13 Утă, 2016
ЫРĂ ШĂРШĂЛЛĂ БАЗИЛИК
Тĕлĕнмелле çак ӳсен-тăранпа халăх медицининче кăна мар, кулинарире те анлă усă кураççĕ.
- Базилик чейĕ. 2 чей кашăкĕ типĕ е 3-4 турат чĕрĕ базилика тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 минут лартмалла. Шĕвеке вар-хырăм пăсăлсан, аппетит чаксан, хырăм кӳпĕнсен, ыйхă вĕçсен, нервсем карăнсан ĕçеççĕ.
- Нервсене базилик ванни лăплантарать. Ӳсен-тăранăн 15 грамм çулçине е вăррине /е вĕсен хутăшне/ 200 миллилитр вĕри шыва ямалла, шыв мунчине лартмалла. 30 минутран çулăма сӳнтермелле, шĕвеке сивĕнме памалла. Ăна хушнă ăшă ваннăра 15 минут выртмалла.
- Пӳрлĕ сурана çума. 20 грамм вăрра питĕ вĕри 200 миллилитр шыва ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла.
- Пуç ыратсан тата пуç çаврăнсан. Чĕрĕ базилик çулçисене вĕтĕ вакламалла. Пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Ăна талăкра 2-3 хут апат умĕн 20-шер миллилитр ĕçмелле. Сĕткене пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçсен тата ăна çăварта кăштах тытса тăрсан шăла çирĕплетме пулать. Чĕрĕ сĕткен ыйхă вĕçсен те усăллă.
- Транспортра час-часах пуç çаврăнсан базилик çулçисене чиксе çӳремеллех. Хăвăра япăхрах туйма пуçласан базилик çулçисене чĕлхе айне хумалла. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ.
- Шăнса пăсăлсан. 5 грамм /1 чей кашăкĕ/ типĕ е 30 грамм чĕрĕ базилика тин вĕренĕ 250 миллилитр шыва ямалла, 5 минутран сăрăхтармалла. Лимон, сахăр е пыл хушма пултаратăр. Тĕрĕс хатĕрлесен чей малтан кăвакрах хĕрлĕ тĕслĕ пулать, лимон ярсан кĕренленет, пыл хушсан сарă тĕс кĕрет. Çак чейе кунне 3 хут ĕçмелле.
- Пыр шыçсан. 200 миллилитр шурă эрехе 4 чей кашăкĕ типĕтнĕ базилик ямалла. Настойкăна холодильникре упрамалла. Пыра чӳхеме шывпа çурмалла хутăштармалла.
- Базиликран — техĕмлĕх. Чĕрĕ базилика вĕтĕ вакламалла, банкăна тултармалла, çавăн чухлех тăвар сапмалла. Лайăх пăтратмалла та хупăлчапа çăтă витмелле. Холодильникре упрамалла. Çак техĕмлĕхпе тăвар вырăнне усă курма пулать.
Шута илме. Базилик эпилепсипе, юн кĕвелеслĕх пысăккипе аптракан çынсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене юрамасть.