ХУТАÇĔ УЙРĂМАХ ПАХА
Шалча пăрçин /фасоль/ хутаçĕпе ун çумĕнчи çакки организмри ылмашăну процесĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Хырăм ай парне ырă витĕм кӳреççĕ, гормонсем, çав шутра организма питĕ кирлĕ инсулин та, туса кăларма пулăшаççĕ. Ку сахăр диабечĕн çăмăл форми чухне çав тери усăллă.
Унсăр пуçне шалча пăрçин хутаçне ярса хатĕрленĕ шĕвексем хырăм ай парĕ шыçнине /панкреатит/ тата пӳре шыçнине /пиелонефрит/ ирттереççĕ, шăк хăвалаççĕ, ӳт тăртаннинчен, циститран, шыв чирĕнчен /водянка/ сиплеççĕ. Юн тымарĕсене сарса юн пусăмне чакараççĕ, чĕре таппине йĕркене кĕртеççĕ. Организмри тăвар шайлашăвне йĕркелесе шăк çулĕсен чул чирĕ тата сыпă чирĕсем аптратсан пулăшаççĕ.
Чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне йĕркене кĕртме. Вĕтетнĕ типĕ шалча пăрçин хутаçне 1 апат кашăкĕ илмелле, тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе сивĕниччен лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн кирлĕ чухне пĕр хут е яланах стаканăн виççĕмĕш пайĕ ĕçмелле.
Панкреатит, цистит аптратсан. Вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ хутаçа 1 литр шыва ямалла. Шыв мунчинче çурри таран хухиччен вĕретмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 1 эрне.
Сахăр диабечĕпе чирлесен. Вĕтетнĕ типĕ шалча пăрçин хутаçне, хура çырла /черника/ çулçине сĕлĕ улăмне пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха 1 литр шыва ямалла. Шыв мунчине лартса 10-15 минут вĕрилентермелле, сăрăхтармалла. Кунне 5-6 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — юнри сахăр шайĕ йĕркене кĕрсе çитиччен.
Сыпăсем ыратсан, шăк хăвалама. 1 апат кашăкĕ хутаçа термосри тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 3-4 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 3 эрне. Кирлĕ пулсан икĕ уйăхран тепĕр курс ирттерме юрать.
Шăк-арлăх тытăмĕн чирĕсенчен. Вĕтетнĕ шалча пăрçин хутаçне, типĕ куккурус çӳçине, упа çырлин /толокнянка/ çулçине пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха 1 литр шыва ямалла, 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. 5-6 сăтăрккăпа кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла. Курс — шыçни иртиччен.
Шалча пăрçин хутаçне вăл типме пуçласанах пухса хатĕрлемелле.
Шута илме: унпа хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптракансен тата ача кĕтекен хĕрарăмсен сипленме юрамасть.