Трактор мар, çын сухалать

Йĕпреç тăрăхĕнче механизаторсен професси ăсталăхне ÿстерессине, çĕр ĕçĕнчи паха опыта сарассине пысăк вырăн уйăраççĕ. Çакна районти сухаçăсен ăмăртăвне кашни çулах ирттерни те лайăх çирĕплетет. Йăлана кĕнĕ тупăшăва хутшăнма кăмăл тунисене çак кунсенче «Красный партизан» колхоз йышăнчĕ.

Сухаçăсен ăмăртăвĕ кăçал 31-мĕш хут иртрĕ. Ăна Республика кунне тата район историйĕнче паллă йĕр хăварнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн III тата II степень Мухтав тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Иван Петров механизатора халалларĕç. Вăл çуралнă тăрăха çĕнтерÿпе таврăннă та тивĕçлĕ канăва тухичченех «Ибресинский» тата «Знамя» хуçалăхсенче «хурçă утпа» ĕçленĕ. Сухаçăсен ăмăртăвĕнче темиçе те çĕнтернĕ. Шел, вунă çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

- Иван Степановичăн ырă сăнарĕ пире çĕнĕ çитĕнÿ тума хавхалантарать, - терĕ ăмăртăва уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров. - Чи лайăх кăтартупа савăнтаракан механизатора ун ячĕллĕ приз парса хавхалантарăпăр. Çак чыса тивĕçекенсен йышĕ çуллен ÿсни кама ан савăнтартăр? Çĕртен тупăш ытларах илессишĕн канăçа çухатса ĕçлекенсем - кашни хуçалăхрах. Паянхи тупăшу çĕнĕ ятсемпе пуянланĕ.

Пучинке сали çывăхĕнчи хура пусă уйĕнче ирттернĕ ăмăрту Николай Петрович сăмахĕ тÿрре тухнине кăтартрĕ. Комисси механизаторсен ĕç пахалăхĕн 10 енне тĕпе хурса хакларĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă кĕрешÿ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Пысăк Упакассинчи Корнилов фермер хуçалăхĕн чысне хÿтĕленĕ, халĕччен кунашкал конкурса хутшăнман Василий Корнилов хăйне шанса панă МТЗ-82 тракторĕпе тÿрĕ те тарăн касă çырнине палăртрĕ. Комисси чăркăшланса пăхрĕ пулин те унăн ĕçĕнче пĕр кăлтăк та тупаймарĕ. Призпа чысланă чух ашшĕ, фермер хуçалăхĕн ертÿçи Олег Корнилов, чи малтан саламларĕ.

Кустăрмаллă тракторпа тупăшнă сухаçăсенчен II степень Диплом çĕнсе илнĕ «Трудовик» агрофирма механизаторĕ Яков Ерилеев Корниловран темиçе балл кăна сахалрах пухрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Пысăк Упакассинче пурăнаççĕ. «Эпĕ ÿлĕмрен санпа ăмăртса ĕçлеме килĕшÿ тăвас тĕллевлĕ», - савăк кăмăлпа палăртрĕ Яков Ерилеев, хăйĕн ентешне пысăк çитĕнÿпе саламланă май.

Туçа каччи, «Красный фронтовик» колхоз уйĕнче трактор çÿретекен Петр Дмитриев Пучинкерен III степень Диплом илсе кайрĕ. Гусеницăллă тракторпа чи маттурри «Искра» колхозран килнĕ Александр Тихонов пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Владимир Арсентьев /«Трудовик» агрофирма/ тата Петр Егоров /Калинин ячĕллĕ ЯХПК/.

«Чи çамрăк механизатор» номинацире «Путиловка» агрофирма механизаторĕ, 22 çулти Юрий Захаров палăрчĕ. Упакасси тăрăхĕнче Захаровсем пысăк хисепре. Юрий ашшĕ çулнех такăрлатать. Александр Захаров, чылайранпа Пĕчĕк Упакассине хăйĕн хастарлăхĕпе тĕлĕнтерсе тата савăнтарса тăраканскер, ывăлĕн ĕçĕ-хĕлĕпе питех те кăмăллă.

Çак агрофирмăра ĕçлекен, сухаçăсен район тата республика ăмăртăвĕсенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене тухнă Николай Захаров /çÿлерех асăннă Захаровсен çывăх тăванĕ тата вĕрентекенĕ/ нумай пулмасть тăван республика чысне Владимир облаçĕнчи Суздаль тăрăхĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри сухаçăсен конкурсĕнче хÿтĕленĕ, çĕр-шыври чи лайăх 10 механизатор йышне кĕнĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.