Пурнăç Шурă тата Хура. Çĕмĕрле
Виçĕмкун, Пукрав кунĕнче, Çĕмĕрле мана хĕвеллĕ, хитре çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Манăн Шупашкартан 110 çухрăмра вырнаçнă çак хулана килен хăна куçне мĕн лайăххи тата мĕн начарри курăннине сăнламалла. Ара, пурнăç шурăпа хураран тăрать-çке. Илемли, пахи, чапли ыттисене те хавхалану кÿрет, тĕслĕх илме хистет, хури вара... Ăна вара май пур таран пĕтерме, сахаллатма тăрăшмалла. Хулана кĕрсенех: «Салам Шумерля Çемерлĕ», - тесе çырни куç тĕлне пулчĕ. Ку - вандалсен ĕçĕ. Чăвашла тĕрĕс çырма пĕлмеççĕ пулсан та - кукăртса хунă, ав. Щербаков урамĕпе иртсе хуланалла кĕретĕп. Шавлă та тĕркешÿллĕ, хĕвĕшÿллĕ Шупашкар хыççăн Çĕмĕрле питĕ шăп, лăпкă хула пек туйăнчĕ. Транспорт та чылай сахалрах кунта. Сывлăшĕ, чăн та, чылай уçăрах пек...