Çăлтăрпа - зарядкăна

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăлтăрпа пĕрле ачасен ирхи зарядкине хутшăннă. Хĕрлĕ лапамра сывлăх уявĕ садиксенчи 15 пин ачана тата вĕсен ашшĕ-амăшне пухнă.

Республика Пуçлăхĕ пухăннисене пурне те ачасене хÿ¬тĕлемелли кунпа саламланă, Чăваш Ен патшалăх политики ача амăшĕпе ачалăх институтне çирĕплетессине тĕпе хунине палăртнă. «Парксенче ашшĕ-амăшĕпе ачи уçăлса çÿренине курсан яланах савăнатăп, мĕншĕн тесен ача çуратасси модăна кĕрсе пырать - ку питĕ лайăх!» - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ирхи зарядкăна фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçи Оксана Вербина тата хулари çамрăк спортсменсем - Раççей спорт мастерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ, Европăн тăватă хут чемпионки тата тĕнчен икĕ хут чемпионки, штанга йăтас енĕпе Раççей рекордсменки Анастасия Петрова, тухăç кĕрешÿ мелĕсем енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, çак енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен виçĕ хут призерĕ, каратэ енĕпе Раççейĕн нумай хут чемпионĕ тата призерĕ Евгений Краюшкин, командăсен хушшинче ухăран перес енĕпе тĕнчере мала тухмалли ăмăртăвăн кĕмĕл призерĕ, ухăран перессипе командăсен хушшинче çамрăксен Европа Кубокĕн пĕрремĕш тапхăрĕн çĕнтерÿçи Елена Елизарова - ирттернĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.