Телейпе тултăр ачалăх

31 Çу, 2015

Çула çитменнисен прависене хÿтĕлесе

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Анчах та çакă ытти чухне вĕсене хÿтлĕх кирлĕ маррине пĕлтермест. Пĕчĕкскерсемпе те, çула çитменнисемпе те уйрăмах асăрхануллă пулмалла - вĕсене кÿрентерме часах-çке. Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕ ахальтен мар çак ыйтупа уйрăмах тимлĕ ĕçлет, ача правине пăснă тĕслĕхсене, унпа çыхăннă преступленисене опытлă следовательсем, çула çитменнисемпе хутшăнас енĕпе опыт пухнисем, уçăмлатаççĕ. Шар курнисемпе кăна мар, уголовлă ĕçпе çыхăннă ытти çамрăкпа ача-пăча интересĕсене хÿтĕлесе ытти ведомствăпа килĕшÿ çырса ĕçлесси йăлана кĕнĕ. Сывлăх сыхлавĕн, Вĕренÿ министерствисемпе, Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйпа тăватă енлĕ килĕшĕве алă пуснă. Ку шар курнă çамрăксене психологи реабилитацине хăвăртрах тухма май парать. Çухалнă çынсене, çав шутра ачасене те, шыраса тупмашкăн Шупашкарти волонтерсен центрĕпе çыхăну йĕркеленĕ. Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Мĕн каламалли, ултавçăсем фармацевтсен хушшинче те сахал мар. Унсăр пуçне шурă халат тăхăннисем тепĕр чухне Гиппократ тупи çинчен те манаççĕ. Кун пеккисене тăрă шыв çине кăларма Раççей сывлăх надзорĕн Чăваш Енри управленийĕпе пĕрле тăрăшаççĕ. Çула çитмен çамрăксемпе çыхăннă преступленисене уçăмлатма, паллах, республика прокуратурипе тата ШĔМпе тачă çыхăнса ĕçлени пулăшать.

Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕнче “Ача - хăрушлăхра” лини уçнă. Инкеке, хăрушлăха лекнĕ пепкесемпе çула çитмен çамрăксем пирки пĕлсен-илтсен 8 /8352/ 45-23-99 номерпе шăнкăравламалла. Ку “хĕрÿ лини” шутланать. Шăнкăравсене талăкĕпех йышăнаççĕ.

Шкултан таврăнман...

2014 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Куславккара пулса иртнĕ тискер ĕç республикăна мар, çĕршывĕпех кисретрĕ. Усал ĕçе тăваканни - Тутарстанра пурăннă арçын. Следстви, унтан суд палăртса çирĕплетнĕ тăрăх, арçын çав кун кăнтăрла тĕлнелле шкулти практикăран таврăнакан 11 çулти хĕрачана киле илсе çитеретĕп тесе машинăна лартнă. Анчах кустăрмаллă урхамах хуларан тухса вăрман еннелле пăрăннă. Хĕрачана пусмăрланă, унтан вĕлерсе çĕре чавса чикнĕ. Право пур хурал органĕ те пĕрле ĕçлени усал ĕçе хăвăртах уçăмлатма май панă. Кăçалхи пуш уйăхĕнче ЧР Аслă Сучĕ хайхи арçынна /арçынах темелле-ши ăна?/ 23 çуллăха кирпĕч шутлама ăсатнă.

Аслати авăтмасăр хĕрес хывмаççĕ çав... Вырăнти лару-тăрăва инкек хыççăн çеç тишкерме пуçланă. Йĕркене пăснă нумай тĕслĕхе тупса палăртнă. Ачасене çуллахи практикăна ашшĕ-амăшĕ çырса ирĕк памасăрах явăçтарнă-мĕн. Çак вăхăтра ачасене шкул автобусĕпе турттарасси те манăçа тухнă. Следователь ыйтнипе шар курнă хĕрачан класс ертÿçине, шкул директорне, Куславкка вĕренÿ управленийĕн яваплă ĕçченне айăпланă. Ачасене вĕренÿпе çыхăнман мероприятисене турттарассине йĕркеленĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа шкул автобусĕн маршрутне улăштарнă.

Çамка çинчи “иккĕ”

Шăв-шав çуратнă уголовлă тепĕр ĕçе Комсомольски районĕнчи кĕçĕн классене вĕрентекен тĕлĕшпе пуçарнă. Ун вĕçне кăçалхи çу уйăхĕнче пăнчă лартнă. Тĕпчев палăртнă тăрăх, 2013 çулхи нарăс - 2014 çулхи çу уйăхĕсенче вăл кĕçĕн классенче ăс пухакансем тĕлĕшпе педагогшăн юрăхсăр мелсемпе усă курнă. Шăпăрлансенчен пĕрин çăварне скотчпа çыпăçтарса хунă, теприсен çамки çине хĕрлĕ чернилпа “иккĕ” паллă ÿкернĕ. Ашкăнакансене, киле панă ĕçсене пурнăçламаннисене, йăнăш тăвакансене ĕнсе чикки лектерме те пултарнă. Вĕрентекене 3 çуллăха условнăй майпа айăпланă, 50 пин тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне тепĕр икĕ çул профессипе ĕçлеме юрамасть унăн.

Ясар “режиссер”

Шупашкар хулин Мускав район судĕнче Çĕрпÿ арçынни тĕлĕшпе ĕçе 2015 çулхи ака уйăхĕнченпе тишкереççĕ. Вăл тунă преступлени 32 эпизода сăнлать - ытларахăшĕ çула çитмен 8 çамрăкпа çы¬хăннă. 2010 çулхи чÿк - 2014 çулхи утă уйăхĕсенче вăл ачасем хăйсене хÿтĕлейменнипе усă курса вĕсене ар çыхăнăвне явăçтарнă. Тепĕр чухне çакăншăн тÿленĕ те - 500-шер тенкĕ. Ясарлăхсăр пуçне пултарулăх та “аталаннă” курăнать усал шухăшлăскерĕн - çула çитменскерсене вăл видеопа ÿкернĕ, каярахпа çакна Интернетра сарнă. Ашшĕ-амăшĕ çак вăхăтра ăçта пулнă-и? Шăпах вĕсен тимлĕхне пула çакланнă та ясар “режиссер”. Пепкисем палламан арçынпа СМС урлă хутшăнни сисчĕвлентернĕ вĕсене. Малтанах арçынна хăйсем тĕллĕн шыраса тупма хăтланнă. Анчах та лешĕ ырă мара сиссе преступлени йĕрне пытарма хăтланнă, видеосюжетсен пĕр пайне тĕп тунă. Хăй ют çын паспорчĕпе Мускава тухса тарнă. Çĕршыв тĕп хулинче хваттер тара илсе, сăмах май, вĕсене улăштарсах тăнă, темиçе уйăх пурăннă. Анчах капкăн хупăннă - арçынна çапах та тытса чарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.