Николай КОНВАЛОВ

18 Авăн, 2014

Врач взятка илнĕ

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ химиксен хулинчи ÿтпе венерологи диспансерĕн врач-дерматовенерологĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Медике УК 290 статйин 3-мĕш пайĕпе айăплаççĕ - взятка илнĕшĕн.

23 Утă, 2014

Следстви вăрттăнлăхĕсем

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче следовательсем кăçал пуçласа Следстви органĕсен ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак куна суйласа илни 1713 çулта шăпах утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче I Петĕр патша следстви канцелярине туса хурасси çинчен калакан указ кăларнипе сăлтавланнă.

27 Çĕртме, 2014

Ваçкă итлет, анчах çав-çавах çиет

Центрти телекуравăн хыпарсен кăларăмĕсем юлашки уйăхсенче çак темăна куллен çĕклеççĕ. Сăмах - пăлхавлă Украинăн Раççей умĕнчи çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли калама çук пысăк парăмĕ пирки. Чăннипех ăнланма-йышăнма йывăр лару-тăру: Раççей парăма татмалла тесе апла та ÿкĕтлет, капла та хистет - çук, украинсем хăнк! та тумаççĕ, сенкер топливăна вара çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕчченех намăса пĕлмесĕр уçларĕç.

16 Ака, 2014

Пулă тытма юрамасть

ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕнче шыв биоресурсĕсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан органсен ертÿçисен анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса пулă тытма чарнин икĕ уйăхлăх тапхăрĕнче пурнăçламалли ĕçсене сÿтсе явнă.

Pages