«Паттăр ĕç» мар, лăпкăн, яваплăха туйса ĕçлени кирлĕ

4 Авăн, 2023

Çитес çул Экологи тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă урмалли çулталăк пулĕ. Çак йышăну çинчен ЧР Пуçлăхĕ тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.

Тивĕçлĕ указа алă пусни çинчен каланă май Олег Николаев Çут çанталăк ресурсĕсен министерстинчен Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли программа кĕтнине палăртрĕ. Çакă кăçалхи, Телейлĕ ачалăх çулĕнчи, ĕçсене те пăрахăçламасть — ку енĕпе палăртнине те тулли пурнăçламалла.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту вара — çĕнĕ шкулсен строительстви. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов кăçал тăватă шкул тума 2,3 миллиард тенкĕ ытла уйăрнине аса илтерчĕ. Шупашкарти Университет микрорайонĕнчи шкулти ĕçсене çитес çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр вĕçлемелле. «Тус» компани хальлĕхе ĕçсен 35% ытларах пайне пурнăçланă. Халь çуртăн тăваттăмĕш хучĕн стенисене çĕклеççĕ.

Сĕнтĕрвăрринчи 370 вырăнлăх çĕнĕ шкул ачасене йышăнчĕ ĕнтĕ — унта «Старатель» компани ĕçленĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкра вырăнти ПМК-8 ĕçлет — унти шула та çитес çулхи çулла хута ямалла. Пурнăçланă ĕçсен тÿпи 30% танлашать. Строительсем 1-мĕш хут стенине кирпĕчрен çĕклеççĕ. Канаш районĕнчи Янкăлчри 165 вырăнлă çĕнĕ шкул та çитес çулхи Пĕлÿ кунĕччен уçăлмалла.

Сад микрорайонĕни шкул строительствин подрядчикĕ улшăннă — малалла ЧР Ипотека корпорацийĕ ĕçлет. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров строительсем фасадпа ĕçленине, территорие тирпейленине палăртрĕ. Шалта та отделка ĕçĕсем пыраççĕ. Сĕтел-пукана та пухма пуçланă ĕнтĕ. Хушма укçа кирлĕ пулать-мĕн — тата 35 миллин тенкĕ. Шкул аграри çул-йĕрне тĕпе хурĕ.

Олег Николаев концесси мелĕпе тума пуçланă шкулсен строительствипе те кăсăкланчĕ. Дмитрий Захаров уçăмлатрĕ: Шупашарти Хĕвеллĕ микрорайонта 3-мĕш стройтрест ĕçлет — шкула çитес çулхи чÿк уйăхĕнче туса пĕтермелле. Хальлĕхе свайсем çапнă — ĕçсен 14% пурнăçланă. Çĕнĕ Шупашкарти шкула та «Старатель» компанин 2024 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕччен хута ямалла. Химипе биологи çул-йĕрне тĕпе хума палăртнă шкул строительствине хальлĕхе 15% пурнăçланă. Кÿкеçри шкулшăн ипотека корпорацийĕ яваплă — вăл та ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Округ пуçлăхĕ Николай Хорасев ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пынине, об±ектра куллен 100 çын патнелле ĕçленине çирĕплетрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăрринчи шкула хута ямашкăн «паттăрлăх кăтартса ĕçлеме» тивнине аса илтерчĕ — çак тĕслĕхе тĕплĕ тишкерме, малашне унашаллинчен сыхланма сĕнчĕ. Çапла, саккасçи — муниципалитет, анчах вырăнти влаçсен компетенцийĕ çителĕксĕр, çавăнпа, ун шучĕпе, кун пек чухне министерство енчен пысăк тимлĕх кирлĕ. Çавăн пекех Олег Алексеевич çывăх вăхăтрах Сад микрорайонĕнчи шкул строительствине çитсе курасси çинчен пĕлтерчĕ. Пусăм тусах каларĕ: ку шкула 2023 çул вĕçлениччен хута ямаллах.

Тĕплĕ тишкернĕ тепĕр тема — çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтересси. Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕтĕмĕшле илсен çутă ÿкерчĕк сăнларĕ: кăçалхи çичĕ уйăхра çулсем çинчи аварисен шучĕ 13.7% чакнă — 455 инкек пулнă. Вĕсенче 54 çын вилнĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 67/, 623 çын суранланнă. «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпороект тĕллевĕсенчен пĕри — шăпах çынен вилĕмне сахаллатасси. 2018 çулта республикăра аварисенче 162 çын вилнĕ, 19-мĕшĕнче — 130, 20-мĕшĕнче — 123... 21-мĕш çулта кăтарту, шел, каллех кăшт пысăкланнă — 125, пĕлтĕр чакнă — 119...

Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн Владимир Романовăн доклачĕ вара çак ÿкерчĕке тĕксĕмлетрĕ. Çулсем çинчи сарăмсăр тĕслĕхсен шутне нацпроект çуллен чакарса пыма, 2029 çул тĕлне 106 вилĕм таран пĕчĕклетме хистет. Республика вара ку енĕпе иккĕмĕш çул ĕнтĕ палăртнине пурнăçлаймасть. Кăçал хайхи чикĕрен иртни халех куçкĕрет — тунтикун тĕлне вилнисен шучĕ 68-а çитнĕ.

Чи хăрушă тĕслĕхсем — хире-хирĕç килекен транспорт хатĕрĕсем çапăнни. Çавăнпа ĕнтĕ çулăн хире-хирĕç йĕрĕсене уйăрни пысăк прĕлтерĕшлĕ. Шел те, републикăра ку енĕпе пилĕк çул нимĕн те туман. «Шупашкарти Граждан урамне реконструкциленĕ — унта та пулин хирĕç йĕрсене уйăрман...» — пăшăрханса палăртрĕ Владимир Геннадьевич.

Ĕç-пуç вара тата йывăрланма та пултарать. Сăмахран, «Шупашкар — Сăр» çул çинче. Унта хирĕç енсене уйăрман, транспорт халь те йышлă. М-12 автомагистрале хута янă хыççăн вара унтан тухакан е çав магистраль çине кĕрекен транспорт юхăмĕ тăруках пысăкланĕ — република пĕлтерĕшлĕ автоçул çинчи лару-тăру татах йывăрланĕ.

ПАИ управленийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех республикăри çулсем çинче колея пулса кайнă сыпăксем нумаййи çинчен каларĕ. Хĕлле унашкал çулсем тăрăх çÿресси пушшех кăткăс - пĕр йĕр çинчен теприн çине куçнă чухне инкек пуласси часах. Çавăнпа та вăл ку сыпăксене тикĕслес тĕлĕшпе васкавлăн мерăсем йышăнма чĕнсе каларĕ.

Владимир Романов çавăн пекех регионта руль умне эрех ĕçсе ларасси анлă сарăлнине палăртрĕ. Кашни 7-мĕш авари, çын вилнĕ кашни 4-мĕш тĕслĕх ÿсĕрсемпе çыхăннă. Çулталăк пуçланнăранпа аварисенче вилнĕ 13 водительтен 8-шĕ ÿсĕр пулнă. Кăçал аварисенче 5 ача пурнăçĕ татăлнă — «унашалли чылайранпа пулманччĕ». Пурте — траснпорт хатĕрĕсен пассажирĕсем. Эппин, çакăншăн аслисен çăмăлттайлăхĕ айăплă. Çав вăхăтрах республика çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă пропаганда ĕçĕ валли уйăракан укçа виçине чакарнă иккен — 6,6 миллионран 700 пин тенкĕ кăна хăварнă. Владимир Геннадьевич Олег Николаевран Транспорт тата Финанс министерствисене хайхи виçене унчченхи шайрах хăвармашкăн хушма ыйтрĕ.

Çивĕч ыйту — автошкулсенчи вĕрентÿ пахалăхĕ. Водительсене 55 организаци хатĕрлет — çулталăкра 14 пин çынна вĕрентсе кăларнă. Анчах çак пысăк йышăн 23% кăна ПАИри экзаменсене пĕрремĕш хутĕнчех тытайнă иккен. Ыттисен ик-виçĕ е ытларах та хут пыма тивнĕ. Икĕ автошкул тĕлĕшпе патшалăх автоинспекцийĕн асăрхаттару хатĕрлеме те тивнĕ — «вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатмаллах». Транспорт министерстви çулсем çинчи фото-, видеофиксаци приборĕсен шучĕ пысăкланса пынипе мăнаçланни те вырăнлах мар иккен. Çапла, çав приборсем водительсен дисциплинине çирĕплетеççĕ, вĕсене лартнă вырăнсенче аарисен шучĕ те чакни сисĕнет, анчах, управлени ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, çав пиборсенчен кашни виççĕмĕшĕ ĕçлемест-мĕн.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çулсен пахалăхĕ лайăхланса пынипе пĕрлех водительсен культури чакса пыни çинчен каларĕ. Ун шучĕпе, çирĕп яваплăх кирлĕ — унсăр хайхи культура та пулмĕ. Хальлĕхе вара пĕри çул-йĕр правилисене пăсать те — ыттисем унран тĕслĕх илеççĕ. Олег Алексеевич \çавăн пекех çул çÿреве йĕркелесси те çул-йĕр инфратытăмĕн аталанăвĕнчен юлмалла марри пирки асăрхаттарчĕ — тивĕçлĕ тытăмсем çакна яланах шута илмеççĕ. Çакна вăл тĕп хулари Калинин урамĕнчи тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Унта çĕр айĕнчи каçăсем темиçе те, çакна пăхмасăр çав каçăсенчен инçе те мар «зебрăсем» ÿкернĕ, çуран çынсем аяла анмасăр çул урлă каçмалли вырăнсем йĕркеленĕ. Кунашкаллипе, регион ертÿçин шучĕпе, çырлахма юрамасть.

www.hypar.ru

Комментари хушас