КАШНИЕХ ВИТАМИНСЕМПЕ ПУЯН
Пăрçа йышшисем сывлăха ырă витĕм кÿреççĕ. Пăрçа акă чи авалхи культурăсенчен пĕри шутланать. Ĕлĕк типĕ тытнă вăхăтра вăл тĕп апат пулнă, вăй-хала, сывлăха йĕркере тытса тăма пулăшнă. Ача кĕтекен хĕрарăмсене симĕс пăрçан çамрăк хутаçне кунне темиçе çини усăллă пулнине палăртаççĕ. Ку çимĕç витаминсен пуян комплексĕ пулнипе çыхăннă.
Диабетиксем валли - пăрçа
Курăк пайне шăк хăвалама, чулсене ирĕлтерме вĕретсе ĕçеççĕ. Пăрçин шĕвекĕ те çакăн пекех витĕм кÿрет. Паллах, вăл кăшт вăйсăртарах. Çавăнпа типĕтнĕ пăрçа яшки уйрăмах паха.
Диабетпа чирлĕ çынсемшĕн те усăллă. Пăрçари хром юнри сахăр шайне чакарма, инулин организма углеводсене йышăнма пулăшаççĕ.
Халĕ тата шурă пăрçа нут ÿстереççĕ. Тутипе вăл мăйăра аса илтерет, ăна тĕрлĕ техĕмлĕх хушса хатĕрлеççĕ. Вăл ахаль пăрçа пекех усăллă.
Шăнтсан та паха
Шурă, ула шалча пăрçи /фасоль/ - тутлă, лайăх тăрантакан, усăллă апат. Унра протеинсем, А, В1, В2 витаминсем, кали, тимĕр, ытти минерал япалисем пур. Хырăм ай парĕн шыççипе /панкреатит/, япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлнипе /уйрăмах ватлăх çулĕсенче/, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлнипе аптракансен час-часах çамрăк шалча пăрçинчен хутаçĕпе пĕрлех апат хатĕрлесе çимелле. Хутаçĕнче организмри ылмашăну ĕçне йĕркелесе тăракан, юнри сахăр шайне чакарма пулăшакан аргинин пур. Морозильникре шăнтсан та хутаçĕ çак пахалăха çухатмасть.
Шалча пăрçинче хром пур, вăл та диабетиксене кирлĕ. Усăллă япаласем хутаçĕнче уйрăмах нумай. Диабетпа чирлĕ чухне ăна хура çырла /черника/ çулçипе хутăштарсан лайăх.
Куккурус çÿçипе тата тинкĕле курăкĕпе /толокнянка/ пĕрле пÿрен шыçă чирĕсенчен сипленнĕ чухне усă кураççĕ. Пĕр виçепе куккурус çÿçи, тинкĕле курăкĕн çулçи, шалча пăрçин хутаçĕ илмелле. 40 грамм пухха тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 15-20 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Пĕр талăкра ултă сăтăрккăпа ĕçсе ямалла. Çапла сипленнĕ вăхăтра тăварсăр сĕт диетине пăхăнмалла.
Шута илме: куккурус çÿçи хушнă препаратсемпе 15 кунлăх курссемпе, 10 кунлăх тăхтавсем туса, сипленеççĕ.
Шалча пăрçин микробсене хирĕçле витĕмĕ пысăк пулнине кура унпа ытти çивĕч инфекци чирĕсем аптратсан та усă кураççĕ. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит пулсан диета апатне шалча пăрçин нимĕрне кĕртеççĕ.
Диета çимĕçĕ
Нимĕç пăрçи /бобы/ белок апачĕпе туллин тивĕçтерме пултарать. Белок унра пăрçара, шалча пăрçинче, çăмартара, ĕне ашĕнче, сĕтре пурринчен чылай ытларах. Унсăр пуçне нимĕç пăрçинче нимĕнпе те улăштарма çук аминойÿçексем, клетчатка, пектин, С, В витаминсем, каротин нумай.
Калори шайĕпе çĕрулмирен - 3,5 хут, купăстаран 6 хут ирттерет. Пĕçернĕ нимĕç пăрçине организм шурă çăкăра йышăннă пекех лайăх йышăнать. Çавăнпа ăна вар-хырăм чирлĕ пулсан диета рационне кĕртме сĕнеççĕ.
Комментари хушас