«Капкăн» журналăн кăçалхи 16-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
Хуплашкан 1-мĕш страницине С. Мусаевăн «Эпир вулама пĕлместпĕр-ха!...» карикатурипе илемлетнĕ. "Саккуна пăхăнмасан" рубрика йăлана кĕнĕ йĕркепе вулакана саккунпа туслă пурăнма чĕнет. Асăннă темăпа çырнă корреспонденцисем 2-мĕшпе 3-мĕш страницăсенче вырăн тупнă.
Кăларăмра çĕнĕ рубрикăсем те пур: "Майсăр мăйăр та катаймăн", "Мыскаран мăйраки кукăр".
«Ан та кала» рубрикăра В. Смеловăн "Авалхи чир" калавĕ вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.
"Пултаракансемпе култаракансем", "Пулать вĕт", "Çÿпçипе хупăлчи" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.
Çавăн пекех кунта "Кулăшпи тухтăр канашĕсем", кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.
Комментари хушас