĕрачан сăмсинчен юн юхса аннă...

Мартăн 2-мĕшĕнче Сашăна тăван тăрăха илсе килнĕ. Цинк тупăка касса уçнă. Яланах 46-мĕш размерлă атă-пушмак тăхăннă каччă çумне пĕчĕк çеç тапочки хунине курсан, амăшĕ пушшех хурланнă. Салтака кайиччен тăхăннă кроссовкине хунă... Кашнин пичĕ тăрăх куççуль юхнă, анчах тăварлăскерне никам та сăмса тутрипе шăлман... Çук, ку хавшак чĕре куççулĕ мар, ырату куççулĕ пулнă...

Ывăлне пытарнă хыççăн Нина Георгиевнăпа Александр Кронидовичăн чунĕсем пушанса юлнă... Пĕр кунхине педагог хăй ывăлне тĕлĕкре курнă. Масарта тĕпренчĕк-не шыраса: «Саша!» - тесе хыттăн кăшкăрнă. Тухнă салтак. «Анне, кунта пире питĕ нумай çывăрттараççĕ çав. Нумаййăн эпир кунта. Хамăр ялсем кăна мар, кÿршĕ тăрăхран та пур», - тенĕ.

Сашăсăр Сергеевсем вунă çул ытла пурăнаççĕ. Çук, суран ниепле те ÿт илеймест.

- Пырта - типĕ «çăмах». Çăтса антарасчĕ ăна, канлĕн çеç сывласа ярасчĕ - сурчăк çук. Иртнĕ вăхăтри асаилÿсемпе асапланас мар тесе куçа хупатăп, пысăк хуйха манма, унран хăпма тăрăшатăп - усăсăр... Ывăлăма пытарнă чухне видео ÿкернĕ. Ăна пĕрре мар пăхма тытăннăччĕ, анчах... çук, май килмест. Кассетине алла тытсанах чĕтрене еретĕп. Шăла çыртса айккине кайса ларатăп. Чĕрем вут пек çунать. Куçăм шывланать... Шăпам çапла пулчĕ тесе хама лăплантаратăп та-ха, анчах хамăрта айăпĕ тем чухлех. Ывăлăма пурăннă чухне хытă тытрăм çав. Кăшт çемçерех пулмаллаччĕ унпа. Паянхи кун асра, ман умра кĕçĕн класра вĕренекен пĕчĕк ывăлăм, куçран тинкерсе: «Анне, мана ударник ту-ха пĕррехинче, математикăпа «3» паллă ан ларт», - йăлăнса ыйтрĕ вăл çавăн чухне манран. Унăн сăмахне хăлхана та чикмерĕм вĕт-ха... Шелччĕ-им-ха мана «4» тата «5» паллă лартма журнала? Е тата 7-8-мĕш классенче пĕрре математикăпа килти ĕç тума пулăшу ыйтрĕ. «Урокра мĕншĕн итлесе лармастăн?» - тесе унăн ыйтăвне пурнăçламарăм. Ах, йывăрччĕ-ши мана ывăлăмпа ларма? Ручка тытнă пулсан алă татăлса ÿкетчĕ-ши? Таçта çав вăхăталлах, ывăлăм пĕр класра вĕренекенсемпе ашкăнса пирус туртнине илтрĕм. Илтрĕм те... пĕтĕм ача умĕнче намăслантартăм. Тĕрĕссипе, килте çеç ятламаллаччĕ ăна... Вĕренме те вăйпах Çĕрпÿ хулине ятăм. Ывăлăма ăнланмасăр мĕн чухлĕ йăнăш тунă иккен эпĕ пурнăçра. Иртнĕ вăхăта каялла тавăрма май пулсан-и? Ывăлăмшăн йăлтах тăрăшăттăм... Ывăл ача - ăру-несĕлĕн юпи теççĕ те, анчах вăл «юпа» хăрчĕ пирĕн. Ĕнтĕ текех çамрăк мар эпир, ватлăх енне сулăннисĕр пуçне чир-чĕрĕ те çыпçăнчĕ. Çапах пурăнассишĕн тăрăшатпăр. Пахчаçимĕç лартатпăр, выльăх-чĕрлĕх тытатпăр. Анчах ĕçлемесĕр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть. Хăш чухне, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче, чун тăвăлса килет. Ĕçлеме çын çук. Эрне варринче икĕ хĕрĕм те хулара. Эх, Саша пулнă пулсан-и, йăлтах хăй тăрăшĕччĕ тесе мĕн чухлĕ асăнман-ши? Çапла асăнсан, вăл пулăшать пире. Кăçал трактора утă çултартăмăр, тавăрттартăмăр. Типрĕ. Çав каç çĕрĕпе çывăраймарăм. Ара, кампа тиесе кĕмелле-ха пирĕн? Ир пулчĕ. Сасартăк пÿрте кĕрÿ юлташĕсемпе кĕрсе тăчĕ, самантрах икĕ трактор утта сарайне хăпартрĕç. Çĕрулми кăларнă чухне те, кĕтмен çĕртен аякран шăллăмсем килчĕç. 19 çулти Артем ывăлĕ тулли михĕсене йăтса та пачĕ. Эпир куляннине Саша курать. Вăл пире çапла çăмăллăх ярса парать...» - тет Нина Георгиевна ассăн сывласа.

Пÿртре телефон шăнкăртатрĕ. Салтак амăшĕ телефон трубкине мăшăрне панă май:

- Халĕ унчченхи пек килте икĕ Саша мар, пĕрре çеç... Сана ыйтаççĕ, ывăла мар... Шăкăл-шăкăл кил-çурт кĕске хушăрах вăрă арчана чăлхатса хăварнă пек пушанса юлчĕ. Тепĕр чухне, куккук авăтнине итленĕ май тарăн шухăша путатăп. Темшĕн вĕсем мана лайăххăн пурăнса, юратса кураймасăрах куç хупнă çамрăксен ĕмĕрлĕх кун-çулне шутланăн туйăнать. Çук-мĕн, тĕлĕнтермĕшсем телейлĕ вĕçленекен халапсем çеç пулаççĕ çав, - тесе хуйхăрса пăшăлтатрĕ педагог. - Эх, ывăлăма Саша ят хумалла пулман пирĕн. Çамрăк та айвантарах пулнă çав. Мăшăр Саша пулнăран ывăлăма та ун ятнех патăмăр...

... Шăл çыртса пахча еннелле тухакан чÿрече умне пырса тăчĕ салтак амăшĕ. Шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлчĕ те шăлчĕ...

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Çĕрпÿ районĕ,

Патăрьел.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.