Тĕрĕслев чăрмав ан кÿтĕр

3 Çĕртме, 2014

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тата тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен хушшинчи комиссийĕ хальхинче хăйĕн ларăвĕн кун йĕркине виçĕ ыйту кĕртнĕ: «2014 çулхи пĕрремĕш кварталта Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ çинчен», «Пушар хăрушлăхне чакарас тĕлĕшпе полномочи тивĕçĕсене мĕнле пурнăçлани тата малтан панă предписанисене пăхăнманнине пула пушар шучĕ ÿсни çинчен», «Тĕрĕслев органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çивĕчленнĕ ыйтăвĕсене татса пама йĕркеленĕ ведомствăсен хушшинчи мобильлĕ ушкăнсен ĕç-хĕлĕ çинчен».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларăва республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç тăвакан канашĕн представителĕсемпе пĕрлех федерацин потребительсен прависен хÿтĕлекен сферăри службăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, федерацин Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăрăвăн министерствин республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ-сăнав ĕç-хĕлĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров полковник, вĕренÿ тата юстици министрĕсем Владимир Ивановпа Надежда Прокопьева, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хула, Вăрнар, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне район администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев палăртнă тăрăх - çакăн усси ытларах та ытларах лайăхланни, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тĕрĕслесе-сăнаса тăракан органсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлеме тытăнни куç кĕрет. Акă кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ пулăшнипе тĕрĕслевпе сăнав органĕсен специалисчĕсемпе пĕрле республикăри 5 зонăра район пуçлăхĕсемпе район администрацийĕсен пуçлăхĕсем валли семинарсем йĕркеленĕ. Вĕсенче ĕçри кăлтăксен, унчченхи йăнăшсен сăлтавĕсене сÿтсе явнă, вĕсенчен хăтăлмалли çул-йĕре палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра вырăнти влаç тытăмĕсене 22 тĕрĕслевпе сăнав органĕ «куçран вĕçертмест», вĕсене ĕç-хĕлĕн 40 ытла енĕпе тĕрĕслет. Сăмахран, кăçалхи пĕрремĕш кварталта влаç тытăмне Россельхознадзор, Ростехнадзор, МЧС, прокуратура тата ытти сăнав органĕ тĕрĕсленĕ. Прокуратурăран кăна влаç тытăмне 1499 çырупа ыйту тата представлени килнĕ. Ытти тĕ¬рĕслевпе сăнав органĕсенчен çитнисемпе пĕрле - 3236. «Ытла çине тăрса тĕрĕслени вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне чылай чухне татах йывăрлатать, - терĕ Канашăн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев. - Вырăна тухса тĕрĕслесе кайран хурав хатĕрлесе вăхăт самай çухалать. Çавăнпа та пире пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлени кирлĕ. «Сехĕрлентернĕ» чухне алă-ура та çыхланать...» Малашне текех çапла ан пултăр тесе ларăва хутшăннисем мĕн йышăнни çинчен «Хыпар» хаçатăн çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнчи номерĕнчи «Вырăнти хăй тытăмлăх» кăларăмра тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.