Комментари хушас

7 Раштав, 2016

КАВĂН ĂНСА ПУЛЧĔ-И?

Кавăн — тĕлĕнмелле çимĕç. Вăл тутлă кăна мар, тĕрлĕ чирпе кĕрешме те пулăшать. Темиçе рецептпа паллаштаратпăр.

Невроз, стресс, ыйхă вĕçни

Вăтам кавăнăн тăваттăмĕш пайне тата шултра икĕ кишĕре вĕтетмелле. 1 литр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине пĕр сехете лартмалла. Унтан шывĕпе пĕрлех тÿмелле. Сивĕнсен çур стакан пыл, лимон сĕткенĕ хушмалла. Нимĕр ытла çăра пулсан вĕренĕ шыв кăштах яма юрать. Çĕрлене хирĕç 1-ер стакан пĕр уйăх ĕçмелле. Холодильникре упрамалла.

Тасатнă 3 стакан кавăн тĕшши çине вĕренĕ шыв ăна кăшт хупламалăх ямалла. Вăйсăр çулăм çинче вĕреме кĕртмелле, 5-7 минут пĕçермелле. Сивĕнсен вĕтетмелле, 5-6 сий марля витĕр пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. 1 стакана яхăн çуллăрах шĕвек пулать. Ăна холодильникре упрамалла. Сиплев çакăн пек: 1 апат кашăкĕ кавăн вăррин шĕвекне 1 апат кашăкĕ аптека пихта çăвĕпе хутăштармалла та шăл тунисене кунне темиçе хут сĕрмелле. Курс - 1 эрне.

Вăтам кавăнăн чĕрĕк пайне, 1-ер стакан иçĕмпе сăмсалантарнă тулă пĕрчине аш арманĕпе авăртмалла. 1 апат кашăкĕ пыл хушса пăтратмалла. Холодильникре упрамалла. Кашни ир 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — 10 кун. 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Шăк-ар тытăмĕн чирĕсем

Вĕтетнĕ 1,5 апат кашăкĕ кавăн тĕшшине 3 стакан шыва ямалла, шыв мунчинче 3 сехет пиçĕхтермелле те сăрăхтармалла. Кунне пĕрре апат хыççăн çур стакан пĕр эрне ĕçмелле.

Сăмах май, шăнса пăсăлсан чирĕн пуçламăш тапхăрĕнче, ангинăран тин юхтарнă кавăн сĕткенĕ пулăшать. Вăл иммунитета вăйлатать, пыршăн питĕ усăллă.

Шута илме! Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит, сахăр диабечĕ, шăк çулĕсен чул чирĕ аптратсан кавăнпа сипленме юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.