Врач взятка илнĕ
Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ химиксен хулинчи ÿтпе венерологи диспансерĕн врач-дерматовенерологĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Медике УК 290 статйин 3-мĕш пайĕпе айăплаççĕ - взятка илнĕшĕн.
Преступлени кăçалхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулнă. Врач хăйĕн служба пÿлĕмĕнче пĕр хĕрарăмран 1 пин тенкĕ взятка илнĕ. Паллах, укçана ахалех паман, хĕрарăма ÿтпе венери чирĕсем çуккине ĕнентерекен справка кирлĕ пулнă, медицина тĕрĕслевĕпе, тивĕçлĕ анализсене парса аппаланас, вăхăт ирттерес темен. Тÿленĕ - пулчĕ те. Çак справка ăна хăйĕн мăшăрĕпе, юсанмалли учрежденире лараканскерпе, вăрахлăх тĕл пулăва кайма кирлĕ пулнă.
Следстви шухăшĕпе - врач айăпне ĕнентерме материал çителĕклĕ. Çавна май уголовлă ĕçе Çĕнĕ Шупашкар хулин судне тишкерме ярса панă ĕнтĕ. Преступление СК следователĕсем ШĔМĕн химиксен хулинчи экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн сотрудникĕсемпе алла-аллăн ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнине пайăррăн палăртаççĕ.
Николай КОНВАЛОВ