Хастар кадетсен çитĕнĕвĕ

15 Юпа, 2015

Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан çар çыннисем, Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕсем хăйсем çуралса ÿснĕ, мăшăр çунат парнеленĕ тăрăха час-часах килеççĕ. Çамрăксемпе паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ. Ку хутĕнче те, октябрĕн 10-мĕшĕнче, Çĕмĕрлене çитрĕç офицерсем.

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа кадетсен хĕрÿ ăмăртăвне йĕркелерĕç. Çамрăксем салтаксем евĕр пĕр харăссăн стройпа утса, çĕкленÿллĕ юрласа, пĕтĕм кăмăлтан бал ташши ташласа, хăвăрттăн çеç пăшал салатса та пуçтарса, истори ыйтăвĕсене тĕрĕс хурав парса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

- Чăваш Енре кадет юхăмĕ вăйланни савăнтарать паллах. Спорта юратакан, вĕренÿре малта пыракан çеç чăн-чăн кадет йышне лекме пултарать. Ĕлĕк пионер организацийĕсем пулнă, паян вара урăх тапхăр пуçланчĕ. Çамрăксем шкулсенче салтак пулса тухаççĕ тейĕн. Тăван çĕршывăн хастар ачисем чылайăшĕ пурнăçне çарпа çыхăнтарас тĕллевлине те палăртни - пысăк ÿсĕм, - терĕ Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова хастарсене хавхалантарса.

Кадетсенчен чи-чи хастаррисем вара Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 10-мĕш кадет класĕ пулса тăчĕ.

- Эпир хамăр çĕнтерессе шаннă, ĕненнĕ! Вăл пурнăçа кĕни - пирĕншĕн савăнăç, хавхалану! Эпир авă 2013 çулта Мускавра иртнĕ «Çĕнтерÿçĕсен маршĕ» смотр конкурсра та пĕрремĕш вырăна тухса жюри членĕсене тĕлĕнтертĕмĕр, - терĕç вĕсем хăпартланса.

Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш шкулĕн 8-мĕш кадет класĕ хăйсен ÿсĕмĕнчи çамрăксен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнни те - пысăк çитĕнÿ.

- Унччен кадетсене курса ăмсанаттăмăр, уйрăмах тумĕ килĕшетчĕ пире. Акă иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, февральте, пирĕн шкулта кадет класĕ уçрĕç. Пĕлетĕр-и, мĕн тери хĕпĕртерĕмĕр! Саламлама, çакăнтан вĕренсе тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан Эрик Василь-евич Васильев полковник та килсе çитрĕ. «Эсир Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пуласса ĕненсе, шанса тăратăп. Тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерсе район, шкул, республика ятне çÿлте тытма ырă сунатăп», - терĕ ун чухне. Чăн та, унăн пилĕ çитрĕ. Пĕрремĕш хут республика шайĕнчи кадетсен конкурсне хутшăнса палăртăмăр. Ку пирĕншĕн калама çук пысăк çитĕнÿ. Тата та пысăк ĕмĕт вара - Хĕрлĕ Чутайсенни пекех: Мускава çитесси, - терĕ кадетсен командирĕ Таня Иванова.

Элиза ВАЛАНС.

Çĕмĕрле районĕ,

Çĕмĕрле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.