Николай КОНВАЛОВ

4 Авăн, 2023

«Паттăр ĕç» мар, лăпкăн, яваплăха туйса ĕçлени кирлĕ

Çитес çул Экологи тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă урмалли çулталăк пулĕ. Çак йышăну çинчен ЧР Пуçлăхĕ тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.

Тивĕçлĕ указа алă пусни çинчен каланă май Олег Николаев Çут çанталăк ресурсĕсен министерстинчен Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли программа кĕтнине палăртрĕ. Çакă кăçалхи, Телейлĕ ачалăх çулĕнчи, ĕçсене те пăрахăçламасть — ку енĕпе палăртнине те тулли пурнăçламалла.

14 Нарăс, 2023

Олег Николаев Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче пулчĕ, предприяти ĕçĕпе паллашрĕ

ЧЗСА — ăнăçлă ĕçлекен завод, кунта грейдерсемпе погрузчиксем, бульдозер техники валли мостсем, çӳрев системин пайĕсене, ытти продукци туса кăлараççĕ. Чи вăйлă аталанакан сегмент — «Силант» погрузчиксем, çак техника производстви пĕлтĕр виçĕ хут ӳснĕ.

Олег Николаев завод ертӳлĕхĕпе производствăна малалла аталантармалли майсене сӳтсе яврĕ, предприяти ĕçченĕсене ăнăçу сунчĕ.

www.hypar.ru 

2 Утă, 2020

«Пирĕн чĕресем улшăнусене кĕтеççĕ»

Виктор Цой юрринчи çак сăмахсенчен пуçларĕ «Элара» НПК гендиректорĕн заместителĕ Наталия Партасова Олег Николаев майлисен тĕлпулăвне. Суйлав çывхарсах пырать – Николаевăн халăх штабне туса хунă, вăл тĕп хулари «Чувашия» хăна çуртĕнче вырнаçнă, тĕлпулу унта иртрĕ.

30 Пуш, 2020

Фонд та, корпораци те пур. Инвестицисем вара — çук

Республикăна инвестицисем илсе килессишĕн яваплă институтсем пур — Экономика аталанăвĕн министерствин Промышленноçпа инвестици ĕç-хĕлне аталантаракан фончĕ тата Чăваш Республикин аталану корпорацийĕ. Анчах çак тытăмсен ĕçĕ регионăн çĕнĕ ертӳлĕхне тивĕçтерменни куçкĕрет.

9 Авăн, 2019

Суйлав ăнăçлă иртнĕ

Вырсарникун Раççейĕн 85 субĕектĕнче суйлавсем иртнĕ. Çав шутра — Чăваш Енре те.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Патшалăх Канашĕн пĕр депутатне тата вырăнти хăй тытăмлăхăн 45 депутатне суйланă. Суйлав, ун шучĕпе, ăнăçлă иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлава хастар хутшăннă — чылай районта кăтарту 90% та иртнĕ. Пур çĕрте те мандатсен хуçисем паллă.

Pages