Комментари хушас

16 Юпа, 2015

«Пĕр черкке эрех ярса пар çеç - сана бюрора сÿтсе яватпăр»

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, парти обкомĕн йĕркелÿ-парти ĕçĕн пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă Анатолий Дмитриевич БОРЦОВА республикăра лайăх пĕлеççĕ. Иртнĕ çулла 85 çул тултарчĕ. Унăн ĕçри опычĕ килес ăрусемшĕн те усăллă. «Хыпар» журналисчĕн ыйтăвĕсене хапăл тусах хуравларĕ.

- Эсĕ, 1930 çулта çуралнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче колхозра хастар ĕçленĕ, Хĕрлĕ Çар валли тырă, аш-какай хатĕрлеме хутшăннă. Çав тапхăра мĕнле аса илетĕн?

- Нимĕç фашисчĕсем çĕршыва тапăнса кĕнĕ куна лайăх астăватăп. Ялта детекторлă радиоприемник пурччĕ. Унăн хуçинчен пĕлтĕмĕр. Кавалти арçынсемпе хĕрарăмсен пĕр ушкăнне тепĕр куннех районти çар комиссариатне илсе кайрĕç. Сталин радиопа çапла чĕнсе каларĕ:«…Сире Александр Невскин, Александр Суворовăн, Михаил Кутузовăн аслă çĕнтерĕвĕсем тăшмана çапса салатмашкăн хавхалантарччăр! Пирĕн урамра та уяв пулассине эпир шанатпăр. Эпир çĕнтеретпĕрех, тăшмана тĕп тăватпăрах!» Фашистсем çĕршыва шаларах та шаларах кĕнине ачасем те аслисем пекех пĕлсе тăнă. Эпĕ, 10 çулти ача, çемьене нимĕç самолечĕсенчен пытанма вăрçă пуçланичченех анкартинче тарăн шăтăк чавса çĕрпÿрт турăм.

- Ачасене мĕнле ĕçсене явăçтарнă?

- Лев Кудрявцевпа, Нил Рисовпа, ыттисемпе пĕрле «Маяк» колхозра икĕ тĕренлĕ плугпа суха тунă, тырă акнă, улăма урана хывнă, фронт валли Вăрмар станцине вăкăрпа тырă турттарнă, уйра пучах пуçтарнă. Каçхине лашасене çитерме выртмана кайнă. Çăпата, çуна, йĕлтĕр тунă, карçинкка çыхнă. Атте вĕсене Вăрмар пасарĕнче сутрĕ. Вăйпитти ачасене ака, вырма пынă уйăхсенче шкула яман, ĕçлеттернĕ.

- Ĕнесĕррисем Кавалта та выçăпа аптранă-и?

- Ун пек çемье нумайччĕ. Эпир килте йышлăн пурăннă: анне, атте, асанне, пĕртăвансем пиллĕкĕн. Пире выçлăхран çăлаканни ĕнеччĕ. Анне сĕтрен юр-вар хатĕрленĕ. Çăкăр çитмен. Çуркунне-çулла вĕлтрен, пултран, çерçитуни яшки çинĕ, çĕрулми крахмалĕнчен, мăян вăрринчен пашалу пĕçернĕ. Хăшĕ-пĕри выçăпа касăхса чире кайнă. Вăрмантан кăмпа-çырла, мăйăр пухса таврăннă. Чана-кăвакарчăн та хурана кайнă. Ял пĕвипе Ара юханшывĕнче пулă тытнă. Анне унран тутлă шÿрпе пĕçернĕ.

- Колхозра, килте вăй хурса, çутçанталăк паракан çимĕç пухса çемьене пулăшнă…

- Эпир урăхла пурăнма пĕлмен. 1945 çулхи март уйăхĕнче юлташпа иксĕмĕр йĕлтĕрпе мулкач тытма кайрăмăр: килтисене аш яшкипе савăнтарасшăнччĕ. Эпĕ 32-мĕш калибрлă пăшалпа тата пилĕк патронпа, вăл икĕ кĕпçеллипе. Çырма тĕпне аннă чухне леш енчи хысак çинче хура тĕмеске курăнчĕ. Кĕçех вăл саланчĕ те - пирĕн еннелле тăватă кашкăр сăнаса пăхрĕç. Тепĕр самантран юр çинчи иккĕмĕш тĕмеске ураланчĕ - тата виçĕ кашаман тăчĕ. Хăранипе чун ура тупаннех çитрĕ. Каялла çаврăнтăмăр та тартăмăр. Сехре хăпнă хыççăн çемьене мулкач яшкипе тăрантас шухăша пуçран кăларса петĕм, пăшала юлташа сутрăм.

- Ача чухне хиртен ферма çывăхне лашапа эпĕ те улăм турттарнă. Вăкăра кÿлме пÿрмерĕ. Мĕнле ĕçленĕ унпа?

- Аса илсен кулас килет. Кутăн, этеме итлемен выльăх. Шăрăх кун е çумăр ярсан çул çинче чарăнса тăрать те вырăнтан тапранмасть. Манăн вара Вăрмара тырă илсе çитермелле. Çурăмĕнчен тилхепе вĕçĕпе те çапса пăхатăп - хускалмасть. Аптранă ачасенчен пĕри хÿри айне шăрпăк чĕртсе тытнă - лешĕ малалла тапса сикнĕ, сиккипе чуптарнă, тырă миххисем шăлтăр-шалтăр! сиксе пынă урапинчен ÿксе юлнă. Кивĕ Вăрмар çырминчен чул кăларма кайсан хама та йĕртрĕ. Вашмăк хысакпа хăпарнă чухне эпĕ хăваласа кăшкăрнине итлемерĕ, чарăнса тăчĕ - тулли урапа каялла чакса анса кайрĕ, пĕр еннелле тайăлса тÿнчĕ, вăкăра та ÿкерчĕ. «Шăмми-шаккине хуçмарĕ-ши?» - тесе пăшăрхантăм. Ун чухне хуçалăх пурлăхне сăтăр кÿнĕшĕн çирĕп айăпланă. Юрать-ха, тăварсан ура çине тăчĕ. Лашасене фронта илсе кайнă пирки Атăл леш енчи вăрмантан яла вăкăрпа вутă-шанкă, çурт-йĕр çавăрма йывăç турттарнă. Комсомол организацийĕ пуçарнипе ял клубне тума пĕренесем илсе килтĕмĕр.

- Вăтам шкул пĕтерсен ăçта выр­наçрăр?

- 1947 çулта малтан Хусанти юридици, çулталăкран Чăваш патшалăх педагогика институчĕсене вĕренме кĕтĕм. Тăван килте çемье ĕнесĕр юлнă пирки пăрахса таврăнма тиврĕ. 1949 çулта шкул директорĕ ÿкĕтленипе экзамен парса Канашри педагогика институтне кĕтĕм. 1951 çулта, унтан вĕренсе тухсан, Çутĕç министерстви ачасене пĕлÿ пама Вăрмар районĕнчи Чăрăшçырма шкулне ячĕ. Вĕрентекенсен пÿлĕмĕнче пенси çулне çывхаракан хĕрарăм макăрнине куртăм. Коридорта А.Журавлева мĕншĕн йĕнине пĕлтĕм: роно мана унăн вырăнĕнче ĕçлеме çирĕплетнĕ. Педучилище пĕтернĕ учительницăн тивĕçлĕ канăва кайма виçĕ çул çеç юлнă. Çакна пĕлсенех велосипед çине лартăм та Вăрмара васкарăм, роно ертÿçинчен Д.Егоровран хама Арапуç шкулне яма ыйтрăм. Малтанах мана унта куçарма килĕшмерĕ. Чылай хушă ÿкĕтлесен çеç министерство хушăвне катертсе ыйтăва тивĕçтерчĕ. Журавлева çав шкултах ĕçлерĕ, эпĕ хама комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйличченех Арапуçĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм.

- Эсĕ фронтран çĕнтерÿпе таврăннă салтаксем тăнăçлă пурнăçра хăйсен пултарулăхне кăтартнине курнă. Ĕçке ярăннисем те пурччĕ-и?

- 1940-1950-мĕш çулсенче вĕсен 99,9 проценчĕ эрехпе аташман, çĕршывăн халăх хуçалăхне çĕнĕрен çĕклеме хастар хутшăннă.

- Ялсенче йÿççипе хăçан иртĕхме тытăннă?

- 1960-мĕш çулсенчен пуçласа. Сăлтавне пурнăç лайăхланнипе, çĕршыва Европа культури пысăк витĕм кÿнипе, нумайăшĕ киноран начар тĕслĕх илнипе ăнлантармалла. Парти обкомĕн промышленноç пайĕн инструкторĕ те урăлтаркăча лекрĕ. Пĕр çулхине Коммунистсен партийĕн Тĕп Комитечĕн информаци секторĕнчен тĕрĕслеме килнĕ пысăк пуçлăха Йĕпреçе кăтартма илсе кайрăм. Ăна апатлантариччен: «Пĕр черкке эрех ярса пар çеç - сана бюрора сÿтсе яватпăр», - тесе асăрхаттартăм парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Никанор Сергеева. Чăн та, каçхи апат çитернĕ чухне вăл хăнана çуттине ярса памарĕ, лешĕ пырĕ ярăннине уççăнах систерчĕ пулин те: «Пирĕн районта типĕ саккун, апатлану сферинче эрех-сăра ĕçтерместпĕр», - терĕ. Шупашкара таврăнсан тĕрĕслевçĕ манран тăрăхлама хăтланчĕ. Каярахпа Тĕп Комитетра унăн пурнăçĕпе кăсăклантăм та темле региона тĕрĕслеме кайсан эрех кĕленчине путнине, ăна ĕçрен кăларнине пĕлтĕм.

- Мускавран субъектсене янă ревизорсенчен хăшĕ-пĕри партипе правительство йышăнăвĕсене пăсни халĕ вăрттăнлăх мар ĕнтĕ.

- Çапах та манăн ытларах тÿрĕ кăмăллисемпе хутшăнма тÿр килчĕ. Вăрмар райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă май 1960-мĕш çулсен пĕрремĕш çурринче çĕнĕ 17 шкул тутартăм. Район ку енĕпе республикăра малти вырăнсенчен пĕрне тухрĕ, премие тивĕçрĕ. Кĕтмен те - Мускавран, Финанс министерствинчен, пирĕн ĕçе тишкерме ревизор çитрĕ. Шкулсене тĕпрен юсама уйăрнă укçапа тĕллевлĕн усă курман тесе хатĕрленĕ актне сĕтел çине кăларса хучĕ, эсĕ СССР Министрсен Совечĕн йышăнăвне сĕмсĕррĕн пăснă терĕ.

- Хăшне?

- Хрущев йышăну кăларса шкулсене тĕпрен юсама уйăрнă укçана çĕнĕ шкулсем тумашкăн яма чарнăччĕ. Ăна пăхăнманшăн район ертÿçисене кăна мар, облаçсенне те ĕçрен хăтарнă. Çакăн çинчен Совет Союзĕпех пĕлтернĕ. Актпа паллашрăм та… ревизора хирĕç сăмах та чĕнмерĕм. Района тепĕр куна çеç юлма сĕнтĕм - килĕшрĕ. Шкул çурчĕсене тепĕр хут пăхса çÿрерĕмĕр. Вĕсен çĕнĕ /никĕс, çурт кăшкарĕпе тăрри/ тата кивĕ /мачча-урай, чÿрече хашакĕ, виткĕч пăрăсĕпе хĕçтимĕрĕ, шиферĕ, алăк/ материалĕсене шутларăмăр. Кивĕ шкулсенчен юлнисем çурри ытла пуçтарăнчĕç. Райцентра таврăнсан ревизор сумккинчен маларах вулаттарнă актне кăларчĕ те çурса карçинккана пăрахрĕ, патшалăх хыснинчен уйăрнă укçапа тĕллевлĕн тата тухăçлă усă курнă, паянах тепĕр акт çыратăп терĕ. Часах пÿлĕме кĕрсе ăна сĕтел çине хучĕ, документа вулаттарса алă пустарчĕ. Ĕçне тĕрĕс, кашни вак-тĕвеке шута илсе йĕркеленĕшĕн ăна тав турăм. Урăх ревизор - карьерист - килнĕ пулсан акта çитменлĕхсем çинчен çырса тултаратчĕ, Хрущев йышăнăвне пăснине палăртатчĕ.

- 1964 çулта, Брежнева партин Тĕп Комитетне ертсе пыма шансан, правительство районсен маларахри талккăшне тавăрма йышăннă. Çакна мĕнле йышăнтăр?

- Ырласа. Пĕчĕклетнĕ района ертсе пыма çăмăлрахчĕ. Йышăнăва Куславкка районĕнчи тата Тăвай районĕн пĕр пайĕнче пурăнакансем хапăл тусах йышăнчĕç. 1962-1964 çулсенче вĕсен справка, ытти документ илме Вăрмара çÿремеллеччĕ. Инçетри ялсемпе влаç органĕсен хушшинчи çыхăну çирĕп марччĕ. Обкомăн пĕрремĕш секретарĕ С.Ислюков сĕннипе 1965 çул пуçламăшĕнче мана тата çав çул районсен ĕçтăвкомĕсен 14 председательне райкомăн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç.

- Пурнăçри çулсенче мĕнле шăтăк-путăк тĕлне пултăн?

- Бюро ларăвĕнче хăй вăхăтĕнче пысăклатнă «Дружба» колхоза виçĕ хуçалăха пайлас ыйтăва çĕклерĕм. И.Григорьев председатель тĕрĕс мар ертсе пынипе правлени вырнаçнă яла фермăсемпе, трактор-машина паркĕпе, производствăн вуншар обћекчĕпе тултарнă, ытти ялта нимĕн те туман. Çавна пула колхозниксем Григорьев ĕçĕпе кăмăлсăрланнă. Ĕçтăвком председателĕ Павел Кураков манăн сĕнĕве хирĕçлерĕ, «Дружбăна» пайласан маларах пĕчĕк хуçалăхсене пĕрлештерсе чăмăртанă колхозсем те саланĕç терĕ. Хам сăмах çинчех тăтăм. Манăн сĕнĕве обкомăн ялхуçалăх пайĕ те ырламарĕ. Апла пулин те «Дружбăна» виçĕ колхоза пайларăмăр. «Путь Ильича» тата «Знамя» хуçалăхсенче 1,5 çулта трактор-машина паркĕ, ферма, кĕлет-склад, ытти об<ект турĕç. Кайран Кураков хăй йăнăшне йышăнчĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе Егор Роштовпа калаçса ăна Канаш районĕнче ĕçе вырнаçтартăмăр. Çав сăлтавсене пулах «За коммунизм» хуçалăха «Тегешевский» тата «Восход» колхозсене пайларăмăр. Каярахпа юлашки ăмăртура районта çеç мар, республикăра та мала тухрĕ.

- Совет тапхăрĕнче райкомсене çăхав нумай çырнă. Вĕсене тĕпчесе çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ-и?

- Ытларахăшĕнне татса панă. Тивĕçтерейменни те чылайччĕ. Сăмахран, летчик /пирĕн районта çуралса ÿснĕ, авланнă, икĕ ачаллă/ арăмĕ ыйтнине. Упăшки отпуска тăван яла таврăнмассерен пĕр класра вĕреннĕ хĕрпе пурăннă. Çырăва сÿтсе явма капитан еркĕн­не, ялта медсестрара вăй хураканскере, райкома чĕнтертĕмĕр. Комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ ăна: «Икĕ ачаллă çемьене ан салат, хăвăн телейне урăх çĕрте шыра. Упăшкипе арăмĕ хушшине кĕрсе çемьене пăтрататăн. Çакăн çинчен райкома арăмĕ çырса пĕлтерчĕ», - тенĕ. «Сирĕн нимле çыру та çук», - хирĕçленĕ çавра кăкăрлă хĕр. Секретарь ăна сĕтел çине кăларса хунă кăна - лешĕ икĕ аллипе ярса илнĕ те хĕвне чикнĕ, темиçе ыйтсан та паман. Кĕскен: ăна летчикран сивĕтеймерĕмĕр.

Тепрехинче ĕç пÿлĕмне «За коммунизм» колхоз председателĕн мăшăрĕ /вĕрентекен/ кĕчĕ. Упăшки йÿççипе туслашни пирки çемье саланасси патне çитни çинчен куççуль юхтарсах каласа пачĕ, усал чиртен сипленмешкĕн пулăшма ыйтрĕ. Хура такапа туслăскерне тепĕр кунне хам пата чĕнтерсе калаçрăм. Паянтан пуçласа çăвара пĕр грамм та ямастăп тесе шантарнăскер икĕ эрнерен: «Ĕçме пăрахаймастăп, сипленме пулăшăр», - терĕ. Тĕп врачпа калаçса республика психбольницин наркологи уйрăмне хутăмăр. Çав хуçалăх колхозникĕсем кĕркунне, купăста леçме 6-7 автомашинăпа психбольницăна кайсан, кĕтмен те - ыттисемпе пĕрле купăста пушатакан председателе курнă. Района таврăнсан Вăрмар столовăйĕ умĕнче мана курчĕç те ертÿçĕ психбольницăра мĕнле чиртен сипленнипе кăсăкланчĕç. «Председатель унта выртни псих пулнине пĕлтермест, вăл нервисене юсать», - тесе ăнлантарма тиврĕ. Эрехрен пистерме тăрăшрăмăр пулин те, шел, усси пулмарĕ.

- Упăшки е арăмĕ еркĕнпе пурăнни çинчен райкомсене пĕлтернĕ. Кун пек ыйтусене епле татса панă?

- Канашри вакунсем юсакан завод специалисчĕ парти ялхуçалăхне аталантарма янă 30 пин коммунист йышĕнче пирĕн районти пĕр хуçалăха ертсе пыма килнĕ. Икĕ ачаллă. Çемье ялта пурăннă. Мăшăрĕ врачра ĕçленĕ, механизаторсемпе арлă-арăмлă пурăннă. Упăшки ăна тÿрĕ çул çине тăратас тесе ыйтăва райком умнех лартрĕ. Заявление тишкерсе «айăплинчен» тÿрленме ыйтрăмăр. Упăшки намăсланса текех районта пурăнмарĕ, Канаша таврăнчĕ.

- Çивĕч ыйту пĕрлехи хуçалăхсенче те нумайччĕ пулĕ?

- Паллах. «Социализм» колхозăн отчетпа суйлав пухăвне хам кайрăм. Николай Кадикин, каярахпа «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕскер, хăйне хуçалăх ертÿçинчен кăларма ыйтрĕ. Оппозици çакна çеç кĕтнĕ, Кадикин вырăнне председатель тивĕçне пурнăçлама пултарайман çынна суйлаттарма хатĕрленнĕ. Николай Алексеевич колхоза ÿсĕм çулĕпе ертсе пынине кура малашне те тилхепене ăнах тыттарма сĕнтĕм. Вырăнта çынсемпе калаçса колхозниксен пысăкрах пайĕ уншăн сасăлассине пĕлтĕм. Оппозици ертÿçи /учитель-коммунист/ пухура Кадикин кандидатурине хирĕçле калаçу пуçлассине шута илсе ăна президиум председательне суйлаттартăм, хам унăн çумне лартăм. Пуху ирттерме ăна суйлассине малтанах каларăм. «Президиум ĕçне йăнăш йĕркелесенех сана çийĕнчех тÿрлетме, парти организацийĕн йышăнăвне пурнăçламаншăн ыранах бюро ларăвне чĕнтерсе партирен кăларма тивĕ», - тесе асăрхаттартăм. Вĕрентекен мана итлерĕ, пухура пĕтĕмпех эпĕ каланă пек турĕ. Кĕтмен çĕртен - пĕрремĕш ретрен - эпĕ палламан хĕрарăм Кадикин кандидатурине хирĕçлесе хыттăн калаçма тытăнчĕ. Сăмах памасăрах вырăнтан тăрса кăшкăрнăшăн манăн ăна асăрхаттарма тиврĕ. Кайран вăл… председатель мăшăрĕ пулнине пĕлтĕм.

- Хальхи вăхăтра иртнĕ ĕмĕрхипе танлаштарсан çынна хастар та тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн патшалăх наградине çителĕксĕр параççĕ. Тен, йăнăшатăп?

- Тĕрĕс калатăн. Пирĕн вăхăтра орден-медальпе, укçан премипе чысласа нумайăшне хавхалантарнă. Производствăра çакăн усси пысăкчĕ. Пĕр тĕслĕх çеç илсе паратăп. «Россия» совхозăн ĕçпе юрă уявĕнче награда нумай илчĕç. Механизаторсене кĕпе тиврĕ. Хисеп хучĕсене валеçсен сцена çине çамрăк çын /кайран вăл та тракторист пулнине пĕлтĕм/ хăпарчĕ те хуçалăх ертÿçине А.Волоснова аллинчен тем тыттарчĕ. Уяв хыççăн çав çын директора панă япалапа кăсăклантăм: укçа.

- Мĕншĕн ăна сцена çинче панине ăнлантарчĕç-и?

- Ахăртнех, çав тракторист хăйне преми тивменшĕн самаях кÿреннĕ те ертÿçĕ патне хăпарнă, «çак укçапа ман валли кĕпе туянăр та вырма хыççăн ирттерекен пухура парăр» тенĕ. Ăна мĕншĕн премилеменнине те пытармарĕç: вăл ака вĕçĕнче уя эрех ĕçсе пынă. Çынсен умĕнче чыслани çитĕнÿ тума хавхалантаракан пысăк вăй пулни ку тĕслĕхрен лайăх курăнать. Çакна ăнланса, обкомра калаçса пĕр çулхине хама пама палăртса хунă ордена производство кăтартăвĕсене лайăхлатнă колхоз председательне партартăм.

- Парти аппарачĕсенче ĕçлекенсем пĕр-пĕрне пач çыхăнман ыйтусемпе тĕрĕс мар, çынна ура хурассишĕн критиклени пулман-и?

- Пулнă. Илья Прокопьев обкомăн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă тапхăрта должноçри пысăк çынна патшалăх пурлăхне саккуна пăсса харпăрлăха илнĕ тесе ĕçрен хăтарма тивнĕ. Обком пайĕн заведующийĕ М.Родионов пленумра вăл тÿрĕ çултан пăрăннăшăн республикăри парти организацийĕн ертÿçĕлĕхне уççăнах критиклерĕ. Эпĕ çав ĕçе тишкерсе унăн кандидатурине уйăрса лартма Родионов сĕннине палăртрăм.

- Сана обкомăн йĕркелÿпе парти ĕçĕн пайне ертсе пыма чĕнсен сĕнĕве темиçе уйăх йышăнман теççĕ. Тĕрĕс-и?

- Çапла. Николай Вороновский пĕрремĕш секретарь ыйтнипе виççĕмĕш хут чĕнсен кăна Шупашкара куçрăм. 1970 çулхи март уйăхĕнче бюро заведующие çирĕплетрĕ. Çак должноçра 19 çул та 1 уйăх вăй хутăм. Вороновский хăйне Чăваш Ене ĕçлеме яриччен партин Тĕп Комитечĕн пай заведующийĕ пулнă.

- Мĕнлерех çынччĕ?

- Ырăччĕ, пысăк культурăллăччĕ. Пĕрмай муштукпа сигарет туртатчĕ. Пĕррехинче мана 10 ытла сигара парнелерĕ. «Илех, манăн темиçе ещĕк, - терĕ. - Мана Константин Симонов писатель парнелерĕ. Вăл Кубăран илсе килнĕ. Ăна Фидель Кастро парса янă». 1972 çулта Вăрмар районĕнчи «Путь Ильича» колхозра пĕвесем тăвассипе, ÿсентăрана шăварассипе республика семинарĕ иртрĕ. Унта ССР Союзĕнчи «Сельхозтехникăсен» пĕрлĕхĕн председателĕ Шевченко та хутшăнчĕ. Семинар пынă вăхăтра Вороновский мана чăваш сăри хатĕрлеме хушрĕ. Кăнтăрлахи апат тĕлне кашни районтан пухăннă ертÿçĕсем валли колхоз председателĕ Иван Михайлов нÿхрепĕнчен пĕр пичке сăра илсе килтĕмĕр. Вороновский ăна юратса ĕçрĕ, семинар хыççăн пĕвере шыва кĕчĕ. 1973 çулхи ноябрьте манăн куç умĕнче чĕрепе аптрарĕ, сигаречĕ пÿрнисен хушшинчен тухса ÿкрĕ, хăй сĕтел çине ÿпĕнчĕ. Медицинăн васкавлă пулăшу машинипе больницăна ăсатрăмăр. Тепĕр кунне ирхине унăн чĕри тапма чарăннă. 59 çул тултарсан пурнăçран уйрăлчĕ. Липецк облаçĕнче çуралнăскер Чăваш Енре 4 çул ытла çеç пурăнчĕ пулин те мăшăрĕ тата ывăлĕсем ăна Шупашкар масарĕнче пытарма ирĕк пачĕç.

- Санăн чăвашсен пĕтĕм çĕршывĕпе паллă ывăлĕ-хĕрĕпе хутшăнма тÿр килнĕ. Ĕçрен пушă вăхăтра вĕсемпе пĕрле каннă самантсене аса илеймĕн-и?

- Суйлавçăсемпе тĕл пулма РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ Андриян Николаев летчик-космонавт республикăна килчĕ. Виçĕ коллективра пулчĕ. Тĕлпулусем хыççăн ăна Атăл леш енчи вăрмана сунара илсе кайрăмăр. Аслă сунарçă пăшисене унка хăваласа кĕртес тĕллевпе мана, Министрсен Совечĕн председателĕн заместительне П.Левина, ытти кайăкçа пĕр-пĕринчен 80-100 метра тăрса тухма хушрĕ - часах палăртнă вырăнсене çитсе тăтăмăр. Пурте пăшалпа, чĕрчун курăнасса кĕтрĕмĕр. Андриянпа аслă сунарçă пăшисене унка хăваласа кĕртме кайрĕç. Акă чăтлăхра пăшал сасси илтĕнчĕ. Кайăкçăсене пĕр çĕре пухрĕç. Вучах чĕртнĕччĕ ĕнтĕ. Анчах пăши тушки курăнмарĕ. Пĕрне те тытайманнине пĕлтерчĕç те - пăшăрхантăмăр. «Николаева савăнтараймарăмăр», - аллине сулчĕ пĕри.

- Пăшал сасси кĕрленĕ-çке. Тĕл переймен-и?

- Чĕрчунсене серепене хăваласа кĕртме космонавтпа пĕрле ăна сыхлакан сотрудник /КГБран/ та пынă, пăшисем патне çывхаричченех пистолетĕнчен темиçе хут пенĕ, тĕл лектереймен. Юрать-ха, сунар вĕçĕнче икĕ мулкач тытма май килчĕ. Кайăкçăсем таçтан пăши ашĕ тупрĕç, Андрияна самолета лариччен лайăх çитме ырă сунса кучченеç пачĕç.

- Семен Ислюков пулла çÿреме юратнă теççĕ...

- Çапла. Унпа ĕçрен пушă вăхăтра шыв хĕрринче пĕрре çеç мар вăлта тытса ларнă, вучах çинче шÿрпе пĕçерсе çинĕ. Ăна шалкăм çапсан сывлăхĕпе кăсăкланма больницăна кайрăм. «Тен, куян ашĕ çисен хăвăртрах сывалăп, - терĕ вăл. - Анатолий, çитес сунарта мулкач тытаймăн-и?» Семен Матве­евич шанăçне тÿрре кăлартăмах. Шăматкун тăван районта катăк тутана «капкăна лектертĕм». Тутлăлантарса пĕçернĕ аша Вăрмартан илсе килтĕм те Ислюков патне çитрĕм. Мана чунтан савăнса кĕтсе илчĕ. Тепĕр палатăра сипленнĕ Чăваш халăх поэтне Ухсай Яккăвне ашпа сăйланма чĕнсе каçрăмăр. «Малтан эсĕ мухтанчăк тесе шухăшланăччĕ. Лайăх сунарçă иккен», - мухтарĕ Яков Гаврилович. Иккĕшĕ те юратса çирĕç. Юнашар палатăра выртнă Чăваш халăх поэчĕ Петр Хусанкай патне каçрăмăр. Вăл та тутанса пăхрĕ.

- Ытларах камсене ырăпа аса илетĕн?

- Йышлăн вĕсем. Вăрмар районĕнче 10 çул ĕçленĕ хушăра эпĕ 13 хуçалăхран 9-шне ертсе пыма суйлаттарнă. Вĕсем ялхуçалăх производствинче пысăк ÿсĕм турĕç. С.Лукин, И.Михайлов, Н.Герасимов, Р.Егорова, С.Галкин, А.Волоснов, Ф.Иванов, Н.Николаев, А.Пуклаков, В.Садовский - аграри фрончĕн генералĕсем. Шел, çÿлелле çĕкленме пулăшнă çынсене манăн юлашки çула ăсатма тиврĕ. Çимĕк эрнинче вĕсене асăнма тăван района çуллен каятăп.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.