Archive - 3 Çĕртме, 2014 - Хыпар

3 Çĕртме, 2014

Чăваш халăхĕн сумлă профессорĕ

Леонид Павлович Сергеев – паллă чĕлхеçĕ, чăваш диалектологине тĕпчес ĕçĕн пысăк ăсти, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ /1974/, профессор /1981/, РФ тата ЧР ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1990, 2001/, К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ /1992/, Раççей Федерацийĕн аслă

3 Çĕртме, 2014

Пирĕн ентеш - çĕр-шыв чемпионки

Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешекен йышлă. Çавăнпах пулĕ пирĕн республикăра олимпçăсене хатĕрлекен спорт центрĕ тума палăртнă. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче иртнĕ çĕр-шыв чемпионачĕ ку шухăша çирĕплетет.

3 Çĕртме, 2014

Кÿршĕсен кÿренме сăлтав çук

Иртнĕ эрнере журналистсене ЧР Строительство министерствин Çĕнĕ Шупашкарти «Биологи тасатăвĕн сооруженийĕсем» патшалăх унитари предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç

3 Çĕртме, 2014

Тĕрĕслев чăрмав ан кÿтĕр

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тата тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен хушшинчи комиссийĕ хальхинче хăйĕн ларăвĕн кун йĕркине виçĕ ыйту кĕртнĕ: «2014 çулхи пĕрремĕш кварталта Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ çинчен», «Пушар хăрушлăхне чакарас тĕлĕшпе полномочи тивĕçĕсене мĕнле пурнăçлани тата малтан панă предписанисене пăхăнманнине пула пушар шучĕ ÿсни çинчен», «Тĕрĕслев органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсе

3 Çĕртме, 2014

Ыранхи кун пыл тути калатăр

Канашсем çурхи уй-хир ĕçĕсене иртерех пуçларĕç те - маларах вĕçлерĕç. Çакă Акатуй уявне те республикăра чи малтан ирттерме май пачĕ. Иртнĕ эрне кун юрă-ташăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе, яланхи савăк кăмăлпа йыхравларĕ вăл халăха.

3 Çĕртме, 2014

Çăлтăрпа - зарядкăна

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăлтăрпа пĕрле ачасен ирхи зарядкине хутшăннă. Хĕрлĕ лапамра сывлăх уявĕ садиксенчи 15 пин ачана тата вĕсен ашшĕ-амăшне пухнă.

3 Çĕртме, 2014

И.НИКОЛАЕВА.ÇУМĂР КĔТЕÇÇĔ - ЧŸК ИРТТЕРЕÇÇĔ

Йăла-йĕрке пурăнсан ял пĕтмест. Ку чăнах та çапла. Юлашки çулсенче республикăри чылай хутлăхра ял кунне палăртма тытăнчĕç. Пĕрисем ăна - Çимĕкре, теприсем - Питравра, виççĕмĕшĕсем Илен кунĕнче е Сăпасра паллă тăваççĕ. Çав вăхăтрах Çуллахи Микулара праçнике пухăнакансем те пур. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ачкасси ял тăрăхне кĕрекен Калкассисем, Ачкассисем тата Серенкассисем çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче уявра савăннă. Çуллахи тата Хĕллехи /раштавăн 19-мĕшĕнче пулать/ Микулана /пирĕн тăрăхра ăна Микулнă теççĕ/ ял халăхĕ пысăк праçник вырăнне хурать.

Pages