Вĕсем - «Тантăш» тусĕсем!

Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш шкулĕнче вĕренекен йĕкĕреш Катьăпа Ксюша Кирилловăсем тата Саша Павлова - уйрăлми туссем. Хĕрачасем пурте тăваттăмĕшĕнче ăс пухаççĕ, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Уроксем хыççăн виççĕшĕ те пĕрле килелле тухса утаççĕ. Паян та Йăлмаччана утăмларĕç юлташсем.

- Утăмсене хăвăртлатар пулĕ, туссем! Паян «Тантăш» хаçат тухать-çке, ăна почтальонка почта ешчĕкне хурса та хăварнă ĕнтĕ. Атьăр хăвăртрах пирĕн пата, юратнă кăларăмпа пĕрле паллашар! - терĕ те хавхаланса Сашенька, малалла çил пек вĕçтерчĕ.

Ăна кура Ксюшăпа Катя та ăмăртмалла тенĕ пекех ун хыççăн ыткăнчĕç...

Хаçата алла илсен, савăнчĕç. "Чăнах та интересли нумай кунта. Эпир те ăна çырăнса пама килтисене калăпăр", - тесе пĕр шухăшлă пулчĕç йĕкĕрешсем.

Элиза ВАЛАНС.

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.