КАВĂН ĂНСА ПУЛЧĔ-И?
Кавăн — тĕлĕнмелле çимĕç. Вăл тутлă кăна мар, тĕрлĕ чирпе кĕрешме те пулăшать. Темиçе рецептпа паллаштаратпăр.
Невроз, стресс, ыйхă вĕçни
Вăтам кавăнăн тăваттăмĕш пайне тата шултра икĕ кишĕре вĕтетмелле. 1 литр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине пĕр сехете лартмалла. Унтан шывĕпе пĕрлех тÿмелле. Сивĕнсен çур стакан пыл, лимон сĕткенĕ хушмалла. Нимĕр ытла çăра пулсан вĕренĕ шыв кăштах яма юрать. Çĕрлене хирĕç 1-ер стакан пĕр уйăх ĕçмелле. Холодильникре упрамалла.