Archive - Jun 2014 - Хыпар

июня 27th

Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн мана Вăрнар районĕнчи пĕр шкула аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме ячĕç. Шкулĕ тăван ялтан пилĕк çухрăмра кăна. Çавăнпа питĕ савăнтăм: хваттер кирлĕ мар, апат-çимĕçĕ те килтех.

Çын пурнăçĕнче ачалăх ирхи çутă евĕр. Хĕвел тухать те тавралăха çутатать. Акă тÿпене те хăпарса çитрĕ. Çын ĕмĕрĕ те çавăн пекех. Ачалăх та сисĕнмесĕрех иртсе каять. Тин кăна утма тытăннăччĕ çут çанталăк сăпкинче ярăнса.

Центрти телекуравăн хыпарсен кăларăмĕсем юлашки уйăхсенче çак темăна куллен çĕклеççĕ. Сăмах - пăлхавлă Украинăн Раççей умĕнчи çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли калама çук пысăк парăмĕ пирки. Чăннипех ăнланма-йышăнма йывăр лару-тăру: Раççей парăма татмалла тесе апла та ÿкĕтлет, капла та хистет - çук, украинсем хăнк! та тумаççĕ, сенкер топливăна вара çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕчченех намăса пĕлмесĕр уçларĕç.

 Темиçе çул кроликсем усратăп. Малтан ăратли мĕнне пĕлмен. Халĕ ăратлисене ĕрчетме пуçларăм. Вĕсем çинчен ытларах пĕлес килет.

Кролик - килти хуçалăха лайăх тупăш пама пултаракан чĕр чун. Вĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Çăмĕшĕн усраканнисем тата ашлăх çитĕнтерекеннисем. Кролик ашĕ диетăна уякансемшĕн чи паха какай шутланать.

июня 26th

Владимир Васильевич Черинов 1926 çулта Курск облаçĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех Харьков хулинче пурăннă. 1942 çулта вăл, чăн çулне пытарса, хăй ирĕкĕпе çара кайнă* Орел, Курск çапăçăвĕсене хутшăннă. Саратоври çарпа тинĕс училищинчен вĕренсе тухсан Хĕрлĕ флота кĕнĕ. Фашистсене Березинра, Припятьре, Бугрыра, Днестрта аркатнă. Берлин çумĕнчи Шпрее юхан шывĕ çинче паттăрлăх кăтартнă. 1945 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Берлинри Трептов паркĕнче тăванла вил тăпри çине пытарнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче СССР Аслă Совечĕн Президиумĕ ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Йĕпреç тăрăхĕнче механизаторсен професси ăсталăхне ÿстерессине, çĕр ĕçĕнчи паха опыта сарассине пысăк вырăн уйăраççĕ. Çакна районти сухаçăсен ăмăртăвне кашни çулах ирттерни те лайăх çирĕплетет. Йăлана кĕнĕ тупăшăва хутшăнма кăмăл тунисене çак кунсенче «Красный партизан» колхоз йышăнчĕ.

Pages