Тара параççĕ. Уссине курăпăр-ши?

16 Юпа, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн республикăн Чĕрчун тĕнчин обCекчĕсемпе вĕсем пурăнакан вырăнсене хÿтĕлекен, тĕрĕслекен, чĕрĕлĕхпе усă курас ĕçе йĕркелекен патшалăх службине пĕтереççĕ. Унăн умĕнчи тĕллевсене ÿлĕм пурнăçлама ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине шанаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ унăн çĕнĕ штатне, çав шутра чĕрчунсене хÿтĕлекен пайне çывăх вăхăтра çирĕплетет. Служба хăйĕн тивĕçне унччен пурнăçлать. Владимир КУЗЮКОВ ертÿçĕ «Хыпар» журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравларĕ.

- ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн патшалăхăн кашни акарçă кайăка çÿреме пултаракан фондне тавăрнă сунар лаптăкĕсене аукцион ирттерсе кăçал çĕнĕрен çирĕплетесси çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. Ку ĕç еплерех пырать?

- Служба 17-шне /200 яхăн пин гектар/ тепĕр хут уйăрма палăртнăччĕ. Октябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне 10-шне тара парассишĕн аукционсем йĕркелерĕмĕр. Етĕрне енчи В.И.Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕ - Сучково /19 пин гектар/, Патăрьел районĕнчи «Исток» АФ - Шăмăршă /13 пин/, Йĕпреç районĕнчи «Рассвет» АУО - Вăрнар /24 пин/, Чăваш сунарçисемпе пулăçисен пĕрлĕхĕ - Сĕнтĕрвăрри /29 пин/, Шупашкар районĕнчи Толик Хураски ялĕнчи «Средняя Волга» АУО - Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Вишенер /6,5 пин/ тата Муркаш районĕнчи Турай /22 пин/, Шупашкарти «Кенар» ООО Комсомольски таврашĕнчи Дубовка /6,8 пин/ сунар лаптăкĕсене тара илчĕç. Вĕсемпе ĕç вĕçленнĕ.

Çĕрпÿ районĕнчи «Южный» ООО - Елчĕк районĕнчи Елчĕк, Шупашкарти «Моксур» общество Муркаш сунар лаптăкĕсене тара парассишĕн ирттернĕ аукционсенче çĕнтерчĕç. Служба вĕсемпе килĕшÿ çирĕплетмен-ха. Ăна тăвасси аукцион хыççăн вунă кунран паллă пулĕ. Куславкка районĕнчи сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕ хаклашура çĕнтерчĕ пулин те темле сăлтава пула килĕшÿ тумарĕ. Районти тепĕр организаци те çирĕплетмерĕ. Çавăнпа Куславкка лаптăкне тара парас тĕллевпе тепĕр аукцион ирттерме тивĕ. Тата 7-шне 49 çула тара парас тĕлĕшпе ку уйăхра аукционсем иртĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.