Комментари хушас

16 Юпа, 2015

Пурнăç Шурă тата Хура. Çĕмĕрле

Виçĕмкун, Пукрав кунĕнче, Çĕмĕрле мана хĕвеллĕ, хитре çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Манăн Шупашкартан 110 çухрăмра вырнаçнă çак хулана килен хăна куçне мĕн лайăххи тата мĕн начарри курăннине сăнламалла. Ара, пурнăç шурăпа хураран тăрать-çке. Илемли, пахи, чапли ыттисене те хавхалану кÿрет, тĕслĕх илме хистет, хури вара... Ăна вара май пур таран пĕтерме, сахаллатма тăрăшмалла. Хулана кĕрсенех: «Салам Шумерля Çемерлĕ», - тесе çырни куç тĕлне пулчĕ. Ку - вандалсен ĕçĕ. Чăвашла тĕрĕс çырма пĕлмеççĕ пулсан та - кукăртса хунă, ав. Щербаков урамĕпе иртсе хуланалла кĕретĕп. Шавлă та тĕркешÿллĕ, хĕвĕшÿллĕ Шупашкар хыççăн Çĕмĕрле питĕ шăп, лăпкă хула пек туйăнчĕ. Транспорт та чылай сахалрах кунта. Сывлăшĕ, чăн та, чылай уçăрах пек...

Çĕмĕрлере нумаях пулмасть ватăлнă тирексене каснă. Вĕсем лăпсăртатса кайса 2-3 хутлă çуртсенех хупласа хунă-мĕн... Ачасен поликлиники умĕнче тункатасене чечек евĕр касса илемлетнĕ, каснă йывăçсем çине «смешариксем» вырнаçтарнă... Кăмăллă! Хулара Мичурин тата Щербаков урамĕсенче çуннă çурт нумай. 2 хутлă йывăç çуртсене хăтлă хваттерсене куçас текенсемех чĕртсе çунтарнă-мĕн... «Хамăр хула пирки начар калама аван мар, паллах. Анчах кунта пурăнакансем хваттерсем илнĕ ĕнтĕ», - ăнлантарчĕ мана Мичурин урамĕнчи кĕлленнĕ общежитисене сăн ÿкерттернине асăрханă пĕр хĕрарăм. Хваттерсем илни аван-ха, анчах тискеррĕн курăнакан çунăк юлашкисене сÿтсе пуçтармаллах ĕнтĕ... Атту, ав, хулана епле сăнсăрлатаççĕ...
Çĕмĕрле чат вырăс хули пек туйăнчĕ. Кункаçа çÿресе те чăвашла калаçнине илтеймерĕм. Лавкка ячĕсем те - йăлт вырăсла. Çапах та хĕпĕртемелли тупрăм-тупрăмах: «Ĕç çынни» ятлă чарăнăва асăрхарăм. Çитес çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулнине шута илсен - ку питĕ аван. Çÿп-çап контейнерĕсен йĕри-таврашĕнче йăлт ăпăр-тапăр йăваланса, ирсĕрленсе выртать. Патне пыма çук - усал шăршă тăрать... Кун пекки хулара пĕр çĕрте кăна та мар иккен..
«Хулара чи хитре вырăн ăçта?» - тесе ыйтсан Çĕмĕрлесем Ленин урамĕнче вырнаçнă «Мирлешÿ сакĕ» патне çитсе килме сĕнчĕç. Унта «Телей йывăçĕ» те пур иккен. Чăн та, питĕ хăйнеевĕр, ĕлккен йывăç вăл. Çулçисем вырăнне - темĕн тĕслĕ, темĕн тĕрлĕ илемлĕ çăрасем! Уççисем вара - пĕр-пĕрне савакансенче. Икĕ чĕререн меллештернĕ сак та юнашарах... Пĕр сăмахпа, вĕсене курмаллах! Сакки çине ларса пăхмаллах! Хула хушшинче килсĕр, хуçасăр, çапкаланчăк йытăсем çÿреççĕ. Ушкăнпа çÿрекен кĕрт çынсене те тапăнма пултарать. Çакна манас марччĕ...
«Тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене XXI ĕмĕрти ачасенчен» палăка ытти хулара курнине астумастăп. Питĕ кăмăла килчĕ. Маттур, Çĕмĕрлесем! Сăмах май, Афган вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк та чаплă вĕсен. Ытти хулари пекех кунта та вандалсем çуртсем, чарăнусем çине хăйсен туйăмĕсем пирки чĕрмеклеççĕ. «Любаня, я тебя люблю», «Гарик люблю» тесе çырнисене темиçе вырăнта та асăрхарăм.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.