Комментари хушас

3 Çĕртме, 2014

КХК

Патшалăх Думин дипломĕпе чысланă

2013-2014 çулсенче вĕренÿ учрежденийĕсемпе ăслăлăх организацийĕсен хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Манăн саккун» конкурс иртнĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи тата Çамрăксен ăслăлăх, пултарулăх тата инновацилĕх ĕçне аталантарас енĕпе ĕçлекен наци системи пуçарнă конкурса виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕ, чи пултаруллисене финала чĕннĕ. Вăл РФ Президенчĕн Ĕçлев управленийĕн кану çуртĕнче иртнĕ. Çамрăксен форумĕнче студентсемпе ăсчахсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Унта Шупашкар коопераци институтĕнче вĕренекен пулас юрист Тимофей Спиридонов ?ăслăлăх ертÿçи - юридици наукисен кандидачĕ Михаил Иванов% хутшăннă. Вăл коррупципе кĕрешес ыйтупа тухса калаçнă. Жюри членĕсем унăн ĕçне пысăк хак панă, I степень дипломпа чысланă.

Е.АНДРЕЕВ.

Йышра - 38 спортсмен

Раççейĕн пĕрлештернĕ командисене 2016 çулхи Олимп вăййисене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен штаб ертÿçи, РФ спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков тĕнчери чи пысăк ăмăртăва хутшăнма пултаракан спортсменсен списокне çирĕплетнĕ.

Йышра - спортăн 35 енĕпе ăсталăха туптакан, тĕрлĕ чемпионатпа турнирта пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă яшсемпе хĕрсем. 2013 çулхи кăтартусен пĕтĕмлетĕвĕпе кандидатсен списокне Чăваш Енĕн 38 спортсменĕ кĕнĕ. Вĕсен хушшинче - чи пултаруллă 4 велосипедçă: Ирина Калентьева, Кристина Кириллова, Вера Андреева, Ольга Терентьева* Владислав Поляшовпа Евгения Шелгунова гимнастсем, ыттисем - атлетсем. Малти ретре Лондонри Олимпиадăна хутшăннисем: марафон турнирĕн бронза призерĕ Татьяна Архипова, унăн тусĕ Альбина Майорова, нумай енлĕ кĕрешÿре вăй виçекен Кристина Савицкая, чупас енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă Елена Наговицына. Çавăн пекех Универсиада маттурĕсем Алина Прокопьева, Людмила Кузьмина, Марина Максимова та пур.

А.МИХАЙЛОВ.

Путса вилнĕ

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче 13 сехетре Шупашкарти Çĕнĕ сала пляжĕнче инкек пулнă: 12 çулти арçын ача путса вилнĕ.

Вăл тантăшĕсен ушкăнĕпе шыва кĕнĕ те пĕр вăхăтран куçран çухалнă. Каярахпа унăн кĕлеткине Атăлта, çыранран темиçе метрта, тупнă. Малтанласа палăртнă тăрăх - çул çитменскер шывра чыхăнса кайнă та путса вилнĕ. Хальхи вăхăтра инкек сăлтавне уçăмлатаççĕ. Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн Шупашкар хулинчи уйрăмĕ çак факт тĕлĕшĕпе РФ УК 109 статйипе килĕшÿллĕн ?асăрханмасăр вилĕм кÿни% уголовлă ĕç пуçарнă.

Çăлавçăсем шыва кĕнĕ чухне тимлĕрех те асăрхануллăрах пулма чĕнсе калаççĕ, аслисен ачасене куçран вĕçертмелле маррине аса илтереççĕ.

И.НИКОЛАЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.