Archive - 22 Юпа, 2015 - Хыпар
Вĕлтренрен - паха удобрени
Вĕлтренрен паха удобрени хатĕрлеме пулать. Çак ĕç питĕ ансат.
Вĕлтрене тунипех пуçтармалла та турамалла, витрене тултармалла, ăшă шыв ямалла /пĕр пай вĕлтрен, пĕр пай шыв пулать/. Витрене хĕвел ÿкекен çĕре лартмалла. Вăхăтран вăхăта пăтратмалла. 12-14 кунран витрери шыв симĕсленет, кăпăкланма пăрахать. Пулчĕ те.
Çăра удобрени хатĕр. Пĕр литр симĕс шĕвеке 10 литр шыв хушса усă курмалла.
Вĕлтрен шывĕнче тĕрлĕ микроэлемент пур: кали, кальци, магни, азот, фосфор. Йăлтах çутçанталăк пани, çавăнпа ÿсен-тăрана ним чухлĕ те сиенлемест вĕлтрен шывĕ.
Çурт стенине хулaнлатма
Çуллахи вăхăтра çурта хĕллехи сивĕрен хÿтĕлесси пирки питех шухăшласах каймастпăр. Хĕл çитсен çурта питĕлемеллине ăнкаратпăр. Мĕншĕн тесен çÿхе, япăх стенасем витĕр ăшă нумай каять.
Çурта ăшă тытакан материалпа сăрнин виçĕ паха енне палăртмалла. Хутса ăшăтнă чухне топливо перекетленет /эппин, укçа та/. Йывăç çуртăн ĕмĕрне вăрăмлатать тата хăтлăх кÿрет. Пĕлсе йĕркеленĕ ĕç çурта илемлĕрех тăвать.
Хризантема
Хризантемăн тăван çĕршывĕ - хĕвелтухăç Китай, Корея çурутравĕ, Япони. Хальхи вăхăтра хризантемăна таçта та ÿстереççĕ. Пирĕн тăрăхри хĕле тÿсĕмлĕ сортсем те сахал мар. Пахчара çитĕнтерекен хризантемăсем çуркуннехи сивĕсене те лайăх чăтса ирттереççĕ, тĕмсене лайăх хупласан чиперех хĕл каçаççĕ. Çак чечекĕн 700 тĕрлĕ сортне хатĕрленĕ селекционерсем.
«Тантăш» 43 (4457) №. 22.10.2015
Сăвă çырать Катя, Оля, ăмăртуран юлмасть Юля
"Пурте вулатпăр!" фестиваль
Çут тĕнчере çичĕ тĕлĕнтермĕш теççĕ. Тепĕр тĕлĕнтермĕш те пур, анчах унпа кунсерен тĕл пулатпăр та тĕлĕнтермĕш теме те пăрахрăмăр. Сăмах кĕнеке пирки пырать. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Чăваш Ен 21 - ПУРТЕ вулатпăр!» республикăри вулав фестивалĕ уçăлчĕ. Уява паллă çыравçăсем, Шупашкарти шкулсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç.