Кÿршĕсен кÿренме сăлтав çук

3 Çĕртме, 2014

Иртнĕ эрнере журналистсене ЧР Строительство министерствин Çĕнĕ Шупашкарти «Биологи тасатăвĕн сооруженийĕсем» патшалăх унитари предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç

Кунта темиçе хутчен те çитсе курнăран кашнинчех объект Шупашкарпа спутник хулашăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртса таврăнатăп. Биологи тасатăвĕн сооруженийĕсен I черетне тĕп хулапа Çĕнĕ Шупашкарта пухăнакан шĕвĕ каяша тасатма 1967 çулта хута янă. Пĕлтĕр объект вĕсенчен, «Химпром», «Нерудстром» обществăсенчен çĕр айĕнчи пăрăхпа кашни талăкра вăтамран 63,6 пин кубла метр йышăннă. Хуласем сарăлнă, каяш нумайланнă пирки 1976-1986 çулсенче II черете тунă. Иртнĕ çул Шупашкарти «Водоканал», «ТЭЦ-3», «СУОР», «ЖБК-2» обществăсен, Çĕнĕ Шупашкарти канализаци станцийĕн пăрăхĕсенчен сооруженисене кашни талăкра вăтамран 103 пин кубла метр çитнĕ. Вĕсен проектра пăхнă хăвачĕ - кашни талăкра 222 пин кубла метр. Хальхи вăхăтра 2009 çулхинчен 40% сахалрах пуçтарăнать. Сăлтавне производствăра, пурăнмалли вырăнта ĕçмелли шыва перекетленипе ăнлантарчĕç.

Каяша виçĕ тапхăрпа тасатаççĕ. Пĕрремĕшĕнче ăна ала евĕр хатĕрсем витĕр сăрхăнтарса хыттине /çав шутра - апат, пахча çимĕç, улма-çырла юлашки, полиэтилен савăчĕ, хăйăр, ытти ăпăр-тапăр/ тытса юлаççĕ, йăлари хытă каяш полигонне леçеççĕ. Иккĕмĕшĕнче каяшри органикăна, органика шутланман /кÿкĕрт водорочĕ, аммиак/, куçа курăнман хутăшсене усăллă бактерисем сиенсĕрлетеççĕ. Цехран ятарлă агрегатпа картишĕнчи çаврака бассейна аса илтерекен каяш пуххисене, вĕсем апатланнă çĕре, вĕçĕмсĕр сывлăш хăвалаççĕ. Кунта бактерисен 5-8 тĕсĕ ĕрчет. Вĕсем - биологи тасатăвĕнче тĕп вырăнта. Ансат тата кăткăс микроорганизмсем /тĕрлĕ инфузори, коловратка, куçа курăнман ытти чĕрлĕх/ те аталанаççĕ. Ансаттисем бактерисене сăхаççĕ, ытлашши ĕрчеме памаççĕ.

Виççĕмĕшĕнче каяша этем сывлăхĕшĕн хăрушă шутланман натри гипохлоричĕпе дезинфекцилеççĕ те Атăла, спутник хулан кимĕ станцийĕ тĕлĕнче, çыранран 60 метрта юхтарса кăлараççĕ. Тивĕçлĕ органсем Куйбышев шыв управне лекекен хутăша тĕрĕслесех тăраççĕ. Сергей Анисимов директор каланă тăрăх - патшалăх çирĕплетнĕ нормăна тивĕçтерет, Чĕмпĕр облаçĕпе Тутарстана пăшăрхантармасть.

Çăра каяша типĕтсе гранула çапакан корпус тума хыснаран 749 млн тенкĕ уйăрнă. Ăна - 2012 çулта, çăра каяш тултармăшне 2010 çулта хута янă. Сооруженисен III черетне тума пуçланă. Тимĕр-бетон хунăпа пĕрех. Кăçал строительсем ĕç пурнăçлама 300 млн тенкĕ уйăрасса шанаççĕ. 2010 çултан тытăнса вĕсем 887 млн тенкĕпе усă курнă.

«Атăл айлăмĕнчи çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине ырлатăп çеç, - терĕм директора. - Тури юхлăхран Шупашкар шыв управне мĕнле пахалăхлă шыв килсе капланнине калаймастăр-и?» «Пĕлместĕп, - хуравларĕ вăл. - Тен, тĕп хулари «Водоканал» хуравлĕ». Ахăртнех, ту енре мĕнле хутăш кăларса янине пĕлни никама та пăсмĕччĕ.

Каяша ала евĕрлĕ сĕр¬кĕчсем витĕр кăларса ăпăр-тапăра тытса юлнă хыççăн шывран уйăрма центрифугăсем вырнаçтарнă цеха çитереççĕ. Унта каяшри нÿрĕк шайĕ 73-75% юлать. Гранула корпусне çĕкличчен пĕтĕм каяша пухмачсене /шламонакопительсене/ кăларнă. Пĕл¬тĕртен унта тултармаççĕ, центрифуга цехĕнчен типĕтмелли, вĕрипе утилизацилемелли корпуса яраççĕ. Ăна Итали специалисчĕсем ĕçе кĕртме пулăшнă, агрегата ĕçлеттерме вĕрентсе хăварнă.

280 градус вĕрире типĕтсе çăра хутăшран пÿрне хулăнăш гранулăсем тăваççĕ. Вĕсене кăмакара çунтарса шĕвекрен уйăрнă çăра каяша типĕтеççĕ. Гранула хăйĕн хĕрÿлĕхĕпе паха çĕр кăмрăкĕпе танлашать. Кашни талăкра 1300 тонна хутăшран 12 тонна кĕл тухать. Унпа çул хывнă çĕрте усă кураççĕ, кивĕ каяша хуплаççĕ.

Иваново микрорайонĕнче пурăнакансем шăрăхра ПУП енчен йывăр шăршă килни пирки çуллен шăв-шав çĕкленĕ. «Кăçалхи çу уйăхĕнче кăнтăрла эрне ытла 30 градус ăшă тăчĕ, - терĕ С.Анисимов. - Апла пулин те тислĕк шăрши сăмсана каллех кÿ! çапрĕ тесе телефонпа шăнкăравласа пĕлтермерĕç. ПУП усалпа кĕрешни усса каять. Микрорайон сооруженисенчен 1,1 çухрăмра çеç. Малтан 25-30 градус ăшă тăнă, çил хĕвел тухăç, кăнтăр-хĕвел тухăç енчен вĕрнĕ чух хулара ырă мар шăршă сарăлатчĕ. 2011 çулта ăна пĕтерме автомат туянтăмăр, кивĕ каяш лаптăкне вырнаçтартăмăр. Çил микрорайон еннелле вĕрме тытăнсанах вăл кашни ултă метрта реагент пĕрĕхтерсе тислĕк шăршине хуплать. Автомат пăрăхĕ 2738 метра тăсăлать. Тутлă шăршă саракан шĕвеке сирпĕтме 456 хатĕр лартрăмăр. Реагентшăн 113 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Усал шăршă сараканни - иртнĕ çулсенче тултарни. Ăна тăмпа икĕ метра яхăн, çиеле хура тăпра хуплама тĕллев лартрăмăр».

III черете туса пĕтерсен тасату пахалăхĕ татах лайăхланĕ. Унпа усă курма пуçласан 1967 çулта хута янине ĕçрен кăларĕç. Директор çитес çулсенче Кÿкеçре пухăнакан шĕвĕ каяша та кунта çитермелли проект хатĕрлессине пĕлтерчĕ.

Михаил СЕРГЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.