Комментари хушас

26 Çĕртме, 2014

"Телейлĕ пулăр, тулăх пурăнăр..."

Уяв парнийĕ кÿресси - халăхăмăрăн ырă йăли. Кăçалхи Республика кунĕ тĕп хуламăрти 17 çамрăкăн - тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен - пурнăçне ырă та çутă, ĕмĕр асра юлакан самант пулса кĕрсе юлчĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов вĕсене хваттер уççи пачĕç.

Тĕп хуламăрти "Сад" микрорайонта вырнаçнă Дементьев урамĕнчи 7 тата 9-мĕш çуртсен умĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятие РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Раççей Геройĕсем Николай Гаврилов, Алексей Романов тата ыттисем хутшăнчĕç.

"Патшалăх влаçĕн органĕсем çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатассине, çемьесенче кĕтнĕ те юратнă пепкесем йышланччăр тесе тăнăçлă хутлăх йĕркелессине тĕпе хураççĕ. Хулара та, ялта та пурнăç шайĕ лайăхланса пырать, çынсем малашлăх ырă пуласса шанаççĕ, - терĕ Михаил Васильевич уява уçнă май. - Ачасен пирĕнтен лайăхрах пурăнмалла. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кашни çемье, ача кун-çулне телейлĕ тумашкăн влаç органĕсенчен çирĕп ыйтать, уçăмлă тĕллев палăртать.

Паян эпир тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене хваттер уççи паратпăр. Палăртма кăмăллă: çемьере 16, 15, 12 ача çитĕнтерекен те пур пирĕн хутлăхра. Унашкаллисемпе чăннипех мухтанатпăр. Ачасен çемье ăшшинче çитĕнмелле. Сирĕн хваттерĕр вĕсен савăнăçлă сассипе туласса, унта юратупа килĕшÿ хуçаланасса шанатăп. Телейлĕ пулăр, тулăх пурăнăр".

Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ хĕрсемпе яшсене хваттер уççи пачĕ тата асăнмалăх парнепе савăнтарчĕ: Виталий Дмитриева, Татьяна Яковлевăна, Наталья Яковлевăна, Илья Якушева... - çĕнĕ микрорайонти хăтлă çуртсенчи çутă та илемлĕ хваттерсенче малашне вун çиччĕн тăван кил ăшшине упрамашкăн, çирĕп çемье çавăрса тĕпренчĕкĕсене телейлĕ тумашкăн ăнтăлĕç. Вĕсем хăйсем те телейлĕ. Йывăр вăхăтра çывăх тăванĕсем пек пулса тăрăшнăшăн, ашшĕ-амăшĕ евĕр хÿтĕлесе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тата шурă çурт лартса панăшăн /тăван кĕтеслĕ тунăшăн эппин/ патшалăхăмăра, республика, хула ертÿлĕхĕсене чĕререн тав турĕç.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - иртнĕ çул парса çитерейменнипе пĕрле кăçал 500 тăлăха çакнашкал хваттерлĕ тумалла. Ыттисен те шанăçа çухатмалла мар: патшалăхăн çурт-йĕрпе тивĕçтермелли ытти программи - сăмахран, "Çамрăк çемье", "Ялăн социаллă аталанăвĕ" - ăнăçлă ĕçлет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тăлăхсен кун-çулне çăмăллатмашкăн хутшăннă, хăйсен чун ăшшине вĕсемпе пайланă хастарсене тав турĕ.

Çĕнĕ хваттерлĕ пулнă çамрăксене Алена Аршинова ăшшăн саламларĕ. "Эсир паян икĕ уяв паллă тăватăр: ентешĕрсемпе пĕрле Чăваш хутлăхĕн кунне чыслатăр тата çĕнĕ çурта куçатăр. Халĕ хăвăрăн кĕтес пур. Телей кайăкне ан вĕçертĕр, ăнăçлăха, тăнăçлăха хăвăрăн тумалла, малалла талпăнмалла, аслисен шанăçне тÿрре кăлармалла", - ырă сунчĕ вĕсене.

Хĕрлĕ хăйăва Михаил Игнатьев, Алена Аршинова, Леонид Черкесов касрĕç. Хăнасем хваттерсенчи условисемпе паллашрĕç, вĕсем хăтлă пулнине палăртрĕç.

...Çак куна Виталий чылайранпа кĕтнĕ. Тăлăха юлнăскершĕн тăван кил малтан Çĕмĕрлери "Елочка" ача çурчĕ шутланнă. Сакăр класс пĕтерсен ăна Шупашкар районĕнчи ырă çынсем хăйсен хÿттине илнĕ. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ пулса тăнă. Тăватă курс пĕтернĕ хыççăн хăй ирĕкĕпе хĕсмете кайнă. Салтак тивĕçне пурнăçласа тин кăна таврăннăскере авă ырă хыпарпа савăнтарчĕç.

Сăмах май, Валентина Михайловнăпа Иван Владимирович унсăр пуçне тата виçĕ хĕре опека мелĕпе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Светланăпа Екатерина аслă пĕлÿ илнĕ, Татьянăпа Виталий кĕçех вĕренсе пĕтереççĕ. Ывăл-хĕрĕ /урăхла шухăшлама май та çук, мĕншĕн тесен çак хушăра вĕсем пĕр çемье пулса тăнă, чунпа çывăхланнă/ художник, ветеринари тухтăрĕн /иккĕн тан/, медицина ĕçченĕн профессийĕсене суйласа илнĕшĕн аслисем чăннипех хĕпĕртеççĕ. Паян та авă вĕсем Виталипе пĕрле хваттер уççине тивĕçнĕ ятпа савăнăçа пĕрле пайламашкăн килнĕ...

Кайăк чĕпписем те ÿссе çитĕнсен тăван йăваран вĕçсе тухаççĕ, хăйсенне çавăраççĕ. Ачасем те çавăн пекех ĕнтĕ. Куншăн Валентина Михайловнăпа Иван Владимирович хĕпĕртеççĕ кăна - апла тăк вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Çамрăксем тăван кил ăшши парнеленĕ çынсене нихăçан та манмаççĕ, ерçÿллĕ вăхăт тупăнсанах вĕсем патне тăван яла васкаççĕ. Валентина Михайловна калашле, ывăл-хĕрĕ опекăра пулнине чунпа нихăçан та йышăнман, хăйсен çуначĕ айĕнче ăшăтса ÿстернĕ çынсене ашшĕ-амăшĕ тесех сумланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.