Комментари хушас

9 Авăн, 2024

Уксахлакан стройкăсемпе хускалман автоклубсем çинчен

Культура объекчĕсен строительствипе капиталлă юсавĕ, автоклубсен çуллахи тапхăрти ĕçĕ — çак тема республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ тееймĕн — хăш-пĕр округ пуçлăхĕн пит хĕретме те тиврĕ.

Округсен пуçлăхĕсем ĕлкĕрме шантараççĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова республикăра ку эрнере ирттерме палăртнă пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе паллаштарнă хыççăн культура министрĕ Светлана Каликова сăмах илчĕ. Строительство тата капиталлă юсав пыракан кашни объектри ĕçсемпе пайăррăн паллаштарчĕ. Шел те, ĕçсене вăхăтра вĕçлесси иккĕленÿллисем те çук мар.

Регионăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пĕтĕмпе 6 культура çурчĕ хута ямалла. Куславкка районĕнчи Илепар ялĕнчи клуб строительствинче ĕçсене вĕçленĕ, тивĕçлĕ акта алă пуснă. Уйрăм кăлтăксене пĕтермелле те — федерацин 48,5 миллион тенкипе усă курса çĕкленĕ культура çурчĕ халăха йышăнма тытăнĕ. Патăрьел округĕнчи Тури Чакăри культура çуртĕнче пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 64% танлашать. Объекта кăçал вĕçлемелле. Ун валли федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа тата пысăкрах — 53,8 миллион тенкĕ. Вăрнар округĕнчи Уйкас Кипекре тăвакан клуб — 49 вырăнлăх, çавна май хакĕ те пĕчĕкрех — 33 миллион тенкĕлĕх. Ăна çурла уйăхĕн вĕçĕнче хута ямалла пулнă — ĕçсем вĕçленмен-ха. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Тури Çĕрпÿкассинчи клуба хута ямалли вăхăт та хĕстерсе пырать, анчах унта хальлĕхе ĕçсен 35% кăна пурнăçланă.

Етĕрне округĕнчи Чириккассинчи республика бюджетĕнчен 32,5 миллион тенкĕ уйăрса тăвакан клубра пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 90% шайĕнче. Палăртнипе килĕшÿллĕн кăçал хута ярас тĕлĕшпе иккĕленÿ çук. Шупашкар округĕнчи Салапайкассинче те культура çурчĕ тăваççĕ. Ĕçсем 2022 çултанпах пыраççĕ — паянхи кун тĕлне объект хатĕрлĕхĕ 90% шайĕнче. Ун валли 46,7 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутра 26 миллиона яхăн — республика бюджетĕнчен.

16 муниципалитет территорийĕнче икĕ теçете клуба тĕпрен юсаççĕ. Укçа тĕлĕшпе чăрмавсем çук — малтан палăртн çумне хушса та уйăрнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕç-пуç тĕрлĕ: пĕтĕмĕшле илсен, министр палăртнă тăрăх, объектсен хатĕрлĕхĕ 40-рен тытăнса 100% таран. Виçĕ культура çурчĕ тĕлĕшпе ĕçсене вĕçлемелли вăхăта тăсма тивнĕ: Улатăрти культура керменĕнче, Канаш округĕнчи Мăкăрти, Шăмăршă окргĕнчи Анат Чаткасри культура çурчĕсенче...

Хăш-пĕр ĕçсене пурнăçламашкăн контракт туман тĕслĕхсем те пур-ха. Улатăрти культура керменĕн фасадне çĕнетмелли, Вăрнар округĕнчи Çĕрпелти култура çуртне ăшăпа, шывпа тивĕçтермелли системăсене тума, ытти ĕçсене пурнăçлама контрактсем туман. «Ку ĕçсене вăхăтра пурнăçласси тĕлĕшпе хăрушлăх тухса тăрать», — уçăмлатрĕ Светлана Анатольевна. Комсомольски округĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи клубри ĕçсем те пăшăрханатарççĕ. Министр объектра хăй пулнă, унти ĕçсене хальлĕхе 63% кăна пурнăçланине пăхмасăр муниципалитет тимлĕ ĕçлессе, объектри ĕçсене çывăх вăхăтра вĕçлессе шаннине палăртрĕ.

Çавна май Олег Николаев округсен пуçлăхĕсене хăйсене итлес тени ăнсăртран мар. Вĕсем, чăн та, пит пăшăрханнăн туйăнмарĕ — ĕçсене вăхăтра вĕлесси тĕлĕшпе чан çапма васкани сисĕнмерĕ. Патăрьелсен пуçлăхĕ Рудольф Селиванов палăртнине пурнăçлатпăрах тесе шантатрчĕ. Олег Николаев вăл сăмах панине асра тытассине палăртрĕ пулин те — ÿпкелерĕ: «Территорие хăтлăлатмалла. Ку ĕçсене вара çанталăк лайăх чухне пурнăçлани вырăнлă. Кайран, авăн уйăхĕн вĕçĕнче, çумăрсем каймалла. Çанталăк çавăн пек вĕт — халь лайăххине кайран япăххипе саплаштарать». Ку сăмахсем, паллах, Селиванов ячĕпе кăна мар, мĕн пур муниципалитет ертÿлĕхĕ илтмелле янăрарĕç.

Хĕрлĕ Чутайсем те хуйха ÿкмен. Регион ертÿçи ирттерекен канашлура асăннă кăтартусем кивелме ĕлкĕрнĕ, унтанпа подрядчик, юлашки икĕ эрнере ĕçсене палăрмаллах васкатнăскер, чылай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ: тăрă витнĕ, пластик чÿречесем вырнаçтарнă... Олег Николаев тата икĕ эрне кăна юлнине аса илтерчĕ пулин те татăклă хурав пулчĕ: ĕлкĕретпĕр...

Улатăрти ĕçсене тăсма тивни малтан проектпа смета документацийĕнче пăхман ĕçсем тупăннипе сăлтавланнă — унта улшăнусем кĕртнĕ. Фасада çĕнетме малтан «Гарант» компанипе контракт тунă, ăна татма тивнĕ. Тепĕр акуцион ирттереси çинчен пĕлтернĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн ĕçсем тепĕр çула та куçмалла, 2024 çулта пурнăçламаллине кăçалах туса ĕлкĕресшĕн.

Вăрнар округĕнчи Çĕрпелте те ĕçсене сутăн илмелли процедурăсене пуçарнă. Ку — виççĕмĕш аукцион. Чăрмав унта та проектпа смета документацийĕн пахалăхĕ тивĕçтерменнипе çыхăннă. Анчах ĕçе пуçăнас кăмăллă подрядчиксем пур — «çулталăк вĕçлениччен ĕçе пурнăçлатпăрах».

Пуррипе тухăçлă усă курмалла!

Автоклубсемпе çыхăннă темăна уйрăм ыйту пек палăртни те вырăнлă — ун тавра та тĕплĕ калаçу пулчĕ. Светлана Каликова республикăра 8 автоклуб ĕçленине çирĕплетрĕ. Тĕпрен илсен — нумаях пулмасть туяннисем. Канаш тата Патăрьел округĕсенчи автоклубсем кивĕрех — вĕсене 2010 тата 2015 çулсенче туяннă. Çуллахи тапхăрта автрокулубсем 156 хут çула тухнă — 23 пин çын валли концертсем лартнă, ытти мероприяти ирттернĕ. Ку енĕпе Çĕмĕрлесене мухтамалла — халăх валли автокулубпа усă курса 41 уяв йĕркеленĕ. Çĕрпÿсен кăтартăвĕ те япăх мар — 30 çул çÿрев.

Çав вăхăтрах питĕ япăххисем те пур. Муркаш округĕнче, сăмахран, пĕтĕмпе те икĕ çул çÿрев кăна йĕркеленĕ — 120 куракан валли... Чăрмавĕ водитель тупайманнипе çыхăннă-мĕн. Министр палăртнă тăрăх, автоклубсене инçетри ялсенче уйрăмах тарават йышăнаççĕ-мĕн. Чăваш эстрадин артисчĕсен концерчĕсемшĕн каçсах кяççĕ. Çавна май республика автоклубсене татах туянни питĕ вырăнлă. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕнĕ виçĕ автоклуб килнĕ, кĕçех тата тепре пулмалла. Вĕсене хăш округсене парассине конкурспа суйласа илĕç. Хальлĕхе округсенчен 7 заявка йышăннă.

Олег Николаев автоклубсемпе çыхăннă ĕçпе кăмăлсăррине пытармарĕ — информацие тĕплĕ тишкерсе ĕçе лайăхлатмалли куçкĕрет. Муркашсем автоклуба хăçан илнипе кăсăкланчĕ? Пуш уйăхĕнчех панă иккен — унанпа пĕтĕмпе те икĕ хут кăна ялсене тухнă... Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов водитель тупсан ĕçе кирлĕ пек йĕркеленĕ тесе тÿрре тухма тăчĕ-ха, анчах Олег Алексеевича ку тивĕçтермерĕ.

— Эсир çурла уйăхĕн вĕçĕнче, çуллахи кунсем вĕçленнĕ чухне, тин икĕ çул çÿрев йĕркеленĕ, Терĕ вăл. — Клубсемпе усă курмалла — халăх валли мероприятисем ирттермелле. Эпир кашни округа автоклубпа тивĕçтермелли тĕллев лартрăмăр. Сире кирлĕ мар тăк — тухăр та «мана кирлĕ мар, пирĕн ĕçлес килмест» тейĕр. Ăнланмалла мар лару-тăру — капла ĕçлеме юрамасть. Ĕçе пуçăннă тăк — ăна туллин пурнăçламалла. Ун чухне тин хăвăр та кăмăллă пулатăр, халăх та сире хисеплĕ...

Влаç органĕсем сÿрĕкрех...

Канашлу Чăваш Енĕн Пресса фестивальне — Республикăн çăмăл атлетсен «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ эстафетине пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев космонавт летчика халалласа йĕркелекенскер, кăçалхи тупăшу шучĕпе 86-мĕш пулчĕ. Спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх, çак тупăшу вăхăтĕнчех Шупашкарти «Олимпийский» стадинра ГТО нормативĕсене пурнăçлассине те йĕркелени уява пушшех пуянлатнă. Çавна май вăл çывăх вăхăтра ГТО фестивальне йĕркелес шухăш та пуррине палăртрĕ.

Ăмăртусене пĕтĕмпе 800 çын патнелле хутшăннă, медальсен 14 пуххине «выляттарнă». Ертÿçĕсемсĕр пуçне массăллă информаци хатĕрĕсен, спорт çемйисен, шкул ачисен, ыттисен эстафетисем пулнă. Влаç органĕсен чупăвĕнче Спорт министерствин команди мала тухни, паллах, тĕлĕнтермест. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ушкăнĕнче Шупашкар округĕн спортсменĕсене çитекен пулман. Федерацин влаç органĕсен хушшинче Шалти ĕçсен министерствин команди мала тухнă.

Влаç органĕсем тенĕрен, министр кăçал вĕсен командисем сахалрах пулнине палăртрĕ. Хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ чупăва ертÿçĕсен ушкăнĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй те хутшăннă та — вăл хăшĕсем пăрăнса юлнипе çырлахма юраманнине пусăм тусах палăртрĕ. Шăматкун хăш-пĕр тытăмăн пуçлăхĕсене стадионра курманни çинчен каларĕ — сăлтавĕсене уçăмлатма сĕнчĕ. Чупăва министр, унăн çумĕ хутшăнни ăмăртусен сумне ÿстерет кăна мар, ăна пăхăнакансене спортпа туслашма та хавхалантарать. Пуçлăх хăй ку енĕпе сÿрĕк тĕк — унăн командинчен те çитĕнÿсем кĕтни вырăнсăр. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем пуласси çинчен асăрхаттарчĕ

Аса илтерчĕ: Раççей Президенчĕ пысăк тĕллевсем палăртать — 2030 çул тĕлне республикăн халăхăн спортпа туслă йышне 70% çитермелле. Олег Алексеевич каланă тăрăх, хальлĕхе ку кăтарту 60% патнелле çывхарать. Анчах çак шая çитме çăмăлрах пулнă, кăтартăва малалла ÿстересси чылай йывăртарах — çине тăрарах ĕçлеме тивĕ.

www.hypar.ru