«Пирĕн чĕресем улшăнусене кĕтеççĕ»

2 Утă, 2020

Виктор Цой юрринчи çак сăмахсенчен пуçларĕ «Элара» НПК гендиректорĕн заместителĕ Наталия Партасова Олег Николаев майлисен тĕлпулăвне. Суйлав çывхарсах пырать – Николаевăн халăх штабне туса хунă, вăл тĕп хулари «Чувашия» хăна çуртĕнче вырнаçнă, тĕлпулу унта иртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пухăннисене хăйне шаннăшăн тав тунă май çак шанăçа тÿрре кăларас тĕллевпе пурнăçлакан тата пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Çав шутра — инвестицисемпе çыхăннă проектсем. Пĕри, сăмахран, 3 миллиард тенкĕлĕх, çĕнĕ 1 пин ĕç вырăнĕ йĕркелемеллискер. Чăн та, ун пирки Олег Алекссевич хальлĕхе тĕплĕн каласа памарĕ. Çавăн пекех Крыма трактор техникипе тивĕçтермелли килĕшÿ хатĕрлес ĕç пырать. Кунашкал проектсем татах пур.

Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн гендиректорĕ Юрий Попов, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ыттисем мĕншĕн Олег Николаев майлă пулнине уçăмлатрĕç, ăна суйлавра кăна мар, республикăшăн, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн тăвакан ĕçре пулăшса пыма шантарчĕç. «Пĕтĕмпех пирĕн алăра. Эсир пулăшсан пĕрле тĕллевсене пурнăçлатпăрах», — пĕтĕмлетрĕ тĕл пулăва Олег Алексеевич.

www.hypar.ru

Комментари хушас