«Кăçалхи тĕллеве пурнăçларăмăр»

3 Çĕртме, 2014

- Тавралăха ешĕллентермелли çурхи тапхăр иртрĕ. Унпа паллаштарсамăр?

- Çунчăкран, хăрăк-харăкран, чирлĕ тата касмалли вăхăчĕ çитнĕ культурăсенчен тасатнă, строительствăна, вутта яма йывăç кăларнă лаптăксенче, ытти çĕрте вăхăтра хунав лартса чĕртесси, агротехникăна пăхăнса ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласси - пирĕн вăрманçăсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри, - терĕ Иван Васильевич. - Федерацин Атăлçи округĕн вăрман хуçалăхĕн департаменчĕн ертÿçи Н.Кузьмин çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ селектор канашлăвĕнче республика хунав лартмалли плана чи малтан тултарнă субъектсен йышĕнче пулнине çирĕплетрĕ.

Кăçал тĕрлĕ культура 642 гектар лартмаллаччĕ. Вăрман фондне 648 тавăртăмăр: 2014 çулхи плана ирттерсе тултартăмăр. Вăл шутра патшалăх саккасĕпе çирĕплетнĕ килĕшĕве федераци хыснинчен уйăрнă укçапа пурнăçласа лартни - 560 гектар /86%/. Унсăр пуçне йывăç сайра шăтнă 48 гектара çамрăк хунавпа çăралатрăмăр. 15 гектар лаптăкра çитĕнтерме пăхман культурăсене пĕтерсе кирлисене ÿсме май туса патăмăр. Курăк çулнă прачаксенче те çавăн чухлĕ пулчĕ. Вăрман фондне кĕртнĕ йывăçсен 92% - çынсем лартни.

2014 çулта 837 гектар хунав лартмашкăн уçлăх хатĕрлеме, тĕрлĕ майпа усă курса йывăç тымарне тăпрана варăнтарма, питомниксенче килес çулсем валли хунав çителĕклĕ шăтарма, ăна çум курăкран тасатма, йывăç сайра шăтнă çĕре çăралатма, вăрлăх кирлĕ чухлĕ пуçтарма, ытти ĕçе пурнăçлама федераци хыснинчен 22,2 млн тенкĕ уйăрĕç.

- 2010 çулта вут-çулăм иртнĕ лаптăксене çунчăкран тасатассине еплерех йĕркеленĕ?

- Вĕсенче ĕç аванах - 2011-2013 çулсенчи пекех - пырать. Ку ыйтăва пĕр кун та куçран вĕçертместпĕр. Çуркунне çунчăка пухса турттарнă 492 гектар лаптăкра хунав лартрăмăр. Кĕркуннеччен ытти лаптăкри хăрăмлă кăмăр-каптака аякка сирсе ĕçе малалла тăсăпăр. Вут-кăвар алхаснă чăтлăх-вĕтлĕх вырăнне çунчăкран пĕтĕмпе 5305 гектар /80%/ тасаттартăмăр. 1820 гектар /30%/ хунав лартрăмăр ĕнтĕ. Танлаштарма: федерацин Атăлçи округĕнчи пушар тăкак кÿнĕ вăрман лаптăкĕн - 34%, Мари Элпа Мордвари - 35%, Чул хула облаçĕнчи 22% çунчăка пуçтарса купаланă.

2013 çулта 982 гектар лаптăкри хăрăмлă кăмăр-каптака пĕр çĕре пухма федераци бюджетĕнчен - 13 млн, республика хыснинчен 4 млн тенкĕ куçарчĕç. Кăçал пурĕ - 689, вăл шутра федерацирен уйăрнă укçапа 399 гектар çинчен турттарса тухма палăртрăмăр. Шел те, Раççей Вăрман хуçалăхĕн агентстви кĕмĕл çителĕклĕ куçарман пирки ĕç тăсăлать. Унăн ертÿлĕхĕнчен нухрат куçарма ыйтатпăр.

- Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕр-шывĕпех, çав шутра Чăваш Енре те, йывăç лартнă. Ырă ĕç мĕнле иртрĕ?

- Министерство тата «ЭКА» общество организацийĕ çав кун Атăл леш енче йĕркеленĕ экологи акцине çынсем йышлăн хутшăнчĕç. Çут çанталăк тусĕсене Атăл йăлăмĕнче хунав лартма иртнĕ çул пуçласа явăçтартăмăр. Хаваспах пычĕç. Кăçал та пулăшрĕç. Акцие çуллен çĕнĕ çынсем хушăнаççĕ. Ку ĕç тÿлевсĕр. Çак çуркунне юхан шыв урлă 200 çын /Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем, преподавательсем, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ĕçченĕсем, Раççей вăрманне пуянлатассишĕн тăрăшакансем/ каçрĕ. Республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Анатолий Князевпа Киям Мифтахутдинов çамрăксене лайăхрах ĕçлеме хавхалантарчĕç. Шупашкар вăрманлăхĕ вĕсене ĕç хатĕрĕпе, хунавпа тивĕçтерчĕ. Пĕрремĕш хут йывăç лартакансене вăрманçăсем ĕç меслетне хăнăхтарчĕç. Пурĕ 30 пин тĕп лартрăмăр.

Çав кун акцие вăрманлăхсем те хутшăнчĕç. 561 çын 37,7 гектар çине 250 пин тĕп йывăç лартрĕ. Вăрманлăх специалисчĕсем, волонтерсем ял-хула çыннисене çут çанталăка хÿтĕлеме чĕнсе каларĕç, 4 пин буклет салатрĕç.

 Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.