Ваçкă итлет, анчах çав-çавах çиет

27 Çĕртме, 2014

Центрти телекуравăн хыпарсен кăларăмĕсем юлашки уйăхсенче çак темăна куллен çĕклеççĕ. Сăмах - пăлхавлă Украинăн Раççей умĕнчи çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли калама çук пысăк парăмĕ пирки. Чăннипех ăнланма-йышăнма йывăр лару-тăру: Раççей парăма татмалла тесе апла та ÿкĕтлет, капла та хистет - çук, украинсем хăнк! та тумаççĕ, сенкер топливăна вара çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕчченех намăса пĕлмесĕр уçларĕç.

Юрĕ, хăйне тăрантаракан кăкăра çыртакан пархатарсăр ачана çаврăннă, хăйне ырă тăвакана паллами-хисеплеми пулнă Украина инçе тейĕпĕр... Калаçу хамăр патри ĕç-пуç тавра. Анчах хăлăхсăр Киев пирки ăнсăртран сăмах тапратмарăм, илтмĕше перекен хохолсене аса илтерекеннисем кунта та пур - акă мĕн пирки каласшăн.

Кирек хăш сферăна ил - пур çĕрте те парăм. Уйăх пуçламăшĕнче Республикăн консолидациленĕ бюджечĕн тупăшĕсене ÿстерес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕнче асăннă цифрăсенех илер. Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе, пурлăхпа усă курнăшăн тÿлемелли парăм 765 млн тенкĕ капланнă. Çак укçа пĕр çул кăна пухăнман вĕт. Ахальтен мар ĕнтĕ ларура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Савва» тытăмне кĕнĕ Атăлçи пир-авăр компанийĕн пăтăрмахлă историне аса илтерчĕ: «Унăн Шупашкар хули умĕнчи парăмĕ кăна 186 млн тенке яхăн. Çав вăхăтрах пĕтĕмпех саккунлă: предприятие панкрута кăларнă, активсене айккине илсе тухнă, парăмсене вара бюджет, предприяти ĕçченĕсем çине çакса хăварнă».

«Савва» пирки нумай калаçнă - çăвар тутине сая яни çеç. Унсăр пуçне те пуçа ыраттараканни пайтах. Усă курнă энергоресурссемшĕн тÿлесси - акă ăçта парăмсен вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнчи. Республика Стройминĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх - кăçалхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне ЖКХ организацийĕсен çут çанталăк газĕшĕн, электричествăшăн тата ăшă энергийĕшĕн тÿлемелли парăмĕ 3,1 млрд тенкĕрен те иртнĕ - Чăваш Ен бюджечĕн тупăш пайĕн 10% шайлашуллă вĕт! Çав шутра 428 млн тенки - усă курнă газ тÿпи, 497 млн - электроэнергишĕн. Тĕп пайĕ, 2,2 млрд тенкĕ ытларах, ăшăшăн тÿлемен укçа.

Юлашки цифра ытла та пысăкки пушшех тĕлĕнтерет. Тĕп хулана тата Çĕнĕ Шупашкара ăшăпа тивĕçтерекен энергокомпани ертÿçисем çирĕплетнĕ тăрăх - çынсем ăшăшăн йĕркеллех тÿлеççĕ, анчах çав укçа ресурспа тивĕçтерекен компание çитмест. Хăйĕн Шупашкарти ăшă электростанцийĕн гигакалорийĕсене вăл пурăнмалли çуртсене тÿрремĕнех мар, «посредник» вырăнĕнчи тепĕр компани урлă парать - шăпах вăл çур млрд ытла тенкĕлĕх парăма кĕрсе кайнă. «Парăма татăр», - тархаслать энергокомпани, лешĕ вара ăна хăйне УКсемпе ТСЖсем вăхăтра тÿлеменни çине йăвантарать, тÿлеме васкамасть. Энергетиксем те тарăхаççĕ, Правительство шайĕнче те çине-çинех сивĕ сăмах тивет, Ваçкă вара итлет, анчах çав-çавах çиет. Çав «посредник» тÿрĕ кăмăллăхĕ пирки иккĕленме сăлтав паракан тепĕр самант та пур: вăрăмах мар историллĕ предприяти ертÿçисене унăн республика тулашĕнчи хуçисем перчетке пек улăштараççĕ - эпĕ ас тăвасса, улттăмĕш пуçлăх. Пĕри çулталăк ĕçлет те - тепри килет. Пĕлтĕр кăна ют регионтан çĕнĕ директор килнĕччĕ, çемçе пуканне те ăшăтса ĕлкĕрейменччĕ пуль, халь каллех - çĕнни. Вăл та ютран. Кун пек чух çĕнни «киввишĕн» яваплă пуласса кĕтни вырăнсăр, хăй кунта вăрах пуласси иккĕленÿллине кура - пушшех.

Парăмсен ыйтăвĕ, шел, çакнашкал «улăпсен» миллиардсемшĕн пыракан кĕрешĕвĕ-хирĕçĕвĕпе кăна иксĕлмест - унăн уйрăм çынсене тÿрремĕнех пырса тивекен юппи те пур. Чăваш Енре ĕç укçи пĕчĕк тесе миçе çул ÿпкелешетпĕр те - влаçсем ăна пысăклатас енĕпе мерăсем йышăнма тытăнни куç кĕрет. Чăн та, тăкăнса тăман бюджета кура пĕтĕмпех ăнăçлă пулса пырать тееймĕн - халăх пуспа çырлахасшăн мар, тенкĕ шыраса Мускава, çăкăрлăрах ытти региона ăнтăлать.

Çийĕнчен влаçсен умĕнче лайăх пек курăнма кăна тăрăшакан пуçлăхсем те пайтах. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви те йышăнать: чылай предприятире шалу ÿсĕмне ĕçлекенсен шутне чакарса тивĕçтереççĕ. 20% укçа хушрĕç тейĕпĕр, анчах икĕ çыншăн тар тăкмалла - лайăх вĕт. Тепĕр тесен нумайăшĕшĕн «çÿлтен» хистени - пуш сăмах кăна. Унсăрăн ĕç паракан 942 тытăм тÿлевĕн вăрттăн схемисем çине куçнине, официаллă майпа шутласа паракан шалăва МРОТран та пĕчĕкрех палăртнине тупса палăртнине епле ăнлантарăн?

Ĕç укçипе çыхăннă парăм республикăра чакнă-ха. Çулталăк каялла вăл виçĕ теçетке млн тенкĕ патнеллехчĕ, кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2,1 млн тенкĕ юлнă. Те тÿлесех пĕтерчĕç, те панкрута тухнă предприятисен парăмĕсене каçарчĕç - калаймастăп, çапах парăм тени ĕçлев сферинчи лару-тăрушăн питех те сиенли каламасăрах паллă. Мĕн пытармалли, чылай предприятире ĕçлекенсене тÿлем пек тусах ĕçлеттерме тăрăшни вăрттăнлăх мар. Мăкăртатса пăх-ха - пĕр хурав: «Пăрахса кайăр, тытса тăмастпăр!» Ĕçлекен çынна йĕркеллĕ тÿлеймеççĕ тĕк, эппин, çав пуçлăхсем хăйсем пултараймаççĕ - япăх менеджерсем, апла тăк чи малтанах хăйсен яваплă должноçран пăрахса каймалла. Çук, каймаççĕ - Ваçкăсем çав-çавах çиеççĕ...

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.