Комментари хушас

22 Юпа, 2015

Сăвă çырать Катя, Оля, ăмăртуран юлмасть Юля

Çулсем ерипен шунă. Хастар хĕрача час-час редакцие çыру ăсатма тытăннă. 2013 çулхине вара Палтиел çамрăкĕ «Тантăш» хаçат лауреачĕ пулса тăнă. Уншăн пĕрле вĕренекенсем çеç мар, вĕрентекенсем те савăннă. Малашнехи пурнăçра ăнăçу, ÿсĕмсем суннă.

- Лауреат ята тивĕçни мана пурнăçра пушшех хавхалантарчĕ, тĕрлĕ ăмăрту-конкурса та хаваспах хутшăнма тытăнтăм. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче те пĕрре мар пулса куртăм. Республика шайĕнчи «Чĕрĕ сăмах» конкурсра Любовь Мартьянова поэт сăввине илемлĕ вуласа 2-мĕш вырăна тухрăм. Çакă та хăйне евĕр çитĕнÿ мар-и-ха? Кунта мана Светлана Асамат асăрханă, республикăра иртекен чăваш чĕлхи кунне йыхравларĕ. Шупашкара кайрăм. Çав куна нихăçан та манассăм çук, ĕмĕр асра юлмалли самант пулса юлчĕ маншăн уяв, - тет хастар пике хăпартланса.

Пушă вăхăтра ÿкерме, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме тата çыхма кăмăллать Оля. Кĕçнерникунсерен вара «Тантăш» хаçата чăтăмсăррăн кĕтет.

Виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ, пĕр класра вĕренекен Катя Долгова та хастар. Вăл та Оля пекех «Тантăш» лауреачĕ. Ара, хаçат вулама çеç мар, унпа çыхăну тытма та кăмăллать хастар çамрăк. Тем çинчен те çырать пике. Ăнăçлисене редакцие ярса парать.

Тимур ушкăнĕнче пулнăран ватăсене юлташĕсемпе хаваспах пулăшма çÿрет.

- Сакăрвуннăран иртнĕ Елена Николаевна кинеми патне тăтăш çÿретпĕр. Хĕллесерен урамра ăмăртмалла юр хыратпăр, пÿртре урай, кашăк-чашăк çăватпăр, тусан шăлатпăр. Çулласерен вара ĕç нумайланать. Ара, пахча ĕçĕсем те пуçланаççĕ-çке. Ун чухне те пурте туслăн тăрăшатпăр, - тет Катя йăл кулса.

Вуннăмĕшĕнче ăс пухакан Юля Борисова та кирек епле мероприятие хутшăнма кăмăллать.

- Шкул пурнăçĕ питĕ кăсăклă иртет. Кунта пирĕн тĕрлĕ халăх ачи пĕлÿ илет: чăваш, вырăс, тутар, ирçе... Апла пулин те пĕр килти пек килĕштерсе те ăнланса, пулăшса пурăнатпăр, уроксем епле иртнине те сиссе юлаймастпăр. Хам чăваш. Ытти ачасене кура вĕсен чĕлхине те ăнкаратăп, - тет мал ĕмĕтлĕ те хаваслă Юля.

Элиза ВАЛАНС.

Шăмăршă районĕ,

Палтиел.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.