Комментари хушас

3 Çĕртме, 2014

Амăшĕн мухтавĕ - ывăлĕсем

«Интернат - пурнăç шкулĕ. Унта ÿсмен тăк чемпион пулайăттăм-ши?» - çак шухăшпа канăçсăрланнă кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче рекордне 11 хут çĕнетнĕ Сергей Кириллов. Чăннипе, çĕр-шыври тимĕр вăййипе туслисен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ тăлăх мар. Апла пулсан РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ мĕн¬шĕн интерната лекнĕ-ха? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпех Куславкка тăрăхне çитсе килтĕм.

Валентина Ивановнăпа, чемпионăн амă¬шне çапла чĕ¬неççĕ, ывăлĕн хваттерĕнче тĕл пултăмăр. Хăнасене /манпа пĕрле Сергей Кирилловăн пĕрремĕш тренерĕ Иван Краснов пычĕ/ кинемей кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Ачисем аякра чухне хваттер пушă ларать пулин те пире вĕри чейпе тата кукăльпе хăналарĕ. Хăйне вăр-вар та хастар тыткаланăран çичĕ теçеткене çывхарать пулĕ тенĕччĕ, çук иккен. 1934 çулта çуралнăскер кăçал 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çак куна Валентина Ивановна чăтăмсăррăн кĕтет. Ун чухне инçетре пурăнакан ачисем килеççĕ-çке. Ахăртнех, вĕсене çупăрласа ыталас килет ватă çыннăн.

Куславкка районĕнчи Мĕниçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Кирилловăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Хĕр ача 7 çулта чухне хаяр вăрçă пуçланнă, çавăнпа ăна та ытти ача-пăча пекех телейсĕр шăпа кĕтнĕ. Мĕн кăна курман, мĕнле кăна йывăрлăха чăтса ирттермен пулĕ. Пĕчĕклех ял халăхĕпе пĕрле кунĕн-çĕрĕн уй-хирте пилĕк авма тивнĕ. Çамрăклах ашшĕсĕр юлни пĕтĕм ĕмĕт-шухăша тĕп тунă. Пĕр вăхăт колхозра вăй хунă хыççăн хĕр Куславккари автофургонсем тăвакан завода вырнаçнă.

Çитĕнсен те ăна мăшăрпа пĕрле пурăнма тÿр килмен. Тăватă ывăла ÿстермешкĕн йывăртарах пулнă хĕрарăма, çавăнпа тăваттăшне те интерната вырнаçтарнă. «Тутă, ырă-сывă пулĕç унта шухăшларăм ун чухне, - иртнине аса илчĕ Валентина Ивановна. - Телее, ывăлăмсене патшалăх хÿтте илчĕ, вĕсем лайăх çын пулса çитĕнчĕç. Мухтав турра: пурте тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ».

Асли Николай /1970/ - амăшĕн тĕревĕ. Сергей /1972/ çемйипе Санкт-Петербургра тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе Иринăпа /вăл та Куславккаран, интернатра пĕрле вĕреннĕ/ пĕр ача çитĕнтереççĕ. Владимир /1975/ - подполковник, УФСИН тытăмĕнче ĕçлет. Хусан çар-медицина институтĕнчен вĕренсе тухнăскер çамрăк чухне футболист пулнă. Чи кĕçĕнни - Алексей /1978/, пиччĕшĕ пекех спортсмен. Кире пуканĕ йăтас енĕпе Раççей спорт мастерĕ, çарпа спорт институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Халĕ Мускавра пурăнать.

Амăшĕпе пĕр хуларах пулнăран ывăлĕсем киле час-час хăнана çÿренĕ. «Кашни канмалли кун килетчĕç ачамсем, дачăра ĕçлеме пулăшатчĕç. Володя уйрăмах тăрăшуллăччĕ, вăл тума пĕлмен ĕç те çукчĕ. Сергей ертсе пыма юрататчĕ, виççĕшĕ те ун хыççăн çÿретчĕç. Пуринчен те пĕчĕкрех пулин те хастарччĕ, хăюллăччĕ, пĕтĕм çĕре кĕрсе тухма пултаратчĕ. Çавăнпах кире пуканĕ йăтма талпăнатчĕ, ыттисем унран тĕслĕх илетчĕç», - хĕпĕртесе калаçрĕ Валентина Ивановна. Тăваттăшĕ те туслă пурăннă, хирĕçесси сайра пулкаланă пĕр тăвансен. Халĕ те пĕр-пĕрне тĕл пулсан калаçмалли сахал мар вĕсен.

«Ывăлăмсем спортсмен пуласса шухăшламан та. Кире пуканне йăтма пуçланине пĕлсен те хирĕçлемерĕм: арçын ачан вăйлă пулмалла, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлемелле тесе пиллерĕм. Маттур, ăслă-тăнлă вĕсем, мухтанатăп ачамсемпе. Хăйсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçласа ĕçре ырă ят илчĕç», - сăмахне малалла тăсрĕ кинемей. Анчах ватă çынна ывăлĕсен çемье пурнăçĕ ăнманни пăшăрхантарать. Пĕртен пĕр мăнукĕ Егор /Сергей Кирилловăн ывăлĕ/ асламăшне телей парнелет, 5-ри шăпăрлана курсан ăна ачашламасăр, çупăрламасăр чăтаймасть.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.