Archive - 22 Çу, 2014 - Хыпар
ЧИР ÇАМРĂКЛАНСАХ ПЫРАТЬ
Раççейре çулсерен 400 ытла çынна инсульт аптратса ÿкерет. Шел те, вăл çамрăклансах пыни паллă. Паян 30-40 çултисене те тапăннă тĕслĕхсем пур. Çулсем иртсе пынă май вара хăрушлăх та ÿсет. 60-ран иртсен кашни тăваттăмĕш арçыннăн тата кашни пиллĕкмĕш хĕрарăмăн инсульт пулать.
Инсульт мĕнле чир-ха? Вăл çурăлса кайнă юн тымарĕнчи чăмакка /тромб/ е юн пуç миминчи юн куçăмне пăссан пулать. Кислородпа глюкоза çитменнипе пуç мимин клеткисем вилеççĕ, хускану, калаçу е ăс-тăн функцийĕсем пăсăлаççĕ.
ПĔРИНШĔН - ЛАЙĂХ, ТЕПРИНШĔН...
Çĕр çинчи çăлтăрсем
Наци библиотекинче çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцие Раççей халăх артисчĕ, РФ Общество палатин членĕ, "Мосфильм" киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров режиссер тата кино, театр актерĕ, режиссер, сăвăç, Раççей халăх артисчĕ Александр Панкратов-Черный хутшăнчĕç. Вĕсем пирки çĕр çинчи çăлтăрсем теессĕм килет.
Çанталăк шăрăх тăнăран
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пушар тухас хăрушлăх пысăк, ăна IV класли тесе çирĕплетнĕ. Çакна чи малтан сывлăш температури кăнтăрла 30 градус шăрăха çитнипе палăртаççĕ.