Раççей культурине вăй паракан çăл куçсем

Республика кунĕнче Хĕрлĕ тÿрем самантлăха та лăпланмарĕ. Кама кăна йышăнмарĕ пуль вăл: Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйне килсе çитнĕ хăнасене, чăваш эстрада юрăçисене, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи ал ĕç, юрă-ташă ăстисене, хула çыннисемпе уява килнĕ ентешсене... Çакăнтах Чăваш Ен районĕсемпе хулисен этнокультура кил-çурчĕсемпе паллашма май килчĕ. Кашниех вăй çитнĕ таран тăрăшнă, вăл е ку хутлăхăн хăй евĕрлĕхне уçса пама мехел çитернĕ.

 

Каçхине çичĕ сехетре унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата сумлă хăнасем килсе çитрĕç: Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Валентин Шурчанов, Руслан Тихонов, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Раççей Геройĕ, РФ Президент Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн Регион политикин департаменчĕн пуçлăхĕ Алексей Романов, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович, çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов...

 

Паллă та хисеплĕ çак çынсем республикăра çирĕм иккĕмĕш хут иртекен халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивальне савăнăçлă лару-тăрура хупма хутшăнчĕç. Михаил Игнатьев Чăваш Ен çыннисене, хăнасене Республика кунĕпе саламларĕ: "Чăваш Ен эсир пуррипе пуян. Авалхи культурăна, йăла-йĕркене ваттисем хушнă пек ламран лама, çамрăк ăрăва парса пырса çĕр-шыва, тăван республикăна çÿллĕ шая çĕкленме пулăшатăр, - терĕ. - "Раççей çăл куçĕсем" йышши фестивальсем халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетме, Раççей халăхĕсен наци культурин пуянлăхне упраса хăварма май параççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Чăваш халăхĕн культури нумай енлĕ, тĕлĕнмелле пуян. Çак уявсем пире иртнине аса илме, хальхине хаклама тата малашлăха шанчăкпа пăхма пулăшаççĕ".

 

Паллă çак кун патшалăх наградисене илекенсем те пулчĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе СССР халăх артисткине, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткине Вера Кузьминана Хисеп орденĕпе наградăланă. Чăваш халăхĕ юратакан актриса çак чыса ĕçри çитĕнÿсемшĕн, обществăри хастарлăхшăн тивĕçнĕ. Сумлă наградăна Вера Кузьминична ЧР Пуçлăхĕн аллинчен пĕтĕм халăх умĕнче илчĕ. Уява пынисем ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Вулаканăма Вера Кузьминапа паллаштарма кирлех те мар, эпир вăл калăпланă сăнарсене чуна илсе çитĕннĕ. Халăх юратакан Чăваш театрĕнче вăл 66 çул. Хисеплĕ Вера Кузьминична, тата нумай-нумай çул ĕçлеме, вун-вун çĕнĕ сăнар калăплама ырлăх-сывлăх сунатпăр сире.

 

Тав сăмахĕнче пултаруллă çыннăмăр çак шухăша палăртрĕ: "Тавтапуçах, хисеплĕ чăваш халăхĕ, хисеплĕ хăнасем. Чăваш çĕрĕ чечеклентĕр, чăваш чĕлхи яланах пултăр. Малалла-ха пурнăç, малалла!"

 

Чăваш Республикин Указĕпе тăван республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, общество тата ыр кăмăллăх енĕпе хастарлăх кăтартнăшăн "Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ" ята Раççей Геройне, Канаш районĕнчи Янкăлчра çуралса ÿснĕ Николай Гаврилова панă. Ун паттăрла ĕçĕсем пирки те илтмен мар: Раççей çарĕн тава тивĕçлĕ летчикĕ Афганистанра пин-пин хут сывлăша çĕкленнĕ, патшалăхăн ятарлă хушăвĕсене пурнăçланă. Паттăрлăхшăн ентешĕмĕр Ленин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, III степень "Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" ордена тивĕçнĕ.

 

Республика ертÿçи декораципе хушма искусствăн Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" вун иккĕмĕш конкурсĕн гран-прине Иваново облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан Любовь Степановăна пачĕ. Вăл хăйĕн "Телей кайăкĕ" ĕçне, халăхсен хушшинчи туслăха палăртаканскере, чăваш тата вырăс тĕррин ерешĕсемпе усă курса хатĕрленĕ.

 

Република кунĕпе пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Валентин Шурчанов, Руслан Тихонов, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович саламларĕç.

 

Ун хыççăн Хĕрлĕ тÿремре юрă-кĕвĕ хуçаланма пуçларĕ. Хула çыннисемпе хăнасем Китайран, Италирен килнĕ артистсен, Раççейри вун-вун регионти халăх пултарулăх ăстисен тата çавăн пекех хамăрăн профессионал тата фольклор коллективĕсен юрри-ташшипе киленчĕç. Уява çавăн пекех фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери çиччĕмĕш гала-концерчĕ илем кÿчĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.