Вăл Берлина çитнĕ!

Владимир Васильевич Черинов 1926 çулта Курск облаçĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех Харьков хулинче пурăннă. 1942 çулта вăл, чăн çулне пытарса, хăй ирĕкĕпе çара кайнă* Орел, Курск çапăçăвĕсене хутшăннă. Саратоври çарпа тинĕс училищинчен вĕренсе тухсан Хĕрлĕ флота кĕнĕ. Фашистсене Березинра, Припятьре, Бугрыра, Днестрта аркатнă. Берлин çумĕнчи Шпрее юхан шывĕ çинче паттăрлăх кăтартнă. 1945 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Берлинри Трептов паркĕнче тăванла вил тăпри çине пытарнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче СССР Аслă Совечĕн Президиумĕ ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

***

арьковра, хăтлă Самеров тăкăрлăкĕн-че пĕр хутлă пĕчĕк çурт сăпайлăн çеç ларать. Ахаль кун та, уявра та вăл хăна-вĕрле нумай пуçтарать. Кунта Берлина штурмланă вăхăтра пуçне хунă, Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Владимир Черинов пурăннă. Ывăлĕ паттăр пуласса шухăшлама пултарнă-ши амăшĕ/ Çук пуль. Куçăм тапхăрĕ çитсен юратнă тĕпренчĕкĕ япăх ушкăнпа çыхланса кайнăшăн хĕрарăм питĕ куляннă. Володя ашшĕсĕрех ÿснĕ. Амăшĕ кунĕпе ĕçре пулнă. Арçын ача вара шкул хыççăн е юхан шыв хĕрне çÿренĕ, е юнашар урамри сулланчăксемпе вăхăт ирттернĕ. Кÿршисем ывăлĕ мĕн-мĕн хăтланнине каласа панине итлесе Евдокия Аркадьевна сахал мар куççуль тăкнă. Пĕррехинче хăйĕн çинчен сÿпĕлтисем мĕн калаçни Володя хăлхине те кĕнĕ: «Пĕтнĕ каччă, унран вăрă-хурах çеç пулса çитĕнĕ. Амăшĕ ăна тинех тăна кĕртеймĕ...» Çак сăмахсене илтсен арçын ачана тĕнче кисреннĕн туйăннă. Ывăлне тăрантарассишĕн, тăхăнтартассишĕн, мĕн ыйтнине тивĕçтерессишĕн ырми-канми ĕçлекен амăшĕ умĕнче çав тери намăс пулса кайнă ăна. Çак пулăм Володьăна амăшĕпе чунне уçса калаçма хистенĕ. Арçын ачана юлташĕсем: «Эсĕ хăравçă! Пасарта сутса яма килтен пĕр пĕчĕк япала йăкăртса тухма та шикленетĕн», - тесе хĕтĕртнĕ иккен. Володьăшăн вара мĕн пĕчĕкренех хăрани намăс курнипе танах пулнă.

- Айван-ха эсĕ хальлĕхе, - терĕ Евдокия Аркадьевна. - Килтен япаласем илсе тухса çывăх çынсене тата вĕрентекенсене намăс кăтартни - ытла та пысăк паттăрлăх-çке. Эсĕ çав услапсене пăхăнма хирĕççине пĕлтерме хăрамасан, вĕсем сана чышкăлама пуçласан та хăв шухăшунтан пăрăнман пулсан эсĕ чăн-чăнах харсăрлăхна кăтартăттăн. Тĕрĕслĕхе япăх çынсенчен хÿтĕлеме ăна варалассинчен яланах йывăртарах.

Çак сăмахсем Володя чĕрине кĕрсе ларчĕç. Тепĕр кунне вăл килне, кĕлеткине юнăхтарса пулин те, савăнăçлă таврăнчĕ. Амăшне çирĕп- пĕнех çапла каларĕ: «Анне, çав кĕлмĕçсемпе эпĕ тек калаçмăп». Хăйне шкултан алăсталăх училищине куçарма ыйтрĕ: май пур таран хăвăртрах амăшĕн тĕрекĕ пулма ĕмĕтленчĕ.

Халĕ Евдокия Аркадьевнăн куçĕсем телейпе çуталаççĕ. Володя - инструментсемпе ĕçлекен слесарь - киле пĕрремĕш ĕç укçи илсе килчĕ.

- Анне, укçине шутласа пăхăр-ха... - терĕ вăл шăппăн çеç.

- Мĕншĕн? - тĕлĕнчĕ амăшĕ. - Эсĕ шутланă вĕт-ха?

- Эсир тепĕр хут... Тен, кассир йăнăшнă?

 

Амăшĕ ывăлĕн ĕçпе хытнă аллисенчен чăштăр-чăштăр тăвакан укçине илчĕ те типтерлĕн шутлама тытăнчĕ. Нумаях мар унта, анчах ывăлне çут тĕнче парнелекеншĕн мĕн пурри те ылтăнпа танах.

- Çавăн чухлех-и? - ыйтрĕ амăшĕ.

- Паллах.

- Эппин, кассир йăнăшман?

- Çук, - йăл кулчĕ Володя. - Кашни пусĕ тухать.

- Ну, эппин, хăвнах ил.

- Мĕскер эсир, анне, - аванмарланчĕ Володя. - Кăна эпĕ сире валли илсе килтĕм, хуçалăхра усă курма. Халĕ пире çăмăлрах пулĕ.

Часах вăрçă пуçланать. Евдокия Аркадьевнăпа ывăлĕ Харьков кĕперĕнчен инçе мар пурăнаççĕ. Тÿ-пере самолет явăнать... Аяларах та аяларах анать хăй... Акă кĕпер çийĕнех вĕçет ĕнтĕ... Самолетăн тайăлнă çуначĕ те аванах курăнать... Ун çинче фашистăн хура хĕресĕ... Кĕмсĕртетÿ вăйланать... Иртен-çÿрен чăл-пар саланса пĕтет. Анчах сирпĕн- нĕ сасă çук. Хальхинче тăшман самолечĕ пысăк бомбăсем мар, тиверткĕчсем пăрахса тухрĕ. Акă çыранти икĕ хутлă çурт хыпса илчĕ, шкул тăрри те çунма тытăнчĕ... Унта хăпарма кам ĕлкĕрнĕ-ши/ Паллах, ачасем. Евдокия Аркадьевна патнерех пычĕ те хăйĕн тĕпренчĕкне палласа илчĕ - чи харсăрри, чи çаврăнăçулли... Акă вăл тĕтĕм пăрăхĕ-сем хушшинче мĕлтлетет, акă çурт тăрринче чи хĕррине те çитсе тăнă - пĕчĕк бомбăсене çиçĕмле хăвăртлăхпа тротуарти хăйăр çине илсе пăрахать...

Вăрçă малаллах пырать. Фашистсем Харьков хулине çĕмĕрсе кĕчĕç. Оккупациленĕ хулара юлнисен пурнăçĕ йывăр килчĕ. Евдокия Аркадьевна апат хатĕрлеме шăннă çĕр улми е пĕр чĕптĕм кĕрпе те пулин тупма кашни кунах май килместчĕ.

Пĕр хĕллехи каç, чи выçă тапхăрта, Володя килне икĕ аманнă красноармееца - Пысăк Ленькăпа Пĕчĕк Ленькăна - илсе килчĕ. Амăшĕ фашист тыткăнĕн-чен тарнă салтаксене вырăн парасси пирки Володя нимĕн чухлĕ те иккĕленмерĕ.

- Ăçта вырнаçтарăпăр вĕсене? - ыйтрĕ Володя. - Тен, мачча çине?

- Çук, - хирĕçлерĕ амăшĕ. - Унта полицайсем час-часах кускаласа çÿреççĕ.

Аманнă красноармеецсене виççĕмĕш хута вырнаçтарчĕç, çав вăхăталла унта никам та пурăнмастчĕ.

Володьăпа амăшĕ салтаксемпе юлашки çăкăр татăкне те пайлаççĕ, суранĕсене тăтăшах тасатса çыхаççĕ... Анчах çакăн çинчен урам шăлакан пĕлет иккен, путсĕр этем, фашист хÿрешки. Вăл чĕлхине çыртнишĕн Евдокия Аркадьевнăран укçа ыйтать, унсăрăн гестапона сутассипе хăратать. Володьăпа амăшĕ суранĕ тÿрленсе çитме пуçланă салтаксене ялти тăванĕсем патне вăрттăн илсе каяççĕ. Хăйсем вара каç хÿтлĕхĕпе усă курса Володьăн кукашшĕ патне Самеров тăкăрлăкне куçаççĕ. Анчах унта та канлĕх тупаймаççĕ, вĕсене полици шыраса тупать. Акă вĕсем хăйсен пур-çук япалисене пуçтараççĕ те хуларан тавра çулпа тухса тараççĕ, хамăрăннисем патне лекме шанаççĕ. Совет чаçĕсем вырнаçнă чи çывăх пункт - Поныри, Курск çывăхĕнче вырнаçнă пĕчĕк çеç хула. Çул çинче Володя сăмах майăн хăйĕн çара кĕрес шухăш пуррине калать. Евдокия Аркадьевна çак шухăша ĕненсех каймасть - ывăлĕ ытла та халсăрланнă-çке.

Шартлама сивĕ. Утма йывăр. Фашистсем тĕлне çакланас мар тесен юр хÿсе лартнă хирсем тăрăх каймалла. Хăшкăлса çитнĕ таркăнсем çаплах çунисене туртса пыраççĕ-ха...

Тинех çитрĕç. Понырьте такам та пур: салтаксем, таркăнсем - пĕтĕмпех хутăшса кайнă. Çакăнта Евдокия Аркадьевна ăнсăрт-ран Володьăна куçран çухатса ячĕ. Тупсан вара ывăлĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнине пĕлчĕ: вăл ун умĕнче салтак обмоткипе, тăхăнса киветнĕ шинельпе, хул пуççи урлă янă противогазпа мăнаçлăн тăрать.

- Ак тата! - аллисемпе сулкалашса илчĕ амăшĕ. - Сана мĕнле илчĕç/ Çулу çитмен вĕт-ха.

- Эпĕ çÿллĕ вĕт-ха, анне! - терĕ Володя.

Çар чаçĕ кунтах тăнă чухне Евдокия Аркадьевнăн ывăлне темиçе те курма тÿр килчĕ. Пĕррехинче вăл ăна кучченеç пырса пачĕ.

- Илсем, Володенька... Кунта вир кĕрпи кăштах пур... Патшалăх апачĕ çумне хушса çиме пулĕ.

- Питĕ лайăх, анне, - савăнса ÿкрĕ Володя. Çавăнтах кĕрпене салтак яшки пĕçерме лартнă куршака ячĕ.

- Акă сан валли, Володенька, сухари. Ĕнер ăшă чăлхапа улăштартăм: мана çăматăпа унсăрах ăшă. Халех ан çи, йывăр кун валли упра.

- Тавах, анне, - терĕ Володя. - Паянхи кунран йывăртарах пулмĕ ĕнтĕ. - Сухарие юлташĕсене валеçсе пачĕ.

- Хăçан каятăр? - шăппăн ыйтрĕ Евдокия Аркадьевна.

- Тен, паян çĕрле.

- Хăрамастăн-и, ывăлăм?

- Пĕр япаларан çеç хăратăп, анне. Нимĕç пульли тĕлне пулса Берлина çитеймесрен. Берлина мĕн тери çитес килет-çке манăн!

Вăрçă пырать. Хаяр çапăçура Хĕрлĕ Çар фашистсене ялсемпе хуласенчен хăваласа кăларать. Володьăн тăван Харьковĕ те ирĕкре. Саратоври çарпа тинĕс училищинчен Анăç фронтне кайнă май вăл амăшĕ патĕнче те пулчĕ, нумаях хăналанмарĕ. Кайран вара Березинран, Бугран, Днестртан, Припятьрен виç кĕтеслĕ çырусем тăтăшах шăрçаларĕ.

Урăх пĕр хыпар та çук. Евдокия Аркадьевна çĕр çывăрмасăр кĕтни те кăлăхах. Вăрçă та вĕçленчĕ ĕнтĕ. Володя пирки нимĕн те паллă мар. 1948 çулта çеç вăл ывăлĕ пуç хуни тата унăн вилĕмсĕр паттăрлăхĕ çинчен пĕлчĕ.

«Аннене пĕлтерĕр, эпĕ Берлина çитрĕм», - çапла хушса хăварнă Володя юлташĕсене хăй вилес умĕн.

«Днепртан Дунай таран» кĕнекерен.

Владимир Васильевич Черинов

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.