Вĕлтренрен - паха удобрени
Вĕлтренрен паха удобрени хатĕрлеме пулать. Çак ĕç питĕ ансат.
Вĕлтрене тунипех пуçтармалла та турамалла, витрене тултармалла, ăшă шыв ямалла /пĕр пай вĕлтрен, пĕр пай шыв пулать/. Витрене хĕвел ÿкекен çĕре лартмалла. Вăхăтран вăхăта пăтратмалла. 12-14 кунран витрери шыв симĕсленет, кăпăкланма пăрахать. Пулчĕ те.
Çăра удобрени хатĕр. Пĕр литр симĕс шĕвеке 10 литр шыв хушса усă курмалла.
Вĕлтрен шывĕнче тĕрлĕ микроэлемент пур: кали, кальци, магни, азот, фосфор. Йăлтах çутçанталăк пани, çавăнпа ÿсен-тăрана ним чухлĕ те сиенлемест вĕлтрен шывĕ.
Удобрени пахчаçимĕçе çирĕплетет, ÿсме пулăшать. Унпа çулла 3-4 хутчен шăварма юрать.
Хăяршăн, ыхрашăн, помидоршăн, суханшăн уйрăмах усăллă.
Комментари хушас