Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун

6 Çĕртме, 2014

Каникулта - кану та кулă!

Клоун, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем, хаваслă юрă-ташă, конкурс-вăйă, пылак çимĕç... Çак сăмахсен çыххи сире ача-пăча уявне куç умне кăларма хистерĕ-и? Эппин, сирĕн шухăшлавăр питĕ тĕрĕс аталаннă.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун пулнине пĕлетпĕр. Республикăн кашни кĕтесĕнчех çак праçнике хавхалануллă ирттерме тăрăшрĕç.

Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Виктор Федоров та шăпăрлансем çинчен манмарĕ: уява халалласа ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерме тĕв турĕ. Çак пуçарăва пурнăçа кĕртме ăна А.Александров, А.Васильев предпринимательсем пулăшрĕç.

3 Çĕртме, 2014

Çăлтăрпа - зарядкăна

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăлтăрпа пĕрле ачасен ирхи зарядкине хутшăннă. Хĕрлĕ лапамра сывлăх уявĕ садиксенчи 15 пин ачана тата вĕсен ашшĕ-амăшне пухнă.