Владимир Васильевич Черинов

Владимир Васильевич Черинов 1926 çулта Курск облаçĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех Харьков хулинче пурăннă. 1942 çулта вăл, чăн çулне пытарса, хăй ирĕкĕпе çара кайнă* Орел, Курск çапăçăвĕсене хутшăннă. Саратоври çарпа тинĕс училищинчен вĕренсе тухсан Хĕрлĕ флота кĕнĕ. Фашистсене Березинра, Припятьре, Бугрыра, Днестрта аркатнă. Берлин çумĕнчи Шпрее юхан шывĕ çинче паттăрлăх кăтартнă. 1945 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Берлинри Трептов паркĕнче тăванла вил тăпри çине пытарнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче СССР Аслă Совечĕн Президиумĕ ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Subscribe to Владимир Васильевич Черинов