Комментари хушас

27 Çĕртме, 2014

Терт-нушара ÿсрĕмĕр

Çын пурнăçĕнче ачалăх ирхи çутă евĕр. Хĕвел тухать те тавралăха çутатать. Акă тÿпене те хăпарса çитрĕ. Çын ĕмĕрĕ те çавăн пекех. Ачалăх та сисĕнмесĕрех иртсе каять. Тин кăна утма тытăннăччĕ çут çанталăк сăпкинче ярăнса. Чарăнсам пĕр самант, кăштах тăхтасам! Çук çав. Пурнăç кустăрми малаллах чупать. Çулсем иртнĕ май кашниех шухăшпа ачалăха таврăнать. Самантлăха пулин те...

Вырăссен паллă çыравçи Антон Чехов тухтăр çапла çырнă: «В детстве у меня не было детства». Ахальтен каламан пулĕ. Таганрог хулинче çуралса ÿснĕскер ашшĕн лавккинче кунĕ-кунĕпе ларнă, кĕнеке сутнă. Тантăшĕсем вылянă-кулнă, савăнса ÿснĕ. Вăл вăхăтри ачасен йывăрлăхне чылай калавĕнче сăнланă çыравçă.

Вырăс литературин паллă критикĕ Виссарион Белинский те куççуль витĕр каласа парать хăйĕн ачалăх кунĕсене: «Я в семействе был чужой».

Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă чăваш çыравçисем те ачалăх çинчен йывăрпа аса илеççĕ.

Çирĕммĕш ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсем алăкран килсе шаккарĕç. Телейлĕ пурăнмалла пекчĕ. Хаяр вăрçă пуçланчĕ. 1941 çул, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Фашистла Германи вăрçăпа килсе тапăнчĕ. Кĕтмен-туман çĕртен. Пурнăç пуç хĕрлĕ çаврăнса кайрĕ. Уйра хĕрсех тырă выракан арçынсем çурласене вырнă кĕлте çине хурса хĕвел анăçнелле тухса утрĕç. Ялта ватăсемпе вĕт-шакăр кăна тăрса юлчĕç. Ытла та хăрушă-çке «вăрçă» сăмах. Ялта почтальонран хăракан пулчĕç. Ырă хыпар килмест. Çав вилнĕ, ку вилнĕ тенине кăна илтетпĕр. Ашшĕсем вырăнне ывăлĕсемпе хĕрĕсем йывăр ĕçе кÿлĕнчĕç. Суха тумалла, тырă вырмалла, авăн çапмалла. Пирĕн енче тата хÿтĕлев трасси, траншея, окоп чавма тытăнчĕç. Пĕтĕм çамрăк унта, вун çичĕ çула çитсен трасса /ялта çапла каланă хÿтĕлев сооруженине/ чавнă çĕртенех - фронта. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕччен чавнă. 40 градус сивĕре!

Нумай çул иртсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ пулнă Георгий Сидорович Сидоров пĕр калаçура манран çапла ыйтрĕ /пĕр çуртра пурăнатпăр та/: «Эсĕ, Роза Николаевна, Тăвай районĕнчи Тенеялĕнчен вĕт-ха? Атте 1941 çулта сирĕн ял патĕнче блиндаж-окоп чавнă, унтан тÿрех фронта кайнă...» Аса илтĕм халăх трасса чавнă кунсене. Асанне кунне икĕ хутчен кăмака хутатчĕ. Йĕпенсе, шăнса килнĕ çамрăксен тумтирне типĕтме. «Трасса халĕ те тăсăлса выртать таçта çитиех», - терĕм эпĕ. Вăрçă суранĕ, нихăçан сипленми суран...

Вун икĕ-вун виçĕ çулсенчи ачасене ФЗОна илсе кайма тытăнчĕç. Çĕр-шыв вутпа çунать. Аттесем çапăçу хирне выртса юлнă. Пĕртен пĕр тĕллев - çĕнтермелле. Анчах ачасем - ачасемех. Ашшĕсем вырăнне тăрса юлчĕç. Кĕçĕннисем урайĕнче упаленеççĕ, утма вĕренеймен-ха. Çимелли çук. Выçăллă-тутăллă ача-пăча суха тăвать, сÿрелет. Асран каймасть Униçĕм Лăнькки. Ашшĕ - учитель, вăрçăра пуç хунă. Килте çичĕ ача амăшĕн хÿттинче. Лăнькка лашапа уйра сÿрелет. Ял канашĕнчен /хамăр ялтан виçĕ çухрăмри Йăнтăрчăра/ Лăньккана ФЗОна яма тытма килеççĕ. Шăпах Лăнькка тĕлне пулаççĕ. Ăна палламаççĕ. «Лăнькка килтех-ши?» - тесе ыйтаççĕ. Ку аптăраса тăмасть. «Паçăр килтехчĕ», - тет. Сельсоветрисем яла кĕрсе кайсан Лăнькка лашипе сÿрине пăрахса хăварсах вăрмана тарать. Тепрехинче хайхисем ăслăрах пулаççĕ. Лăнькка сухаран таврăннă çĕре пÿрте кĕрсе лараççĕ, килтисене тула кăлармаççĕ. Каçхине Лăнькка сухаран таврăнать те пÿрте кĕрет. «Лăнькка, сана илме килтĕмĕр», - теççĕ. «Анне, каяс пулать, апат хатĕрле-ха çул çине. Эпĕ çăпатана шаккаса кĕрем-ха», - тет. Лăнькка çăпата шаккама тухать. Кĕрессе кĕтсе лараççĕ. Лешĕ тарнă, ăна тытайман. Çапла тĕлĕнетчĕç Лăнькка тавçăруллă пулнинчен. Амăшне хĕрхеннĕ ача ăсĕпех. Ачасене пĕрре те çăмăл пулмарĕ вăрçă çулĕсенче.

Кĕтрĕмĕр аттесем таврăнасса. Пĕр вĕçĕмсĕр кĕтрĕмĕр. Пирĕнпе пĕрлех кĕтетчĕç вăрçа тухса кайнă салтаксем таврăнасса эвакуаци шучĕпе килнисем те.

Кăçал больницăра белорус хĕрарăмĕпе пĕр палатăра сиплентĕмĕр. Сăмах çине сăмах. Липа ятлă çак хĕрарăм. Тăнлатăп ун калавне: «Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ вунă çултаччĕ. Нимĕç салтакĕсем яла пырса кĕчĕç. Пирĕн ял чикĕ çумĕнчех. Пурте - хĕвелтен сыхлакан куçлăхпа, мотоциклпа. Çуран утакан пĕр салтак та çук. «Акă эсир çав тери чухăн пурăнатăр, улăм витнĕ пÿртсем»... Пире хурларĕç шыв ĕçме чарăннăскерсем. Хĕвел тухăçнелле васкаççĕ, пирĕн патра чарăнса тăмарĕç. Вĕсен пире хăвăртрах çĕнтермелле. Тăватă çул нушалантăмăр нимĕç аллинче. Акă пуçларĕç пирĕннисем вĕсене каялла хăвалама. Курасчĕ сирĕн нимĕç салтакĕсене. Аран-аран утаççĕ, выçă, урисене таçтан тупкаланă пусма татăкĕсемпе чĕркенĕ. Халь вĕсен куçĕ пирĕн улăм витнĕ пÿртсене асăрхамасть. Тарса пултăр пирĕн çĕр-шывран хăвăртрах. Çĕнтерчĕç тăшмана, аранах ассăн сывласа ятăмăр. Ĕнтĕ эпĕ те вун тăватă çула кайрăм. Пурнăç çăмăл пулмарĕ. Карелие ĕçлеме тухса кайрăм. Унта чăвашпа мăшăрлантăмăр. Красноармейски районне кĕрекен Йĕпрем ялĕнчен упăшка».

Хам ăшра çапах та шухăшлатăп: пĕр енчен эпир телейлĕ - усал нимĕç салтакĕсене ачалăхра курманшăн. Пире те йывăр пулчĕ, лашасене фронта илсе кайрĕç, пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча çине тиенчĕ. Халăх çĕнтерĕве кĕтрĕ. «Аçусем таврăнаççех, ун чухне лайăх пурăнма тытăнăпăр-ха», - тесе лăплантаратчĕç пире асаннесем. Çапла килсе тухрĕ те. Вăрçă пĕтрĕ, çĕнтерÿçĕсем таврăнма пуçларĕç. Эпир вĕсене палламастпăр, вĕсем - пире. «Ку кам ачи пулчĕ-ха?» - тесе ыйтатчĕç. Эпир, темĕнле йывăр пулсан та, ÿсрĕмĕр. Таврăнакан сахал. Кÿршĕри Сергей тете яла çитрĕ. Аттен юлташĕ. «Сергей, акă сана хутпа кăранташ. Çыру çыр», - тесе хăварчĕ аçу. Вăл шкулта ачасене вĕрентнĕ те-ха, хутпа кăранташ пулнах. Çырасси пулмарĕ, хама та тепĕр эрнерен илсе кайрĕç. Юлашки уйрăлу пулчĕ. Шинельпе, çурăм хыçĕнче кутамкка, урара - салтак атти. Ман асăмра çапла юлчĕ вăл.

 

 

Салтак атти

Хура кĕркунне пирĕн кÿршĕ Сергей тете те вăрçăран таврăнчĕ. Вăрçă чарăнни пур енĕпе те палăратчĕ. Ял çыннисен сăнĕсем улшăнчĕç. Кула-кула калаçма тытăнчĕç. Сергей тетене еплерех хаваспа кĕтсе илтĕмĕр. Тăватă çул хыпарсăр çухалнă çынна, ывăлне кĕтрĕ пирĕн асаннен тантăшĕ Кулине аппа. Кĕтсе илеймерĕ, çĕре кĕчĕ. Вăрçă çулĕсенче Сергей тете мăшăрĕ Варкка аппапа тăватă ачи еплерех ташларĕç тата савăннипе! Хĕл каçрăмăр. Çуркунне çитрĕ. Тÿрем çырми хуралнă-хуралманах выçăлла-тутăлла хĕл каçнă сурăхсене çерем çине илсе тухрĕç. Эпир, шăкăр-макăр, сурăх çитерме çÿретпĕр. Вылятпăр, кулатпăр. Вăрçăлла выляни асра. Никамăн та нимĕç пулас килмест. Александр Матросов пек шăватпăр. Пиншак тÿмисене татса пĕтеретпĕр. Асанне каллех патакран тÿме туса çĕлесе парать. Ятламасть пире, ача-пăча вылянăшăн савăнать. Тÿрем çырмине вăрмантан çурхи шыв шавласа анать.

Пĕр ирхине çапла йăмăка çавăтса Тÿрем çырмине уттартăм. Пирĕн хыçранах Сергей тетен ывăлĕ Коля ашшĕн аттине тăхăннă та васкаса утать. Эпир йăмăкпа иксĕмĕр шакмакла çăпата сырнă та вĕлтĕртетсе кăна пыратпăр. Çырма урлă ялт! кăна сиксе каçрăмăр. Коля та, ашшĕн салтак аттине тăхăннăскер, каçма тăчĕ. Атă йывăрăшĕпе çерем катăлса ÿкрĕ, Коля юхма тытăнчĕ. Шыв сикки çав тери çÿллĕ. Коля çав шыв сиккинчен пĕрех сикрĕ. Юхăм татах вăйланчĕ. Эпир кăшкăрма тытăнтăмăр. Ял çыннисем илтчĕр тетпĕр. Çыран хĕррипе чупатпăр юхакан Коля хыççăн. Лаша витинчен çынсем пакур, каштасем йăтса тухрĕç. Ял çывăхнелле çырма сарлакаланать. Коля çав вырăнта юшкăн çинче тытăнса выртать. Ял çыннисем чупса çитсе туртса кăларчĕç. Пĕр уринчи атă хывăнса ÿкнĕ, тепри - уринчех. Хывăннă аттине кăкăр çумне тытнă хăй, алран вĕçертмен ултă çулти ача. Хăлхине шыв кĕнĕччĕ. Сыватрĕç. Салтак атти питĕ хаклă пулнă ачашăн. Çурхи шывпа юхтарса яман ăна. Ашшĕн вăрçă вут-çулăмлă çулĕпе утса тухнă атă. Чылайччен аса илетчĕç ялта Колян атти çинчен.

Эх, еплерех кĕтеттĕмĕр аттесем таврăнасса. Акă ман алăра вăрçă çулĕсенче ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк. Кам ÿкернĕ-ши ăна? Ыйтса пĕлме ăс çитмен. Ман упăшкапа унăн шăллĕ тăраççĕ. Куçĕсем тарăн шухăшлă. Вĕсен ашшĕ Гурий Петрович Петров вăрçăра. Асли, Гена, ултă çулта, шăллĕ Саша - тăваттăра. Финн вăрçинчен тÿрех Украинăна лекнĕ. Тыткăнра пулнă, аманнă, тарнă. Пĕр хыпар та ярайман. Килтен тухса кайнăранпа тепĕр çичĕ çултан тăван киле, ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕпе ачисем патне çаврăнса çитнĕ. Тăвай районĕнчи «Красное Сормово» колхоза 22 çул ертсе пычĕ.

Вăрçăн юнлă-вилĕмлĕ çулĕпе утса тухнă салтаксем

Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулмарĕ-ха. Çапах та туй-çуй кĕрлерĕ ялсенче, хĕрсемпе каччăсем вăййа тухрĕç. Ялта купăс сасси хаваслăрах янăраса кайрĕ. Ялта пĕр-икĕ çын илсе килнĕ нимĕçсен çăвар купăсĕ пурччĕ. Эх, юратмастчĕç ял çыннисем унăн сассине. «Хамăрăнне çитмест çав», - тетчĕç. Ашшĕсем вырăнне ывăлĕсем купăс калама тытăнчĕç. Вăрçă ачисем ăмăртмалла калатчĕç пĕр-пĕринчен вĕренсе. Купăс туянма пуçларĕç. Амăшĕсем пулăшрĕç туянма. Сурăх çăмне, чăх çăмарти, сар çу, хăмла сутнă укçапа. Пуç усмарĕ халăх, çирĕппĕн малаллах утрĕ. Вăрçă ачисем шкулта та вăй хурса, тăрăшса вĕренчĕç. Ашшĕсен çулĕпе утрĕç. Ман алăра сăн ÿкерчĕксем. Вăрçă хирне выртса юлнă салтаксен ачисем: Харитон Сергеевич Сергеевăн виçĕ ачи ашшĕссĕр ÿсрĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Варлам купăс ăста калатчĕ. Унпа юнашар - Николай Ахтимирович Ахтимировăн аслă ывăлĕ Володя. Вăл та ашшĕ пекех купăс ăстиччĕ, вăл варринче тăрать. Унпа юнашар Петр Иванович Сичуркин учитель ывăлĕ Коля. Çак ачасен ашшĕсем вăрçăран таврăнаймарĕç. Ачисем çирĕп кăмăллă пулчĕç. Вăрмар районĕнчи Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухса пĕлÿ çулĕпе малалла утрĕç. Ир те, каç та каялла-малалла вуншар çухрăм утнă. Çити-çитми пурнăç пулсан та тăшмана çĕнтерме пулăшрĕç вĕсем.

Ĕмĕр иртет, хаяр вăрçă кунĕсем аякка-аякка кайса пыраççĕ. Вырăссен паллă критикĕ В.Белинский çапла каланă хăй вăхăтĕнче: «Завидую внукам и правнукам нашим, которым суждено жить в сороковых годах следующего века». Çак йĕркесене каласа утаттăмăр шкултан киле таврăннă май. Чăнахах та çав çулсенчи ача-пăча сывлăх енчен те, кăмăл-туйăмпа та çирĕп пулнă.

Телей пулнах. Эпир сывă, тĕрĕс-тĕкел ÿснĕ, Тăван çĕр-шыва чĕререн юратнă. Атте-аннене, асаннесемпе кукамайсене... Эпир вĕсене нихăçан та манас çук. Вĕсен çирĕплĕхĕ пирĕнте, мăнукĕсенче юлнă. Тавах вĕсене пире пăхса çитĕнтернĕшĕн.

Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.