Катка-пичке ăсти
Кашниех кил-çурт çывăхĕнчи илеме хушăнтарса пуянлатма тăрăшать: çырма-çатрана ешĕллетет, садра çимĕç паракан йывăç-тĕм çитĕнтерет. Çурт-хуралтă таврашне те çĕнетсех тăрать, хальхи стройматериалпа улăштарать.
Ку енĕпе Шупашкар районĕнчи Сарапаккасси ял тăрăхне кĕрекен Колешшăри чылай çынна палăртас килет. Геннадий Ильич водительте нумай çул тĕрлĕ автомашинăпа ĕçленĕ. Михаил Федотов экономист Кÿкеçри килсене çут çанталăк газĕ кĕртес енĕпе прорабра тăрăшать, Владимир Николаев - ял клубĕн ертÿçи, халăха концертсемпе савăнтарать. Юрлама-ташлама хăнăхтарать, «ГАЗель» автомашинипе тĕрлĕ тиев турттарса пулăшать. Çав вăхăтрах общество пурнăçĕнче те хастар.
Вулакансене Михаил Майоровпа паллаштарасшăн. Вăл Колешша ялĕнче 1950 çулта колхозниксен кил-йышĕнче çуралнă. Çемьере пиллĕкĕн - 3 ывăлпа 2 хĕр - çитĕннĕ. Чи асли Миша пулнă. Иккасси шкулĕнче 10 класс пĕтерсен ăна Шорккари хурăнташ пиччĕшĕ Валерий Иванов хăйĕнпе пĕрле Шупашкарти аш-какай комбинатне илсе кайнă. Кунта вăл малтанах катка-пичке тăвас ăсталăха вĕреннĕ.
Ят тухсан урине салтак атти тăхăннă. Таврăнсан аш-какай комбинатнех вырнаçать. Михаил çапла 37 çул катка-пичке ăстинче вăй хурать. Вăл хатĕрленĕ савăтсене çу тултарса Кубăна, Югославие тата ытти çĕр-шыва та ăсатнă. Ÿркенмен Михаил Семенович. Комбинат рабочийĕсене те пахча çимĕç тăварлама тĕрлĕ виçеллĕ савăт туса панă. Ытларах юманпа çăкаран, хурăнпа хыртан.
Юратнă мăшăрĕпе Любовь Геннадьевнăпа иккĕшĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Алексей те, Ольга та çемьеллĕ, ашшĕпе амăшне пĕрер хĕрпе ывăл парнеленĕ. Çуллахи вăхăтра мăнукĕсем яла хăнана килеççĕ. Михаилпа Любовь халĕ - тивĕçлĕ канура. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн кил хуçи медальсемпе паллăсене, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Эпĕ нумай çыннăн килĕнче пулса курнă, анчах Майоровсенни пек чаплине ас тумастăп. Илемлĕ, таса та хăтлă. Кил хушшине бетон сарнă. Ниçта та пĕр çÿпĕ кураймăн. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Мунчапа çенĕке йăлт вакун хăмипе тытса çавăрнă. Ырă шăршă сăмсана кăтăклать.
Мастерскойĕнче вара мĕнле кăна инструмент çук... Пурне те стена çумне курăнмалла типтерлĕ вырнаçтарнă. Катка-пичке тумаллисем те пур.
Михаил Майоров патне ял çыннисем тĕрлĕ ĕçпе пулăшу ыйтма пыраççĕ. Пĕрисен - алăк, теприсен чÿрече рами тутармалла.
Пахчара çу кунĕсенче тĕрлĕ чечек куç умĕнчен каймасть. Улма йывăççи, çырла тĕмми те темĕн чухлех.
Ялта шыв пăрăхĕ хывман пирки пахчара çăл чавнă. Тарăн вăл. Пускăча пÿрнепе тĕксенех пÿрте шыв кĕрет. Ырлăхах ĕнтĕ.
Михаилпа Любовь иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем. Канлĕ ватлăхра ачисен тата мăнукĕсен телейĕпе савăнаççĕ.
Комментари хушас